Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кармил (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
5. Давидӑн икӗ арӑмне те — Изреель хӗрне Ахиноамӑна тата Авигейӑна, Навал арӑмӗ пулнӑскере, Кармил хӗрне — тыткӑна илнӗ.

5. Взяты были в плен и обе жены Давида: Ахиноама Изреелитянка и Авигея, бывшая жена Навала, Кармилитянка.

1 Пат 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Давидпа унӑн ҫыннисем кашнийӗ хӑйӗн кил-йышӗпе пӗрле Анхус патӗнче Гефра пурӑннӑ, Давидпа пӗрле унӑн икӗ арӑмӗ — Изреель хӗрӗ Ахиноама тата Авигея, Навал арӑмӗ пулнӑскер, Кармил хӗрӗ — пулнӑ.

3. И жил Давид у Анхуса в Гефе, сам и люди его, каждый с семейством своим, Давид и обе жены его - Ахиноама Изреелитянка и Авигея, бывшая жена Навала, Кармилитянка.

1 Пат 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Давид унта хӑйӗн ҫыннисене — вунӑ яш ачана — янӑ, яш ачасене вӑл ҫапла каланӑ: Навал патне Кармила хӑпарӑр та ӑна ман ятӑмран саламлӑр 6. тата ҫапла калӑр: «[сывӑ-и?] сана, санӑн килне, санӑн мӗн пуррине пурне те тӑнӑҫлӑх пултӑр; 7. эсӗ сурӑх ҫӑмӗ касни ҫинчен илтрӗм эпӗ. Акӑ санӑн кӗтӳҫӳсем пирӗн таврарах ҫӳрерӗҫ, эпир вӗсене кӳрентермерӗмӗр, вӗсем Кармил тӑвӗ ҫинче ҫӳренӗ вӑхӑтра вӗсен нихӑҫан та нимӗн те ҫухалмарӗ; 8. тарҫусенчен ыйт-ха, вӗсем те ҫапла калӗҫ; эппин, манӑн тарҫӑмсене кӑмӑл тусам: эпир ырӑ сунса килтӗмӗр; хӑвӑн чурусене тата Давид ывӑлна хӑвӑн аллу мӗн пама пултарнине парсамччӗ» тейӗр, тенӗ.

5. И послал Давид десять отроков, и сказал Давид отрокам: взойдите на Кармил и пойдите к Навалу, и приветствуйте его от моего имени, 6. и скажите так: «[здравствуй,] мир тебе, мир дому твоему, мир всему твоему; 7. ныне я услышал, что у тебя стригут овец. Вот, пастухи твои были с нами, и мы не обижали их, и ничего у них не пропало во все время их пребывания на Кармиле; 8. спроси слуг твоих, и они скажут тебе; итак да найдут отроки благоволение в глазах твоих, ибо в добрый день пришли мы; дай же рабам твоим и сыну твоему Давиду, что найдет рука твоя».

1 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Самуила ҫакна пӗлтернӗ: Саул Кармил хулинче пулнӑ, вӑл унта хӑйӗн палӑкне лартнӑ, [анчах унтан ҫар урапине каялла янӑ та] хӑй Галгала аннӑ, тенӗ.

И известили Самуила, что Саул ходил на Кармил и там поставил себе памятник, [но оттуда возвратил колесницу] и сошел в Галгал.

1 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

24. Пиллӗкӗмӗш шӑпи Асир ывӑлӗсен йӑхӗн ӑрӑвӗсене тухнӑ; 25. вӗсене ҫак хуласем тивнӗ: Хелкаф, Хали, Ветен тата Ахсаф, 26. Аламелех, Амад тата Мишал; вӗсен ҫӗрӗн чикки анӑҫ енче Кармил патне, Шихор-Ливнаф патне ҫитет; 27. тепӗр еннелле — хӗвел тухӑҫӗ еннелле — Беф-Дагон патне ҫитет, ҫурҫӗр енчен Завулон ҫӗрӗпе Ифтах-Ел айлӑмӗ ҫумнех пырать, [Асафа чиккине ҫитет,] Беф-Емек патӗнчен, Неиел патӗнчен иртсе Кавул патне сулахай енчен пырса тухать.

24. Пятый жребий вышел колену сынов Асировых, по племенам их; 25. пределом их были: Хелкаф, Хали, Ветен и Ахсаф, 26. Аламелех, Амад и Мишал; и примыкает предел к Кармилу с западной стороны и к Шихор-Ливнафу; 27. потом идет назад к востоку солнца в Беф-Дагон, и примыкает к Завулону и к долине Ифтах-Ел с севера, [и входит в пределы Асафы] в Беф-Емек и Неиел, и идет у Кавула, с левой стороны.

Нав 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

55. Маон, Кармил, Зиф тата Юта, 56. Изреель, Иокдам тата Заноах, 57. Каин, Гива тата Фимна: вунӑ хулапа вӗсен ялӗсем.

55. Маон, Кармил, Зиф и Юта, 56. Изреель, Иокдам и Заноах, 57. Каин, Гива и Фимна: десять городов с их селами.

Нав 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7-8. Иордан шывӗн ку енче анӑҫалла выртакан, Ливан айлӑмӗнчи Ваал-Гад патӗнчен пуҫласа Сеир патнелле тӑсӑлакан Халак тӑвӗ патне ҫитиччен сарӑлса выртакан [аморрейсен] ҫӗрӗн патшисене Иисуспа Израиль ывӑлӗсем вӗлерсе пӗтернӗ те вӗсен пӗтӗм ҫӗрне — сӑртлӑхӗсене, айлӑмӗсене, тӳремлӗхне, ту тайлӑмӗсене, пушхире, кӑнтӑрти ҫӗре, хетсен, аморрейсен, ханаансен, ферезейсен, евейсен, иевусейсен ҫӗрӗсене — Израиль ывӑлӗсене еткерлӗхе валеҫсе панӑ; ҫав ҫӗрсене тытса тӑнӑ аморрейсен патшисем ҫаксем пулнӑ: 9. пӗр Иерихон патши, Вефиль ҫывӑхӗнчи пӗр Гай патши, 10. пӗр Иерусалим патши, пӗр Хеврон патши, 11. пӗр Иармуф патши, пӗр Лахис патши, 12. пӗр Еглон патши, пӗр Газер патши, 13. пӗр Давир патши, пӗр Гадер патши, 14. пӗр Хорма патши, пӗр Арад патши, 15. пӗр Ливна патши, пӗр Одоллам патши, 16. пӗр Макед патши, пӗр Вефиль патши, 17. пӗр Таппуах патши, пӗр Хефер патши, 18. пӗр Афек патши, пӗр Шарон патши, 19. пӗр Мадон патши, пӗр Асор патши, 20. пӗр Шимрон-Мерон патши, пӗр Ахсаф патши, 21. пӗр Фаанах патши, пӗр Мегиддон патши, 22. пӗр Кедес патши, Кармил ҫывӑхӗнчи пӗр Иокнеам патши, 23. Нафаф-Дор патӗнчи пӗр Дор патши, Галгалри пӗр Гоим патши, 24. пӗр Фирца патши.

7-8. И вот цари [Аморрейской] земли, которых поразил Иисус и сыны Израилевы по эту сторону Иордана к западу, от Ваал-Гада на долине Ливанской до Халака, горы, простирающейся к Сеиру, которую отдал Иисус коленам Израилевым в наследие, по разделению их, на горе, на низменных местах, на равнине, на местах, лежащих при горах, и в пустыне и на юге, Хеттеев, Аморреев, Хананеев, Ферезеев, Евеев и Иевусеев: 9. один царь Иерихона, один царь Гая, что близ Вефиля, 10. один царь Иерусалима, один царь Хеврона, 11. один царь Иармуфа, один царь Лахиса, 12. один царь Еглона, один царь Газера, 13. один царь Давира, один царь Гадера, 14. один царь Хормы, один царь Арада, 15. один царь Ливны, один царь Одоллама, 16. один царь Македа, один царь Вефиля, 17. один царь Таппуаха, один царь Хефера, 18. один царь Афека, один царь Шарона, 19. один царь Мадона, один царь Асора, 20. один царь Шимрон-Мерона, один царь Ахсафа, 21. один царь Фаанаха, один царь Мегиддона, 22. один царь Кедеса, один царь Иокнеама при Кармиле, 23. один царь Дора при Нафаф-Доре, один царь Гоима в Галгале, 24. один царь Фирцы.

Нав 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех