Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кимӗпе (тĕпĕ: кимӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тахҫан ӗлӗк Алексей Михайлович ӑна, чӗрҫи ҫине лартса, тӗрлӗрен парнесемпе килентеретчӗ: юмахпа, йывӑҫран ҫӗҫӗпе касса тунӑ кимӗпе, арбуз, турамӗпе…

Он не помнит того времени, когда Алексей Михайлович брал его на руки и, посадив верхом на колено, задабривал разными вещами: сказкой, деревянной, ножом вырезанной лодкой, ломтем арбуза…

Иккӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Эсӗ урапапа каясшӑн пулатӑн, вӑл — кимӗпе.

Ты захочешь поехать на телеге, а она — в лодке.

XIX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Вӗсем ун валли пулӑ тытмалли хатӗрсем ӑсталанӑ, йывӑҫ хуйӑрӗсенчен кимӗсем туса панӑ, унпа ашкӑннӑ, вылянӑ, тӑрӑмсенче, ашшӗ ӗҫпеле хулана кайсан, Атӑл тӑрӑх кимӗпе ярӑнтарнӑ.

Они мастерили ему рыболовные снасти, делали лодки из древесной коры, возились с ним, катали его по реке во время стоянок, когда Игнат уходил в город по делам.

II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Паруслӑ кимӗпе анлӑ шыв ҫинче ишсе пынӑ пекех туйӑнать.

Похоже, что плывём на паруснике по широкому раздолью.

12. Пуҫласа вӗҫетӗп // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Кимӗпе ишӗпӗр, пулӑ тытӑпӑр.

Прокачу, рыбу половим.

«Шыв хӗрринче пурӑнатӑр – ишме пӗлместӗр!» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Ржищев хулинче чухнех Олег Освода ҫырӑнчӗ те пулӑ мӗнле тытмаллине тата кимӗпе епле ӑста ишмеллине сӑнаса тӑма тытӑнчӗ.

Там же, в Ржищеве, Олег записался в Освод, стал наблюдать за правильным ловом рыбы и за катающимися на лодках.

«Шыв хӗрринче пурӑнатӑр – ишме пӗлместӗр!» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Тӑвӑл ҫӗкленнӗ чухне Олег ӑна хӑйпе пӗрле Днепр тӑрӑх кимӗпе ишме чӗнчӗ.

Гриша сказал, что Олег прибежал, когда буря только ещё начиналась, и стал звать кататься по Днепру.

Тӑвӑл // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Инҫетрех мар кимӗ тупӑннӑ, хресченсем ҫав кимӗпе Дзержинскипе унӑн юлташне ҫыран хӗррине илсе каҫнӑ.

Неподалеку нашлась лодка, и крестьяне на этой лодке привезли Дзержинского и его товарища на берег.

Тарни // Василий Алагер. Герман, Ю. Феликс Дзержинский: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 66 с.

Вара сасартӑк пиччесем кимӗпе ишсе килчӗҫ, кимми питӗ пысӑк.

Вдруг приехала лодка, очень большая, и в ней дяди.

Сӗреке // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Тата вӗсем кимӗпе ишсе ҫӳресе, ҫӑлса хӑвармалли кӑшӑлсене пуҫтарчӗҫ.

А потом они ездили и доставали из реки спасательные круги.

Витя пӳскене шыва пӑрахни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Матрос пичче вара: — Эпир кимӗпе ишсе пырӑпӑр та сана туртса кӑларӑпӑр, вара каллех пӑрахут ҫине лартӑпӑр, — терӗ.

Дядя-матрос говорит: — А мы на лодке подъедем и тебя вытащим, и опять на пароход посадим.

Эпӗ Гриша ятлӑ матроспа паллашни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Манӑн та кимӗпе ишес килет тесен, мана: эсӗ пӗчӗккӗ-ха, кайран, ӳссе ҫитсен ишӗн, терӗҫ.

Я сказал, что хочу грести, а мне сказали, что я маленький, а потом буду.

Пӑрахут килни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Костя ачасемпе пӗрле, тепӗр чух — инҫех мар — пӗчченех те, кимӗпе ярӑнса ҫӳрет.

Костя катается на лодке с ребятами, а иногда — недалеко — и один.

Кам пулма туртӑм пур санӑн? // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Ҫук, кимӗпе ҫӳреме пулать, Днепр тӑрӑх…

Нет, можно на Лодке, по Днепру.

Паллашӑр, тархасшӑн! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Кимӗпе Костя ярӑнса курнӑ, анчах авӑсма вара вӑл пӗррехинче кӑна, унта та питӗ сахал авӑснӑ — пӗрремӗш опычӗ унӑн ӑнӑҫлах пулса тухман: вӑл ун чух амӑшӗн ҫӗнӗ кӗпине шывпа сирпӗтсе пӗтернӗ те, унран кӗсменӗсене туртса илнӗ.

На лодке Косте кататься приходилось, но греб он только один раз и совсем недолго — первый опыт был не очень удачным: он забрызгал новое мамино платье, и у него отобрали весла.

Эсӗ вӗренсе ҫитӗн // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Аппарат ӳкнӗ тӗлтен чылай инҫетре, Мичиган кӳлли хӗрринче, ҫынсем ӳлекен-кӗрлекен тӗлӗнмеллерех сасӑ илтрӗҫ; нумай-нумай ҫав ҫынна, — кимӗпе ярӑнакансене, ресторан е кофейня уҫӑ террасисенче ларакансене, теннисла, гольфла, футболла вылякансене, ӑшӑ тӳпене хут ҫӗлен яракансене, — кану кунӗнче симӗс ҫыранпа, ҫӗртме уйӑхӗнчи ешӗл ҫулҫӑлӑх чӑштӑртатӑвӗпе киленме тухнӑскерсене пилӗк минутлӑх ҫав шав самаях аптӑратрӗ.

На большом расстоянии от места падения, — на берегу озера Мичиган, — катающиеся на лодках, сидящие на открытых террасах ресторанов и кофеен, играющие в теннис, гольф, футбол, запускающие бумажные змеи в тёплое небо, всё это множество людей, выехавших в день воскресного отдыха, — насладиться прелестью зелёных берегов, шумом июньской листвы, — слышали в продолжение пяти минут странный, воющий звук.

Ҫӗр // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Аэлитӑпа Ихошка тата Лось тӑватӑ ҫунатлӑ, хупӑ кимӗпе Лизиаӑзира тӑвӗсем патнелле вӗҫеҫҫӗ.

Аэлита, Ихошка и Лось летели в четырехкрылой, закрытой лодке к горам Лизиазира.

Авалхи юрӑ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Тӳпери хура пӑнчӑсем ҫывхарсах, пысӑклансах пыраҫҫӗ, ҫӗр-ҫӗр марсиан вӗсене хирӗҫ вӗҫет: ҫунатлӑ кимӗпе, йӗнерпе, парусин кайӑкпа, парашютлӑ карҫинккапа.

Чёрные точки в небе приближались, увеличивались, это были сотни марсиан, летевших навстречу в крылатых лодках и сёдлах, на парусиновых птицах, в корзинах с парашютами.

Соацера // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Эпӗ хуҫапа пӗрле кимӗпе Ярмарка урамӗсем тӑрӑх, иккӗмӗш хучӗсем таранах ҫурхи шыв илсе лартнӑ чул лавкасем хушшипе пыратӑп.

Я еду с хозяином на лодке по улицам Ярмарки, среди каменных лавок, залитых половодьем до высоты вторых этажей.

XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Акӑ салху пьянцӑн, кимӗпе ҫӳрекен Фермановӑн ҫӳҫлӗ пуҫӗ чӳрече витӗр усӑнчӗ; вӑл кӳпчесе хӗсӗнсех кайнӑ куҫӗсемпе хӗвӗше пӑхать те, хир сысни пек нӑрӑклатать.

Вот высунулась из окна волосатая башка лодочника Ферманова, угрюмого пьяницы; он смотрит на солнце крошечными щёлками заплывших глаз и хрюкает, точно кабан.

III. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех