Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кипеҫ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Владимир Петрович ҫартан килсен ӑна Ҫӗнӗ Кипеҫ вӑтам шкулне ӗҫлеме илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ вырӑнне шкулта тупнӑ // Анатолий Краснов. http://kasalen.ru/2024/04/26/%d0%bf%d1%8 ... %bd%d3%91/

Ҫӗнӗ Кипеҫ ялӗнче пурӑнакан Л.А.Краснова малтан ҫӗвӗҫ пулма вӗреннӗ, вӑл профессипе вӑй хунӑ пулсан та, шӑпа ӑна нумай ҫул хушши ачасемпе шкулта тӑрӑшма пӳрнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ вырӑнне шкулта тупнӑ // Анатолий Краснов. http://kasalen.ru/2024/04/26/%d0%bf%d1%8 ... %bd%d3%91/

2013 ҫултанпа вара Галина Николаевна Ҫӗнӗ Кипеҫ ФАПӗнче тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Хисеплӗ ята тивӗҫрӗ // Галина Новикова. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d1%85%d0%b ... %80%d3%97/

Сывлӑх сыхлавӗн ӗҫченӗ пулмах ҫуралнӑ пулӗ вӑл, теҫҫӗ Ҫӗнӗ Кипеҫ тата Тӗвенеш ялӗсенче пурӑнакансем Галина Николаевна Кольцова пирки.

Куҫарса пулӑш

Хисеплӗ ята тивӗҫрӗ // Галина Новикова. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d1%85%d0%b ... %80%d3%97/

Иртнӗ ҫул вара Ҫӗнӗ Кипеҫ тата Тӗвенеш ял халӑхӗ шывлӑ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Халӑхпа пӗрле, патшалӑх пулӑшӑвӗпе // В.А.Салмина. http://kasalen.ru/2023/11/28/%d1%85%d0%b ... %bf%d0%b5/

Ҫакна шута илсе малтан Тӗвенеш, тепӗр кун Ҫӗнӗ Кипеҫ ялӗсенче пурӑнакансем ҫывӑх ҫыннисем ӗмӗрлӗх канлӗх тупнӑ вырӑна пуҫтарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Масарсене тирпейлерӗҫ // Галина Новикова. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d0%bc%d0%b ... %97%d2%ab/

Обществӑлла-политикӑлла ӗҫсене маттур хутшӑнакансене, тӗп библиотека библиотекарьне Н. В. Антоновӑна, «Ҫӗр тата ҫынсем» музей заведующине А. О. Поляковӑна, Кӗҫӗн Каҫал культура ҫурчӗн заведующине А. Н. Трофимовӑна Хисеп грамотисем, Ҫӗнӗ Кипеҫ культура ҫурчӗн культорганизаторне А. Н. Можаевӑна, Тукай ялӗнчи библиотекаре Ц. А. Моторинӑна, округри тӗп культура ҫуртӗнчи халӑх театрӗн режиссерне М. П. Шумилкинӑна Тав Ҫырӑвӗ парса чысланӑ.

Куҫарса пулӑш

Саламланӑ, чысланӑ, наградӑсем панӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d1%81%d0%b ... %bd%d3%91/

Вӑл республикӑри халӑх творчествин центрӗн Хисеп грамотисене Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел культура ҫурчӗн заведующине А. И. Любимовӑна тата Ҫӗнӗ Кипеҫ культура ҫурчӗн культорганизаторне А. Н. Можаевӑна панӑ.

Куҫарса пулӑш

Саламланӑ, чысланӑ, наградӑсем панӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d1%81%d0%b ... %bd%d3%91/

1988 ҫулта, Ҫӗнӗ Кипеҫ вӑтам шкулне вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн, тӳрех Канашри медицина училищине ҫул тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

Эмелпе те, ӑшӑ сӑмахпа та сиплет // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8d%d0%b ... %b5%d1%82/

2005 ҫултанпа ветерансен вырӑнти советне Л.М.Тихонова (Ҫӗнӗ Шӑхран), В.В.Микенина («Слава» ЯХПК), Е.В.Сергеева («Луч» ЯХПК), В.И.Тяканова (Ҫӗнӗ Сӗнтӗр), А.С.Васильева (Хирти Мӑнтӑр), В.Г.Портнов (Ҫӗнӗ Кипеҫ), М.И.Михайлова (Аслӑ Ҫӗрпӳел) ӑнӑҫлӑ ертсе пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ветерансем паян та стройра // Ю.Тимофеев. http://kasalen.ru/2022/09/16/%d0%b2%d0%b ... %80%d0%b0/

Сӑмахран, «Кӗтне» команда хӗлле Ҫӗнӗ Кипеҫ ялӗнчи каток ҫинче тренировкӑсем ытларах ирттерет.

Например, команда "Кубня" зимой часто проводит свои тренировки на катке деревни Новое Изамбаево.

Хӑравҫӑ хоккейла вылямасть… // Н.Архипова. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех