Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Казбич (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Илтнӗччӗ эпӗ ҫапла, шапсугсен сылтӑм флангӗнче темӗнле Казбич, хӑюллӑскер, пур тетӗҫ, вӑл, имӗш, хамӑрӑннисем персе тӑнӑ вӑхӑтра та хӑйӗн хӗрлӗ бешмечӗпе ҫав таврашрах утса ҫӳренӗ пулать, пульӑ ҫывӑхран шӑхӑрса иртсен, вӑл питӗ те хисеплӗн пуҫне таять, тет; анчах пӗлме ҫук, вӑлах-ши вара!..

Слышал я, что на правом фланге у шапсугов есть какой-то Казбич, удалец, который в красном бешмете разъезжает шажком под нашими выстрелами и превежливо раскланивается, когда пуля прожужжит близко; да вряд ли это тот самый!..

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ҫитменнине тата Казбич Бэлӑна тахҫантанпах юратса пурӑннӑ-ҫке.

Да притом она ему давно-таки нравилась.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Казбич мӗншӗн вара ӑна вӑрласа каясшӑн пулнӑ-ха?

— Да зачем Казбич ее хотел увезти?

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Казбич йӑпшӑнса пынӑ та ун патне, кап! ярса тытнӑ, ҫавӑнтах унӑн ҫӑварне хупласа, йывӑҫ тӗми хушшине сӗтӗрсе кӗнӗ, унтан лаши ҫине утланнӑ та вӗҫтере панӑ!

Вот Казбич подкрался, — цап-царап ее, зажал рот и потащил в кусты, а там вскочил на коня, да и тягу!

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Ӑнлантарса парӑр-ха мана, Казбич ӑна мӗнле майпа вӑрласа кайнӑ?

— Да объясните мне, каким образом ее похитил Казбич?

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Тӗтӗм сирӗлсен пӑхатпӑр та, ҫерте аманнӑ лаша выртать, ун патӗнчех Бэла; Казбич хӑй пӑшалне пӑрахрӗ те йывӑҫ тӗмисем хушшипе, кушак пек йӑпшӑнса, чул ту ҫинелле улӑхать; манӑн персе антарас килчӗ ӑна — пӑшала авӑрламанччӗ!

Когда дым рассеялся, на земле лежала раненая лошадь и возле нее Бэла; а Казбич, бросив ружье, по кустарникам, точно кошка, карабкался на утес; хотелось мне его снять оттуда — да не было заряда готового!

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Казбич пире хӑйсен чӗлхипе темӗскер кӑшкӑрчӗ те кинжалне ҫӗклерӗ…

Он что-то нам закричал по-своему и занес над нею кинжал…

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Казбич ӳкрӗ те анчӗ, тинех куртӑмӑр акӑ: хӑй аллинче вӑл пӗркенчӗкпе чӗркенӗ хӗр-арӑма тытнӑ…

Казбич соскочил, и тогда мы увидели, что он держал на руках своих женщину, окутанную чадрою…

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Печорина хуса ҫитрӗм те: «Казбич ку!..» — тесе кӑшкӑртӑм.

Я тогда поравнялся с Печориным и кричу ему: «Это Казбич!

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ҫав вӑхӑтра вӑл хӑйӗн калавне малалла тӑсрӗ: Казбич урӑх килкелесе ҫӳремерӗ.

Между тем он продолжал свой рассказ таким образом: — Казбич не являлся снова.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Пӗлтӗр ӑна Бэла питӗ килӗшнӗччӗ, ҫавна пӗлетӗп эпӗ, ун ҫинчен мана Казбич хӑех каласа панӑччӗ, — хулӑм укҫи ҫитерейсен, вӑл ӑна ҫураҫнӑ та пулӗччӗ, тен…»

Я знаю, что год тому назад она ему больно нравилась — он мне сам говорил, — и если б надеялся собрать порядочный калым, то, верно, бы посватался…

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

«Итлӗр-ха, — терӗм эпӗ ӑна: — шыв леш енче халь кӑна кунта Казбич ҫӳретчӗ, эпир ӑна пӑшалпа петӗмӗр, ун тӗлнех пулатӑрччӗ вӗт эсир?

— Помилуйте, — говорил я, — ведь вот сейчас тут был за речкою Казбич, и мы по нем стреляли; ну, долго ли вам на него наткнуться?

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Казбич лашине урисемпе хӗстерчӗ те аяккинелле систерчӗ.

Казбич толкнул лошадь, и она дала скачок в сторону.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Казбич, чӑнах та, чарӑнса тӑчӗ те итлеме тытӑнчӗ: вӑл хӑшӗ калаҫасшӑн пуль-ха тесе шутларӗ пулас.

Казбич остановился в самом деле и стал вслушиваться: верно, думал, что с ним заводят переговоры, —

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Пирӗнтен кулма килнӗ-и вӑл кунта? — тинкеререх пӑхатӑп, Казбич пекех туйӑнать: пичӗ тӗксӗм унӑн, яланхи пекех, ҫӗтӗк-ҫатӑк та таса марскер.

смеяться, что ли, приехал над нами? — Всматриваюсь, точно Казбич: его смуглая рожа, оборванный, грязный как всегда.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Вӑл ҫаврӑнса пӑхрӗ те, — Казбич ку! — тесе кӑшкӑрса ячӗ.

Она взглянула и вскрикнула: — Это Казбич!..

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Хайхи вара, пӗррехинче, Казбич аулран пӗр-виҫӗ ҫухрӑм катара, ҫул хӗрринче, старике сыхласа тӑма; старик хӗрне шыранӑ ҫӗртен таврӑннӑ; хӑйпе пӗрле кайнӑ узднӑйсем кая тӑрса юлнӑ — ку ӗҫ каҫ кӳлӗм пулса иртнӗ, — шухӑша кайнӑ май старик лашине уттарса кӑна пынӑ, сасартӑк йывӑҫ тӗми хыҫӗнчен Казбич кушак пек сиксе тухнӑ та лаши ҫине хыҫалтан сиксе утланнӑ, старикне кинжалпа чиксе ҫӗре ӳкернӗ, вара чӗлпӗрне тытнӑ та — шӑвӑннӑ, хӑш-пӗр узденӗсем ҫакна сӑртран курса юлнӑ; хӑваласа та пӑхнӑ ӑна, анчах хуса ҫитеймен.

Вот он раз и дождался у дороги версты три за аулом; старик возвращался из напрасных поисков за дочерью; уздени его отстали, — это было в сумерки, — он ехал задумчиво шагом, как вдруг Казбич, будто кошка, нырнул из-за куста, прыг сзади его на лошадь, ударом кинжала свалил его наземь, схватил поводья — и был таков; некоторые уздени все это видели с пригорка; они бросились догонять, только не догнали.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Сире ҫакна калас пулать, Казбич шухӑшланӑ тӑрӑх, унӑн лашине Азамат хӑй ашшӗпе пӗр каварлӑ пулса вӑрланӑ, имӗш.

— Надо вам сказать, что Казбич вообразил, будто Азамат с согласия отца украл у него лошадь,

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Ӑна курман ҫав Казбич; вӑл пӗр ултӑ кунлӑха таҫта тухса кайнӑ пулнӑ, вӑл килӗнче пулнӑ пулсан, епле вара Азамат хӑй аппӑшне вӑрлама пултартӑр-ха?

— Да в том-то и штука, что его Казбич не нашел: он куда-то уезжал дней на шесть, а то удалось ли бы Азамату увезти сестру?

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Часах ун тавра крепоҫри халӑх пухӑнчӗ; вӑл никама та курмасть, лешсем калаҫкаларӗҫ-калаҫкаларӗҫ те сапаланчӗҫ, эпӗ такашӑн памалли укҫана ун ҫумне хума хушрӑм; Казбич ӑна тӗкӗнсе те пӑхмарӗ, ӳпне ӳкнипех вӑл вилнӗ пек выртрӗ.

Вот кругом него собрался народ из крепости — он никого не замечал; постояли, потолковали и пошли назад; я велел возле его положить деньги за баранов — он их не тронул, лежал себе ничком, как мертвый.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех