Шырав
Шырав ĕçĕ:
27. Исаия тата Израиль ҫинчен ҫапла калать: «Израиль ывӑлӗсем тинӗсри хӑйӑр пӗрчи чухлӗ пулсан та, вӗсенӗн йӑлкӑмӗ ҫеҫ ҫӑлӑнӗ: 28. Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн ӗҫне вӗҫлет, кӗҫех тӳррипе вӗҫлӗ, Хӑйӗн ӗҫне ҫӗр ҫинче татӑклӑ тӑвӗ» тет.
Рим 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Вӗсем пӗр-пӗринпе килӗштереймесӗр туха-туха кая пуҫласан, Павел вӗсене ҫак сӑмахсене каланӑ: Таса Сывлӑш пирӗн аттемӗрсене Исаия пророк урлӑ питӗ лайӑх каланӑ: 26. «кай та кала ҫав халӑха: хӑлхӑрпа илтӗр те — ӑнласа илеймӗр, куҫӑрпа пӑхӑр та — кураймӑр: 27. ҫак ҫынсен чӗрисем хытса ларнӑ, хӑлхисем те аран илтеҫҫӗ, куҫӗсене те хупнӑ. Урӑхла пулнӑ пулсассӑн, куҫӗпе те курӗччӗҫ, хӑлхипе те илтӗччӗҫ, чӗрипе те ӑнланӗччӗҫ, вара Ман енне ҫаврӑнӗччӗҫ — Эпӗ вӗсене сыватӑттӑм» тенӗ.
Ап ӗҫс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Филипп пынӑ та лешӗ Исаия пророк кӗнекине вуланине илтсе каланӑ: мӗн вуланине ӑнланатӑн-и? тенӗ.30. Филипп подошел и, услышав, что он читает пророка Исаию, сказал: разумеешь ли, что читаешь?
Ап ӗҫс 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Акӑ ҫав ҫулпа пӗр Эфиопи ҫынни — хайран, Эфиопири хӗрарӑм патшанӑн Кандакийӗн улпучӗ, унӑн мӗнпур пурлӑхне пӑхса тӑраканскер, Иерусалима Турра пуҫҫапма пынӑскер — 28. таврӑннӑ, вӑл, урапи ҫинче ларса пыраканскер, Исаия пророк кӗнекине вуласа пынӑ.
Ап ӗҫс 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ӑна Исаия пророк кӗнекине панӑ; Вӑл кӗнекене уҫнӑ та ҫапла ҫырнӑ вырӑна тупнӑ: 18. «Турӑ Сывлӑшӗ Ман ҫинче: Вӑл Мана мӗскӗнсене Ырӑ Хыпар пӗлтермешкӗн ҫу сӗрчӗ, Мана хуйхӑпа касӑлнӑ чӗреллисене сыватма ячӗ, тыткӑнрисене ирӗке кӑларасса, суккӑррисем куракан пуласса, пусмӑртисене хӑтарасса, 19. Ҫӳлхуҫанӑн ырӑлӑх кӑтартас вӑхӑчӗ ҫитессе пӗлтерме ячӗ».
Лк 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫавӑн ҫинчен Исаия пророк сӑмахӗсенӗн кӗнекинче ҫапла ҫырнӑ: «пушхирте кӑшкӑрса чӗнекенӗн сасси илтӗнет: «Ҫӳлхуҫамӑр валли ҫул хатӗрлӗр, Ун валли сукмаксене тӳрӗ тӑвӑр; 5. айлӑм вырӑнсем пурте тулччӑр, тусемпе сӑртсем пурте лутраланччӑр, кукӑр ҫулсем тӳрленччӗр, тикӗс мар ҫулсем тикӗсленччӗр; 6. вара кирек кам та Турӑ ҫӑлнине курӗ» тенӗ.
Лк 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӑл вӗсене ҫапла хуравланӑ: сирӗн ҫинчен, икӗ питлӗскерсем ҫинчен, Исаия пророк тӗрӗс каланӑ, вӑл ҫапла ҫырнӑ: «ҫак ҫынсем Мана чӗлхи-ҫӑварӗпе хисеплеҫҫӗ, чун-чӗрипе вара — Манран аякра: 7. вӗсем этем вӗрентӗвне, этем ӳкӗчӗсене вӗрентеҫҫӗ, апла Мана хисепленин ним усси те ҫук».
Мк 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эй икӗ питлӗскерсем! сирӗн ҫинчен Исаия пророк аван каланӑ: 8. «ҫак ҫынсем чӗлхи-ҫӑварӗпе Ман патӑма ҫывӑхараҫҫӗ, сӑмахпа Мана хисеплеҫҫӗ, анчах хӑйсен чӗри Манран аякра тӑрать; 9. вӗсем этем ӳкӗчӗсене, этем йӑлисене вӗрентеҫҫӗ, ҫавӑнпа Мана хисеплени усӑсӑр» тенӗ.
Мф 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вӑл вӗсене ҫапла хуравланӑ: мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлти Патшалӑхӑн вӑрттӑнлӑхӗсене сире пӗлмелле тунӑ, вӗсене ун пек туман: 12. камӑн пур, ӑна тата парӗҫ, унӑн тата хушӑнӗ; камӑн ҫук, унӑнне пур пеккине те туртса илӗҫ; 13. вӗсем пӑхсан та курмаҫҫӗ, итлесен те илтмеҫҫӗ, ӑнланмаҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсене ытарлӑн калатӑп; 14. Исаия пророк калани вӗсен тӗлӗшӗнчен вырӑна килет.
Мф 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫапла Исаия пророк урлӑ калани ҫитнӗ, вӑл каланӑ: 18. «Ҫакӑ Манӑн суйласа илнӗ, Манӑн юратнӑ, чунӑм савнӑ Ачам; Эпӗ Ун ҫине Хамӑн Сывлӑшӑма ярӑп, Вӑл халӑхсене тӗрӗслӗхе пӗлтерӗ; 19. Вӑл тавлашмӗ, кӑшкӑрашмӗ, урамсенче никам та Унӑн сассине илтмӗ; 20. тӗрӗслӗхе ҫиеле кӑлариччен Вӑл аманнӑ хӑмӑша та хуҫмӗ, йӑсӑрланакан хӑйӑва та сӳнтермӗ; 21. халӑхсем Унӑн ятне шанса тӑрӗҫ» тенӗ.
Мф 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫапла Исаия пророк урлӑ калани ҫитнӗ, вӑл каланӑ: «Вӑл пирӗн халсӑрлӑха Хӑй ҫине илчӗ, пирӗн чир-чӗре илсе кайрӗ» тенӗ.
Мф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫапла Исаия пророк урлӑ калани ҫитнӗ; вӑл каланӑ: 15. «тинӗс ҫулӗ ҫинче, Иордан леш енче — Завулон ҫӗрӗпе Неффалим ҫӗрӗ, суя тӗнлӗ Галилея; 16. сӗмлӗхре ларакан халӑх хӑватлӑ ҫутӑ курчӗ, вилӗм ӗмӗлки хупӑрланӑ ҫӗршывра пурӑнакансемшӗн ҫутӑ ҫутӑлса тухрӗ» тенӗ.
Мф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ун ҫинчен Исаия пророк урлӑ ҫапла каланӑ пулнӑ: «пушхирте кӑшкӑрса чӗнекенӗн сасси илтӗнет: «Ҫӳлхуҫа валли ҫул хатӗрлӗр, Ун валли сукмаксене тӳрӗ тӑвӑр!» 4. Иоанн тӗве ҫӑмӗнчен тунӑ тумтир тӑхӑнса, пилӗкне чӗн пиҫиххи ҫыхса ҫӳренӗ; ҫимӗҫӗ унӑн хӗрлӗ шӑрчӑкпа кайӑк хурт пылӗ пулнӑ.
Мф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Исаия вара Езекияна каланӑ: халӗ Саваоф Ҫӳлхуҫа сӑмахне итле: 6. акӑ вӑхӑт ҫитӗ те, ҫуртӑнта мӗн пуррине, аҫусем паянхи кунччен мӗн пухнине-пуҫтарнине йӑлтах Вавилона илсе кайӗҫ; нимӗн те юлмӗ.
Ис 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Исаия: вӗсем санӑн ҫуртӑнта мӗн-мӗн курчӗҫ? тенӗ.
Ис 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Исаия пророк вара Езекия патша патне пынӑ та ҫапла ыйтнӑ: ку ҫынсем мӗн каларӗҫ? вӗсем сан патна ӑҫтан килсе ҫитрӗҫ? тенӗ.
Ис 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Исаия каланӑ: смоква касӑкӗ илсе килччӗр те юхан-сурана ҫавӑнпа ҫавӑрса ҫыхчӑр; вара вӑл сывалать, тенӗ.21. И сказал Исаия: пусть принесут пласт смокв и обложат им нарыв; и он выздоровеет.
Ис 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ун патне Исаия пророк, Амос ывӑлӗ, пынӑ та каланӑ ӑна: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: хӑвӑн килӳ валли халал хӑвар: эсӗ вилетӗн, чӗрӗлейместӗн, тет, тенӗ.
Ис 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Вара Исаия, Амос ывӑлӗ, Езекия патне хыпар янӑ: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри ҫапла калать: эсӗ Мана Ассири патшине Сеннахирима хирӗҫ каласа кӗлтурӑн.
Ис 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Исаия вӗсене каланӑ: хуҫӑра ҫапла калӑр: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать тейӗр: Ассири патшийӗн тарҫисем Мана хӑртса каланӑ сӑмахсенчен, хӑв та илтнӗ сӑмахсенчен, ан хӑра.
Ис 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.