Шырав
Шырав ĕçĕ:
4. Эпӗ вара Турӑ пичечӗпе паллӑ тунисен шучӗ мӗн чухлӗ пулнине илтрӗм — Израиль ывӑлӗсен пур йӑхӗнчен те палӑртнисем ҫӗр хӗрӗх тӑватӑ пинччӗ: 5. Иуда йӑхӗнчен ҫавӑн пеккисем вуникӗ пин, Рувим йӑхӗнчен — вуникӗ пин, Гад йӑхӗнчен — вуникӗ пин, 6. Асир йӑхӗнчен — вуникӗ пин, Неффалим йӑхӗнчен — вуникӗ пин, Манассия йӑхӗнчен — вуникӗ пин, 7. Симеон йӑхӗнчен — вуникӗ пин, Левий йӑхӗнчен — вуникӗ пин, Иссахар йӑхӗнчен — вуникӗ пин, 8. Завулон йӑхӗнчен — вуникӗ пин, Иосиф йӑхӗнчен — вуникӗ пин, Вениамин йӑхӗнчен те вуникӗ пин ҫынна пичет пуснӑ.
Ӳлӗм 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Тухӑҫ енче (унӑн тӑршшӗ тӑватӑ пин те пилӗкҫӗр чике) виҫӗ хапха: пӗри — Иосиф хапхи, пӗри — Вениамин хапхи, пӗри — Дан хапхи; 33. кӑнтӑр енче (унӑн тӑршшӗ тӑватӑ пин те пилӗкҫӗр чике) виҫӗ хапха: пӗри — Симеон хапхи, пӗри — Иссахар хапхи, пӗри — Завулон хапхи.
Иез 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Иссахар чиккипе юнашар, тухӑҫ енчен анӑҫа ҫитиччен, — Завулона пӗр пай.26. Подле границы Иссахара, от восточного края до западного - один удел Завулону.
Иез 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Овед-Эдом ывӑлӗсем: малтанхи — Шемаия, иккӗмӗшӗ — Иегозавад, виҫҫӗмӗшӗ — Иоах, тӑваттӑмӗшӗ — Сахар, пиллӗкӗмӗшӗ — Нафанаил, 5. улттӑмӗшӗ — Аммиил, ҫиччӗмӗшӗ — Иссахар, саккӑрмӗшӗ — Пеульфай, ӗнтӗ Турӑ Овед-Эдома пиллӗх панӑ.
1 Ҫулс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Давид патӗнче вӗсем виҫӗ кун пулнӑ, ӗҫнӗ-ҫинӗ, мӗншӗн тесессӗн тӑванӗсем вӗсем валли пӗтӗмпех хатӗрлесе хунӑ пулнӑ; 40. ҫавӑнта ҫывӑхра пурӑнакансем те — Иссахар, Завулон, Неффалим йӑхӗсем таранах — ашаксемпе те, тӗвесемпе те, ашакла лашасемпе те, вӑкӑрсемпе те темӗн чухлӗ ӗҫме-ҫиме: ҫӑнӑх, смоква, иҫӗм ҫырли, эрех, йывӑҫ ҫӑвӗ илсе килнӗ, шултӑра выльӑхӗпе вак выльӑхне те питӗ нумай илсе пынӑ, мӗншӗн тесессӗн Израильшӗн пысӑк савӑнӑҫ ҫитнӗ.
1 Ҫулс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫӳлхуҫа хушнипе Саул патшалӑхне Давида парас тесе Хеврона пынӑ ҫарпуҫсем ҫаксем: 24. Иуда ывӑлӗсем — хулканпа та сӑнӑпа авӑрланнӑскерсем, вӑрҫа кӗме хатӗр тӑракансем — ултӑ пин те сакӑрҫӗр ҫын пулнӑ; 25. Симеон ывӑлӗсем — хӑюллӑ ҫынсем, вӑрҫа кӗме хатӗр тӑракансем — ҫичӗ пин те ҫӗр ҫын пулнӑ; 26. Левий ывӑлӗсем — тӑватӑ пин те ултҫӗр ҫын; 27. Аарон ӑрӑвӗнчи Иоддай ҫулпуҫ тата унпа пӗрле виҫӗ пин те ҫичҫӗр ҫын; 28. хӑюллӑ яш ача Садок тата унӑн йӑхӗнчи ҫирӗм икӗ пуҫлӑх; 29. Вениамин ывӑлӗсем, Саул тӑванӗсем — виҫӗ пин ҫын, анчах вӗсенчен чылайӑшӗ Саул килӗ майлӑ пулнӑ-ха; 30. Ефрем ывӑлӗсем — ҫирӗм пин те сакӑрҫӗр ҫын, хӑюллӑскерсем, хӑйсен йӑхӗнче паллӑ ҫынсем; 31. Манассиян ҫур йӑхӗнчен — вунсакӑр пин ҫын, вӗсене Давида патшана лартма ятран чӗнсе илнӗ пулнӑ; 32. Иссахар ывӑлӗсенчен лару-тӑрӑва ӑнланакан ҫынсем, Израилӗн хӑҫан мӗн тумаллине пӗлекенскерсем, икҫӗр аслӑ ҫын килнӗ, вӗсене итлесе тӑракан мӗнпур тӑванӗ те вӗсемпе пӗрле пулнӑ; 33. Завулон йӑхӗнчен аллӑ пин ҫын килнӗ, вӗсем вӑрҫа кӗме хатӗр, ҫар кӑралӗпе авӑрланнӑ, пӗр шухӑшлӑ ҫынсем пулнӑ; 34. Неффалим йӑхӗнчен — пин пуҫлӑх, вӗсемпе пӗрле — хулканпа та сӑнӑпа авӑрланнӑ вӑтӑр ҫичӗ пин ҫын; 35. Дан йӑхӗнчен — вӑрҫа кӗме хатӗр ҫирӗм сакӑр пин те ултҫӗр ҫын; 36. Асир йӑхӗнчен — ҫапӑҫӑва кӗме хатӗр хӗрӗх пин ҫар ҫынни; 37. Иордан леш енчи Рувимпа Гад йӑхӗсенчен тата Манассиян ҫур йӑхӗнчен тӗрлӗ кӑралпа авӑрланнӑ ҫӗр ҫирӗм пин ҫын килнӗ.
1 Ҫулс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иссахар ывӑлӗсем: Фола, Фуа, Иашув тата Шимрон — тӑваттӑн.
1 Ҫулс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
72. Иссахар йӑхӗнчен — Кедеспа ун таврашӗнчи уй-хире, Даврафпа ун таврашӗнчи уй-хире, 73. Рамофпа ун таврашӗнчи уй-хире, Анемпа ун таврашӗнчи уй-хире панӑ; 74. Асир йӑхӗнчен — Машалпа ун таврашӗнчи уй-хире, Авдонпа ун таврашӗнчи уй-хире, 75. Хукокпа ун таврашӗнчи уй-хире, Реховпа ун таврашӗнчи уй-хире; 76. Неффалим йӑхӗнчен — Галилейӑри Кедеспа ун таврашӗнчи уй-хире, Хаммонпа ун таврашӗнчи уй-хире, Кириафаимпа ун таврашӗнчи уй-хире панӑ.
1 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
62. Гирсон ывӑлӗсене, вӗсен ӑрӑвӗсене Иссахар йӑхӗнчен, Асир йӑхӗнчен, Неффалим йӑхӗнчен тата Васанри Манассия йӑхӗнчен вунвиҫӗ хула панӑ.
1 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Акӑ Израиль ывӑлӗсем: Рувим, Симеон, Левий, Иуда, Иссахар, Завулон, 2. Дан, Иосиф, Вениамин, Неффалим, Гад тата Асир.
1 Ҫулс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ӑна хирӗҫ Иссахар йӑхӗнчен тухнӑ Ахия ывӑлӗ Вааса кавар тунӑ, вара Филисти ҫӗрӗнчи Гавафон хули патӗнче, Наватпа пӗтӗм Израиль халӑхӗ Гавафона хупӑрласа тӑнӑ чухне, Вааса Навата вӗлернӗ.
3 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Акӑ вӗсен ячӗсем: Бен-Хур — Ефрем тӑвӗ ҫинче; 9. Бен-Декер — Макацра тата Шаалбимра, Вефсамисра тата Елонра, Беф-Хананра; 10. Бен-Хесед — Арюбофра; Соко тата пӗтӗм Хефер ҫӗрӗ те ун аллинче пулнӑ; 11. Бен-Авинадав — пӗтӗм Нафаф-Дора тытса тӑнӑ; Соломон хӗрӗ Тафафь унӑн арӑмӗ пулнӑ; 12. Ахилуд ывӑлӗ Ваана — Фаанахпа Мегиддора тата Изреельтен анатарахри Цартан ҫывӑхӗнчи пӗтӗм Беф-Санра, тата Беф-Санпа Абел-Мехол хутлӑхӗнче, тата Иокмеам леш енчи ҫӗрсенче те; 13. Бен-Гевер — Галаад ҫӗрӗнчи Рамофра; ун аллинче Манассия ывӑлӗн Иаирӑн Галаадри ялӗсем пулнӑ; ҫавӑн пекех Васанри Аргов тӑрӑхӗ тата хӳме хӳнӗ, пӑхӑр хӑлӑплӑ хапхасем лартнӑ утмӑл пысӑк хула та унӑнах пулнӑ; 14. Гиддо ывӑлӗ Ахинадав — Маханаимра; 15. Ахимаас — Неффалим ҫӗрӗнче; вӑл Соломон хӗрне Васемафана качча илнӗ; 16. Хушай ывӑлӗ Ваана — Асир ҫӗрӗнче тата Баалофра; 17. Паруах ывӑлӗ Иосафат — Иссахар ҫӗрӗнче; 18. Ела ывӑлӗ Шимей — Вениамин ҫӗрӗнче; 19. Урий ывӑлӗ Гевер — Галаад ҫӗрӗнче, Амморей патшийӗн Сигон ҫӗрӗнче, Васан патшийӗн Ог ҫӗрӗнче.
3 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл Иссахар йӑхӗнчен тухнӑ, ун ашшӗ Фуа пулнӑ, Фуа ашшӗ Додов пулнӑ.
Тӳре 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Иссахар ҫулпуҫӗсем те — Деворӑпа пӗрле, Иссахар та, Варак пекех, айлӑмалла ҫуран ыткӑнчӗ.15. И князья Иссахаровы с Деворою, и Иссахар так же, как Варак, бросился в долину пеший.
Тӳре 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Гирсон ывӑлӗсене вара, левитсене, ҫак хуласене панӑ: Манассиян ҫур йӑхӗнчен: ҫынвӗлерен тарса хӑтӑлмалли хӳтлӗх хула вырӑнне Васанри Голанпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене панӑ, тата Беештерапа ун таврашӗнчи ҫӗрсене панӑ: икӗ хула; 28. Иссахар йӑхӗнчен: Кишионпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Даврафпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, 29. Иармуфпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Ен-Ганнимпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене: тӑватӑ хула; 30. Асир йӑхӗнчен: Мишалпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Авдонпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, 31. Хелкафпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Реховпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене: тӑватӑ хула; 32. Неффалим йӑхӗнчен: ҫынвӗлерен тарса хӑтӑлмалли хӳтлӗх хула вырӑнне Галилейӑри Кедеспа ун таврашӗнчи ҫӗрсене панӑ, тата Хамоф-Дорпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Карфанпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене панӑ: виҫӗ хула.
Нав 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Малтан Кааф ӑрӑвӗсене шӑпа тухнӑ; Аарон священник ывӑлӗсене, левитсене, шӑпа тӑрӑх, Иуда йӑхӗнчен, Симеон йӑхӗнчен тата Вениамин йӑхӗнчен вунвиҫӗ хула тивнӗ; 5. Каафӑн ытти ывӑлӗсене вара Ефрем йӑхӗн ӑрӑвӗсенчен, Дан йӑхӗнчен тата Манассиян ҫур йӑхӗнчен, шӑпа тӑрӑх, вунӑ хула тивнӗ; 6. Гирсон ывӑлӗсене Иссахар йӑхӗн ӑрӑвӗсенчен, Асир йӑхӗнчен, Неффалим йӑхӗнчен тата Манассиян Васанри тепӗр ҫур йӑхӗнчен, шӑпа тӑрӑх, вунвиҫӗ хула тивнӗ; 7. Мерари ывӑлӗсенӗн ӑрӑвӗсене Рувим йӑхӗнчен, Гад йӑхӗнчен тата Завулон йӑхӗнчен — вуникӗ хула.
Нав 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Иссахар ывӑлӗсен йӑхӗн ӑрӑвӗсем илнӗ еткер ҫӗр, вӗсен хулисемпе ялӗсем ҫакӑ пулнӑ.23. Вот удел колена сынов Иссахаровых по племенам их; вот города и села их.
Нав 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Тӑваттӑмӗш шӑпи Иссахара, Иссахар ывӑлӗсен ӑрӑвӗсене, тухнӑ; 18. вӗсене ҫак хуласем тивнӗ: Изреель, Кесуллоф тата Сунем, 19. Хафараим, Шион тата Анахараф, 20. Раввиф, Кишион тата Авец, 21. Ремеф, Ен-Ганним, Ен-Хадда тата Беф-Пацец; 22. вӗсен ҫӗрӗн чикки Фавор, Шагацима тата Вефсамис патӗнчен иртсе Иордан патне ҫитсе тухать: пурӗ — вунултӑ хула тата вӗсен ялӗсем.
Нав 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Завулон ҫинчен каланӑ: эй Завулон, хӑвӑн ҫулупа ҫӳресе савӑн, эй Иссахар, эсӗ те хӑвӑн чатӑрусенче савӑн; 19. вӗсем халӑха ту ҫине чӗнсе пуҫтараҫҫӗ, унта, саккун хушнӑ пек, парне кӳме выльӑх пусаҫҫӗ: вӗсем тинӗс пуянлӑхӗпе, хӑйӑр айӗнче выртакан мулпала тӑранса пурӑнаҫҫӗ.
Аст 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вара ҫав кун Моисей халӑха ҫапла каланӑ 12. Иордан урлӑ каҫсассӑн, халӑха пиллемешкӗн ҫак йӑхсем — Симеон, Левий, Иуда, Иссахар, Иосиф тата Вениамин йӑхӗсем — Гаризим тӑвӗ ҫине тӑмалла; 13. ҫак йӑхсем вара — Рувим, Гад, Асир, Завулон, Дан тата Неффалим йӑхӗсем — ылханса каламашкӑн Гевал тӑвӗ ҫине тӑмалла.
Аст 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2