Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Йытӑсенчен (тĕпĕ: йытӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ачасем картишӗнче калле-малле уткаласа ҫӳреҫҫӗ, вӗсене ҫерҫисенчен, кӑсӑясенчен кушаксенчен, йытӑсенчен пельмен сыхлама хушнӑ.

Ребята шныряют по двору, им поручено защищать пельмени от воробьев, веселых зинзиверов, от кошек и собак.

Скатерть-самобранка // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Пӑлан пӑрушӗ пӑлан вӑкӑрӗнчен ыйтса каланӑ: «Атте, эсӗ йытӑсенчен пысӑкрах та, ҫӑмӑлтарах та, санӑн вӗсене хирӗҫ тӑма мӑйракусем те пур, мӗншӗн эсӗ вӗсенчен хӑратӑн?» — тенӗ.

Ланчук сказал раз оленю: «Батюшка, ты и больше и резвее собак, да еще и рога у тебя огромные на защиту; отчего же ты так боишься собак?»

Пӑлан вӑкӑрӗпе пӑлан пӑрушӗ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Эпӗ сиртен, йытӑсенчен, нихӑҫан та хӑраман, малашне те хӑрассӑм ҫук, — тенӗ.

Не боялся, да и не буду бояться вас, собак!

2 // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Пит мӑнтӑрланса ҫитнипе ҫав вӑхӑтра хир сысни йытӑсенчен нумай тарса ҫӳреймест.

В то время кабан так бывает жирен, что не долго может бегать под собаками.

Булькӑпа хир сысни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Кӗтерине, йытӑсенчен хӑраса, кӑшкӑрса янӑ та аяккалла тарнӑ.

Катя испугалась собак, закричала и побежала прочь от них.

Кушак ҫури // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Пӗр туйӑм — шик — ун чӗринче: автобусран, Эркаирен, пуҫлӑхсенчен, арӑмӗнчен, сунас пек чир-чӗр ересрен, кивҫен укҫа ыйтаканран, милицирен те ҫӑваран, хӗл пуласран, йытӑсенчен, суя сӑмах-мӗн илтесрен, халӑх судне хӑй лекесрен, — темрен-темрен те вӑл хӑрать.

Весь день сердечко ужас кроит, предлогов для трепета — кипа. Боится автобусов и Эркаи, начальства, жены и гриппа. Месткома, домкома, просящих взаймы, кладбища, милиции, леса, собак, погоды, сплетен, зимы и показательных процессов.

Хӑравҫӑ // Николай Евстафьев. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 153–156 с.

Тӗреклӗ кӗлеткеллӗ, вӑйлӑ, ҫав тери йӑрӑскер, вӑл ягуарпа пантера ҫине ним иккӗленмесӗр тапӑнакан, упапа пӗччен тытӑҫма хӑраман йытӑсенчен пӗри пулас.

Мускулистый, сильный, необычайно подвижный, он был из тех собак, которые не колеблясь нападают на ягуара и пантеру и не боятся в одиночку схватиться с медведем.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Кайран, йытӑсенчен хӑраса ӳкнӗскерсем, мӗнле пынӑ ҫапла шӑппӑн тарса ҫухалчӗҫ.

Спугнутые собаками, завыркинцы так же трусливо, незаметно скрылись, как и пришли.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Вӑл, хӑйне хӑй вилем кӳрес тенӗ пекех, йытӑсенчен иртсе кайрӗ.

Он опередил ее, будто сам обрекая себя на гибель.

XV // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Йытӑсем кушак ҫурине ярса илесшӗн пулнӑ, анчах Ваҫҫа кушак ҫурине хӑйпе хупӑрласа ӑна йытӑсенчен хӑтарнӑ.

Собаки хотели схватить котёнка, но Вася упал животом на котёнка и закрыл его от собак.

Кушак ҫури // Евстафий Владимиров. Лев Толстой. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 10–12 стр.

Катя йытӑсенчен хӑранипе кӑшкӑрса аяккалла тарнӑ.

Катя испугалась собак, закричала и побежала прочь от них.

Кушак ҫури // Евстафий Владимиров. Лев Толстой. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 10–12 стр.

Йытӑсенчен нумайӑшӗ ӑссӑр та кӳренме пӗлменскерсем, анчах Эмексизӑн ылханлӑ йытти калама ҫук ас туса тӑрать, ҫавна эпир Огнянов мӑнастирте чухне ӑна епле тапӑннинченех пӗлетпӗр-ха.

Гончие в большинстве не умны и безобидны, но эта проклятая собака оказалась необычайно злопамятной, в чем мы уже убедились, когда она кинулась на Огнянова неподалеку от монастыря.

XXVII. Ҫӳрен ҫын // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫав вӑхӑтран эпӗ ҫапла шутлама пуҫларӑм: мана татах мӗнле те пулин йытӑ ҫӑмне касма тивес пулсан, ама анчӑксене тивес мар, вӗсен ҫиелти тумне хывса илсе, хӗрарӑм пек намӑслантарас мар, аҫа йытӑсенчен хӑшне те пулин суйласа илес; вӗсен ушкӑнӗ ытлах вӑтанмасть, хуть бритвӑпа хыр — вӑл хӑнк та тумасть.

С той поры я и порешил: ежли придется мне ишо раз стричь какую-нибудь псину, то сучонок не трогать, не лишать их верхней одежи и в женский стыд не вводить, а выбирать кого-нибудь из кобелей: ихняя шатия не дюже стыдливая, любого хучь бритвой оскобли — он и ухом не поведет.

XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Йытӑсенчен шикленнисӗр пуҫне вӑл ҫӳллӗшӗнчен те хӑрать.

Кроме собак она к тому же боялась высоты,

Иккӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Йытӑсенчен хӑратӑн-им? — ыйтрӗ Федор.

— Ты что собак боишься? — спросил Федор.

Иккӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Ҫавӑнтанпа хӗр ача ҫӗр ҫинче нимрен ытла йытӑсенчен хӑрать.

С тех пор, большего страха, чем собаки, девочка не знала.

Иккӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Женя — йытӑсенчен вилесле хӑракан хӗр ача.

Женя всегда очень боялась собак. Просто до смерти.

Иккӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Йытӑсенчен питӗ хӑранӑ вӑл.

Очень сильно боялся собак.

Чун ыратӑвӗ // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

20. Эй Ҫӳлхуҫамӑм, пӑрахса ан кайсам мана; эй тӗрекӗм! мана пулӑшма васкасам; 21. чунӑма хӗҫрен хӑтарсам, пӗртен-пӗррескерӗме йытӑсенчен ҫӑлсам; 22. арӑслан ҫӑварӗнчен, хир вӑкӑрӗсен мӑйракинчен ҫӑлсам мана, илтсессӗн — хӑтарсам мана.

20. Но Ты, Господи, не удаляйся от меня; сила моя! поспеши на помощь мне; 21. избавь от меча душу мою и от псов одинокую мою; 22. спаси меня от пасти льва и от рогов единорогов, услышав, избавь меня.

Пс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех