Шырав
Шырав ĕçĕ:
18. Ирхине хулана таврӑннӑ чухне Унӑн ҫиес килсе кайнӑ; 19. Вӑл, ҫул хӗрринче пӗр смоква йывӑҫҫи курса, ун патне пынӑ; ун ҫинче ҫулҫӑсӑр пуҫне нимӗн те тупайман та ҫапла калать ӑна: сан ҫинче ӗмӗрне те ҫимӗҫ ан пултӑр, тет.
Мф 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлти Патшалӑх вӑл ҫурт хуҫи евӗрлӗ; ҫав хуҫа хӑйӗн иҫӗм ҫырли пахчинче ӗҫлеттермешкӗн ирхине ирех ҫын тара тытма тухнӑ; 2. кунне пӗрер динари тӳлеме калаҫса татӑлса, вӑл тара кӗрӗшекенсене хӑй пахчине ӗҫлеме янӑ; 3. виҫҫӗмӗш сехетре тухса, вӑл суту-илӳ тӑвакан ҫӗрте ӗҫсӗр тӑракан урӑх ҫынсене курнӑ та 4. вӗсене те каланӑ: «эсир те манӑн иҫӗм ҫырли пахчине кайӑр, мӗн тивӗҫлине парӑп сире» тенӗ.
Мф 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӑл вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: каҫхине эсир: «пӗлӗт хӗрелет — уяр пулать» тетӗр; 3. ирхине: «пӗлӗт кӑвакарчӗ — паян ҫумӑр ҫӑвать» тетӗр.
Мф 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ирхине ирех, автан авӑтса ярсанах, Ермон сӑлансене анлӑ картишне хӑваласа кӑларнӑ та вӗсене кӑралантарса яма тытӑннӑ.15. Рано утром, лишь только запел петух, Ермон вывел зверей, и стал раздражать их на обширном дворе.
3 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ермон, ахаль те чарма ҫук сӑлансене эрехпе латӑн панӑ хыҫҫӑн тулӑххӑн шӑварса, ирхине ҫакӑн ҫинчен патшана пӗлтерме кермене кӗнӗ.
3 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вӗсем ирхине ирех тӑнӑ та тӳремлӗхе тухнӑ, акӑ ӗнтӗ вӗсене хирӗҫ пысӑк йышлӑ ҫар килет — ҫураннисем те, утлисем те; вӗсем хушшинче шыв юхса выртать.
1 Мак 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
67. Ионафан вара хӑйӗн ҫарӗпе Геннисарет кӳлли хӗрринче чарӑнса тӑнӑ та ирхине Насор тӳремлӗхне тухнӑ.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Патша ирхине ирех тӑнӑ та хӑйӗн ҫарӗпе васкасах Вефсахара еннелле кайнӑ, ҫарӗ ӗнтӗ ҫапӑҫӑва хатӗрленсе тӑнӑ, трупасемпе кӑшкӑртса янӑ.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
52. Ҫӗр те хӗрӗх саккӑрмӗш ҫулхи тӑххӑрмӗш уйӑхӑн, хаслев уйӑхӗн, ҫирӗм пиллӗкмӗш кунӗнче вӗсем ирхине ирех тӑнӑ та, 53. саккун хушнӑ пек, ҫӗнӗрен туса лартнӑ пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне вырӑнӗ ҫинче парне кӳнӗ.
1 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Йӗркесӗр ӗҫ тума шухӑшлакансене, выртнӑ вырӑнӗ ҫинче усал ӗҫсем шухӑшласа кӑларса, хӑйсенӗн аллинче вӑй пуррине кура, ҫав ӗҫсене ирхине тул ҫутӑлнӑ чухне тӑвакансене хуйхӑ ҫитӗ!
Мих 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Хуйхӑ ҫитсен вӗсем ирхине ирех Мана шырама пуҫлӗҫ: «каяр, Ҫӳлхуҫа патнех таврӑнар!1. В скорби своей они с раннего утра будут искать Меня и говорить: «пойдем и возвратимся к Господу!
Ос 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ирхине патша шуҫӑмлах тӑнӑ та васкасах арӑслан шӑтӑкӗ патне кайнӑ, 20. вара, шӑтӑк умне пырса, пӑшӑрхануллӑн Даниила чӗннӗ, патша Даниила каланӑ: Даниил, чӗрӗ Туррӑн чурийӗ! хӑвӑн Турру, эсӗ чун-чӗререн пуҫҫапакан Турӑ, арӑслансенчен ҫӑлма пултарчӗ-и сана? тенӗ.
Дан 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Анчах ҫав хӑтӑлнӑ ҫын киличченех каҫпа ман ҫинче Ҫӳлхуҫа алли пулчӗ, Вӑл ҫав ҫын ирхине ман патӑма киличченех манӑн чӗлхем-ҫӑварӑма уҫрӗ.
Иез 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ирхине эпӗ халӑха Турӑ сӑмахне пӗлтернӗ хыҫҫӑн каҫхине ман арӑмӑм вилсе выртрӗ, тепӗр кунне эпӗ хама мӗнле хушнӑччӗ, ҫапла турӑм.
Иез 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ирхине мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ: 9. этем ывӑлӗ!8. И было ко мне слово Господне поутру: 9. сын человеческий!
Иез 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ирхине тӑраҫҫӗ те — акӑ пурте вилӗ выртаҫҫӗ.
Ис 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ирхине вӑрлӑхна ак, каҫхине те аллуна канӑҫлӑх ан пар, мӗншӗн тесессӗн эсӗ пӗри е тепӗри ӑнӑҫлӑрах пулассине е иккӗшӗ те пӗр пекех аван пулассине пӗлместӗн.
Еккл 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эй Ҫӳлти Турӑ, Ҫӳлхуҫана аслӑламашкӑн, Санӑн ятна мухтаса юрламашкӑн — ырӑ, 3. ирхине — Санӑн ырӑлӑхна, ҫӗрле Санӑн тӳрӗлӗхне пӗлтерсе 4. вунӑ хӗлӗхлине тата псалтирь каласа, кӗсле каласа юрламашкӑн — ырӑ.
Пс 91 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Эсӗ вӗсене шывпа юхтарнӑ пек илсе каятӑн; вӗсем — тӗлӗк пек, курӑк пек: ирпеле ӳсекен, 6. ирхине ҫеҫке ҫурса ешерсе ларакан, каҫпа хуҫӑлса анса хӑрӑнакан курӑк пек: 7. эпир ҫапла Санӑн ҫиллӳпе ҫухалатпӑр, Санӑн хаярлӑхупа шуйханатпӑр.
Пс 89 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Каҫхине те, ирхине те, кӑнтӑрла та йӑлӑнӑп, йӗрсе тархаслӑп — Вӑл манӑн сассӑма илтӗ, 19. мана тапӑнакансем темӗнле йышлӑ пулсассӑн та, Вӑл манӑн чунӑма хӑтарса лӑплантарӗ; 20. Турӑ илтӗ, ӗмӗрех Пурӑнаканӗ вӗсене пӑхӑнтарӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем улшӑнмаҫҫӗ; вӗсем Турӑран хӑрамаҫҫӗ, 21. хӑйсемпе тату пурӑнакансем ҫине алӑ ҫӗклерӗҫ, хӑйсемпе хывнӑ килӗшӗве пӑсрӗҫ; 22. вӗсенӗн чӗлхи-ҫӑварӗ ҫуран та ҫемҫерех, чӗринче вара — курайманлӑх; сӑмахӗсем паха ҫуран та чеченрех, хӑйсем — йӗннинчен кӑларнӑ хӗҫ пекех.
Пс 54 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.