Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кашни сăмах пирĕн базăра пур.
Кашни (тĕпĕ: кашни) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кашни сехетрех трала шывран туртса кӑлараҫҫӗ, кашни хутах пин килограма яхӑн пулӑ тухать.

Каждый час поднимается трал и приносит до тысячи килограммов рыбы.

Пулӑ промыслисем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Вӗсенчен кашниех кашни эрнери йӑлана хутшӑнать — ку вӑл эрнекун 100 тенкӗ тата тунтикун «хӳре» укҫа-тенкӗ куҫарӑвӗ - банк картти ҫинчи ҫаврака суммӑран юлашкисем куҫарасси.

Практически каждый из них участвует в еженедельных традициях — это денежные переводы по пятницам 100 рублей и понедельникам «хвостики» — остатки от круглой суммы на карте.

Эпир ҫирӗп те шанчӑклӑ тыл // Эллина СУФЬЯНОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... yl-3492584

Кашни ҫулах ачалӑха кашни ачапа ҫӗнӗрен те ҫӗнӗрен пурӑнса ирттернӗшӗн, пирӗн ачасемшӗн тӑрӑшнӑшӑн, вӗсен куҫӗсемпе тӗнчене курнӑшӑн, пулӑшу тата хавхалану кирлӗ чухне, ывӑнма пӗлмесӗр юнашар пулнӑшӑн тавтапуҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑшнӑшӑн тавтапуҫ // Оксана ЮСУПОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... pu-3455154

Тимергали Уразгулов каланӑ тӑрӑх, кашни посылка, кашни ҫыру Пушкӑрт боецӗсене шанчӑклӑ тыл пулӑшнине туйса илме параҫҫӗ.

По словам Тимергали Уразгулова, каждая посылка, каждое письмо дают бойцам из Башкирии почувствовать поддержку надежного тыла.

Пушкӑрт предпринимателӗсен Волонтер Штабӗн представителӗсем СВО зонине гуманитари пулӑшӑвӗ илсе ҫитереҫҫӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... re-3449463

Ҫынсем утса иртекен, унӑн, Завьяловӑн, куҫа курӑнми ура йӗрӗ юлнӑ кашни пусӑм ҫӗр, халӗ куҫран ҫухалнӑ ҫуртсен кашни чулӗ, пӗтнӗ магазинсен витринисем — пурте, пурте уншӑн ҫав тери паллӑ, хаклӑ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫакӑн ҫинчен кашни кунах, кашни утӑмрах астуса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кашни кивӗ урхалӑх-йӗвене, кашни савук тырра шута илет.

Куҫарса пулӑш

VIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ун кашни йӗрки, кашни сӑмахӗ ӗмӗрлӗхе юлать.

Куҫарса пулӑш

Тулӑх тапхӑр // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Ялта пурӑнакан кашни ҫынах хӑйне строитель теме пултарать, мӗншӗн тесен кашниех хӑй ӗмӗрӗнче пӗр-пӗр япала тунӑ, юсанӑ ҫӗре хутшӑннӑ. ҫавӑнпа та Строитель кунӗ пурин уявӗ те.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫуртсем ҫӗкленччӗр, ялсем илемленччӗр // Владимир Акчурин. http://kasalen.ru/2023/08/14/%d2%ab%d3%9 ... %bb%d0%b5/

…Вырӑнти чиркӳ настоятелӗ Максим Петров протоиерей палӑка светит туни, Раҫҫей ялавне ҫӗклесе Патшалӑх Гимнне юрлани, самантлӑх шӑп тӑни, хастарсене Тав хучӗсемпе чыслани, памятник умне чечексем хуни, патриотла сӑвӑ-юрӑ янратни — кашни сӑмах, кашни пулӑм пуҫтарӑннисене куҫҫульпе тултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей ҫарӗшӗн ҫуралчӗ мӑнаҫлӑх // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2023/08/04/%d1%80%d0%b ... bba%d1%85/

«Анчах саламаликшӑн хӑйне май сюжетпа композици меслечӗсем характерлӑ. Паттӑр юмахӗсенче аҫтаха (ҫӗлен) тӗп героя хирӗҫ активлӑ кӗрешет, ҫапӑҫу виҫӗ хутчен пулса иртет, юмахҫӑ тытӑҫӑвӑн кашни самантне тӗплӗн ӳкерет. Саламаликра вара ҫапӑҫу пӗр хутчен ҫеҫ пулса иртет, вӑл кӗске, кашни самантне сӑнлани ҫук. Тӗп герой ҫӗлене нимӗнле вӑй хумасӑр, ҫӑмӑллӑн ҫӗнтерет, тӑшман ӑна хирӗҫ тӑмасть те пек», — тесе ҫырать Н.И. Егоров.

Но, по мнению Н.И. Егорова, в саламалике как сюжет, так и композиционные решения весьма своеобразны. Ученый отмечает характерные особенности богатырских сказок: змей энергичен и решителен в своих действиях; поединок происходит трижды (в саламалике же один раз), каждый момент сражения передается подробно (в саламалике описание боя краткое, создается ощущение, что победа дается герою без особых усилий).

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Вӑл кашни кун, кашни сехетрех ӗнтӗ тата пирӗн куҫ умӗнчех ҫуралса вӑй илет, пирӗн героикӑлла эпохӑн — халӑх пурнӑҫне революцилле улӑштарса ҫӗнетекен эпохӑн сӑп-сӑпатне уҫҫӑн палӑртса, пурнӑҫа ҫирӗппӗн кӗрсе пырать.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

1939 ҫулта кашни пин ҫын пуҫне аслӑ шкултан вӗренсе тухнисем ултӑ ҫын, вӑтам тата ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкулсем пӗтернисем 77 ҫын пулнӑ пулсан, 1959 ҫул тӗлне кашни пин ҫын пуҫне 18 ҫын аслӑ шкултан вӗренсе тухнӑ тата 263 ҫын вӑтам шкулпа ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкулсенче пӗлӳ илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Унтан вара кашни кун, кашни кун…

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Кашни кӗтесӗн, кашни тавралӑхӑн хӑйӗн кӗвви пур иккен…

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ҫавӑнпах ӗнтӗ унпа ҫыхӑннӑ кашни пулӑм, кашни ҫын шӑпи паянхи ӑрусемшӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ шутланать.

Куҫарса пулӑш

«Атте ирӗк паманран качча та каймарӑм» // Э.КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/%C2%ABatte-irek-p ... C2%BB.html

Ҫав чи хӑватлӑран та хӑватлӑ юратӑва — пурнӑҫа юратнине — хӑвшӑн ҫеҫ тӑрӑшса мар, кашни чӗрчун, кашни йывӑҫ-курӑк пурнӑҫа хӑвнашкалах вӗҫӗмсӗр юратнине ӑнланса упрамалла…

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Бианкӑшӑн, ҫав чӗлхесӗр янаваршӑн, ҫаплах кулянатӑп пулсан, эппин, ытла та ҫирӗп вӑл ҫутҫанталӑкри пӗтӗм чӗрӗлӗхӗн асамлӑ ҫыхӑнӑвӗ, ытла та кирлӗ пӗр-пӗрне кашни чӗрӗ чун, кашни ӳсентӑран!..

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Ҫӗр улмипе ӗҫлес текенсене те витӗмлӗ пулӑшу лекӗ, субсиди виҫи кашни гектар пуҫне 2942 тенкӗ те 86 пуспа танлашӗ (ҫӗре элита вӑрлӑх варсан кашни гектартан 30 пин те 303 тенкӗ тавӑрса парӗҫ).

Куҫарса пулӑш

Паха вӑрлӑхпа усӑ курни пысӑк тухӑҫ илме тата тӑкаксен пысӑк пайне саплаштарма май парать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/12/%d0%bf%d0% ... %b0%d1%82/

Тухса калаҫакансенчен кашни ҫакнашкал астӑвӑм монуменчӗсен пысӑк пӗлтерӗшне палӑртнӑ, ҫитӗнекен кашни ӑрӑвӑн Ҫӗнтерӳ мӗнле йывӑрлӑхра туптаннине, паттӑр ентешсен ячӗсене яланах асра тытмаллине каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ // Канаш Ен. http://kanashen.ru/2023/05/12/%d0%b0%d1% ... 80%d0%bda/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех