Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Июнь сăмах пирĕн базăра пур.
Июнь (тĕпĕ: июнь) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Май уйӑхӗн вӗҫӗнче тата июнь пуҫламӑшӗнче вандеецсем республиканецсене хирӗҫ ҫапӑҫса пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ, анчах 1793 ҫулта июнӗн 24-мӗшӗнче, Нант хули ҫине тапӑннӑ чухне, республиканецсем вӗсене аркатса тӑкнӑ.

В конце мая и в начале июня вандейцы одержали большие победы над республиканскими силами, но при нападении на город Нант (24 июня 1793 года) подверглись разгрому.

II // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с. — 3–19 с.

Ҫак вырӑнти июнь уйӑхӗнчи шӑрӑхпа кӑвак тӳпеллӗ кунсем мӗне пӗлтернине Кондратьев лайӑх пӗлнӗ: шӑпах июнь уйӑхӗнче ҫутҫанталӑк хӑех ҫынсене васкатать, пысӑк ӗҫ — тырӑ вырас вӑхӑт килсе ҫитессе кӗттерет.

Кто-кто, а Кондратьев хорошо знал, что такое в этих местах июнь с его зноем и синим небом: именно в июне сама природа заставляет людей торопиться и жить напряженным ожиданием большого события — сбора урожая.

XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Хӗрӗх пӗрремӗш ҫулхи июнь кунӗсем ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Аллӑ пилӗк ҫулхи ҫынна фронта мӗнле янӑ-ши — ҫакна никам та пӗлмест, анчах июнь вӗҫӗнчех унтан пӗрремӗш ҫыру килнӗ: Балти тинӗс флочӗ, Кронштадт…

Куҫарса пулӑш

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

— Эпӗ Кӗтне тӑрӑхӗнчи илемлӗ вырӑнсене кайса курасшӑн, — терӗ мана иртнӗ ҫулхи июнь пуҫламӑшӗнче Ярков Геннадий художник.

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Хальхи вӑрҫа та вӑл июнь кунӗсенчех тухса кайнӑ, тата темиҫе кунтанах унӑн тӑван ялне нимӗҫсем пырса кӗнӗ…

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Кӑмӑл тӑвакансен ҫитес ҫулхи июнь уйӑхӗнче округӑн вӗрентӳ пайне килсе договор тумалла пулать.

Куҫарса пулӑш

Ыйтусем ҫине хуравсем тулли пулчӗҫ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/11/28/%d1%8b%d0%b ... %97%d2%ab/

СВОна хутшӑнма поварсен ушкӑнне кӑҫалхи июнь уйӑхӗнче хатӗрленӗ.

Группа поваров для участия в СВО была подготовлена в июне этого года.

Пушкӑртстанра пурӑнакан хӗрарӑм ывӑлӗ вилнӗ хыҫҫӑн СВО зонине служит тума кайнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... yn-3464596

Июнь уйӑхӗ ҫитнӗ, кунта шартлама сивӗсем пула пуҫланӑ, ҫил-тӑмансем тапранса кайнӑ.

Подошел июнь, а здесь ударили морозы, начались снежные метели.

Ҫӗр тавра малтан ҫӳресе ҫаврӑнни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

2023 ҫулхи июнь уйӑхӗнче Уфара «Защитники Отечества» фонд филиалне вилнӗ боецӑн тӑлӑх юлнӑ арӑмӗ, виҫӗ ача амӑшӗ пынӑ.

В июне 2023 года в филиал фонда «Защитники Отечества» в Уфе обратилась вдова погибшего бойца СВО, мать троих детей.

Пушкӑртстанра "Защитники Отечества" фонд филиалӗ вилнӗ ҫар ҫыннин ҫемйине пулӑшать // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... at-3452992

Артиллери ҫарӗнче Тӑван ҫӗршыва хӳтӗленӗ пулсан та темшӗн иртнӗ ҫулхи июнь уйӑхӗнче механик-водитель пулса танк ҫине куҫма кӑмӑл тунӑ.

Куҫарса пулӑш

«Манӑн ҫапӑҫу хирӗнче пулмалла» // Юрий СНЕГОПАД. https://ursassi.ru/articles/-%D1%81%D1%8 ... la-3444550

Хӗл мучи пек чӗпӗтме те, июнь хӗвелӗ пек пӗҫертме те пултарать».

Куҫарса пулӑш

Чапаев ҫинченех… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 65–67 с.

Ҫавӑн чух июнь уйӑхӗн ытарайми кунӗсене Саранск хулинче тӑтӑшах пӗрле ирттертӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

«Эс те аллӑ, эп те аллӑ…» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Июнь уйӑхӗнче ҫавӑнта писательсен РСФСР правленийӗн секретариачӗ пулса иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Эс те аллӑ, эп те аллӑ…» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Ҫакна та палӑртса хӑвармалла: 1987 ҫулхи июнь уйӑхӗн 1-30-мӗшӗсенче ЧНТИ экспедици членӗсем Федоровка районӗнчи Урал ялӗнче чӑвашсен чӗлхине, йӑли-йӗркисене тӗпченӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртстан Республикин Федоровка районне кӗрекен Ашкатар ялӗнчи туй йӑли-йӗрки // Лариса Коротаева. https://phsreda.com/e-articles/79/Action ... -43529.pdf

Июнь 1, 2001 (Ксюша ҫырать)

1 июня 2001 (пишет Ксюша)

Мама, Ксюша тата Настя дневникӗнчен // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/642

Июнь пуҫламӑшӗ — шӑлан чечеке ларнӑ илемлӗ вӑхӑт.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Ку истори июнь уйӑхӗнче, пӗр питӗ уяр, хӗвел пӗҫертсе пӑхнӑ кун пулса иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Автовокзалти «сунарҫӑ» // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Июнь уйӑхӗн 13-мӗш кунӗнче Ваня Алексеев чӗри тапма чарӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Ун хыҫӗнче: «Ҫапӑҫури Ҫар, июнь, 1941» тесе паллӑ хуни пур.

Куҫарса пулӑш

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех