Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ирхи сăмах пирĕн базăра пур.
Ирхи (тĕпĕ: ирхи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ирхи ҫанталӑк уяр, эпир тапрантӑмӑр та пӑрлӑх пуҫламӑшӗ патнелле кайрӑмӑр.

Утро было ясное, и мы отправились к началу ледника.

Кавказ тӑвӗсем хушшинче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Вӗсем ҫинче кӑвайт чӗртмесӗрех ирхи апат хатӗрлеме меллӗ.

На них очень удобно по утрам разогревать завтрак.

IX // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

— Шӑп та лӑп ирхи апат вӑхӑчӗ ҫитнӗ пек туйӑнать мана, кун пирки сире каштах чӑрмантарса пӑхсан мӗнле-ши?..

А она вскоре заметила: — Кажется, пора завтракать. Будьте так добры, позаботьтесь обо мне…

VIII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Вӗсем ирхи сывлӑмлӑ курӑк ӑшӗнче ҫунаттисене сарса янӑ, каҫ пулттипе сулхӑн ӗнтрӗкне путнӑ.

Они раскрывались поутру в траве и под вечер увядали.

VIII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

— Вырӑн ҫинчен тӑрсанах, ирхи туалета вӗҫленӗ хыҫҫӑн, планета сывлӑхӗ-тасалӑхӗшӗн хыпӑнса тӑрӑшма тивет.

— Встал поутру, умылся, привел себя в порядок — и сразу же приведи в порядок свою планету.

V // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Пӑтӑ ирхи апата хатӗр, Компот та тултарать.

Каша к завтраку готова И компот налит.

Октябрӗн 20-мӗшӗ - Повар кунӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... un-3486991

Ӗнер ирхи тӑхӑр сехет тӗлнелле Пишпӳлек районӗнчи Михайловка ялӗнче Старомихайловская урамӗпе пурӑнмалли ҫурт ҫунма пуҫланӑ.

Вчера около 9 часов утра по ул. Старомихайловской в с. Михайловка Бижбулякского района произошло возгорание жилого дома.

Пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пӑхӑнмалла // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kh-rushs-rl- ... la-3481670

Ирхи гимнастика хыҫҫӑн ашшӗсем ачисемпе пӗрле кулӑшла ӑмӑртусене хутшӑннӑ.

А после утренней гимнастики Папы со своими детьми принимали участие в забавных соревнованиях!

Пишпӳлекри "Умка" ача садӗнче ачасем ашшӗсемпе пӗрле ирхи зарядка тунӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/sport/2023-1 ... un-3477556

Аслисем ачасемпе пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса ӗҫлени кӑсӑк формӑсенчен пӗри, воспитанник ашшӗ пӗтӗм ушкӑн ачисемпе пӗрле ирхи зарядка ирттерме хутшӑннӑ чухне.

. Одна из интересных форм взаимодействия взрослых с детьми, это когда папа воспитанника участвует в проведении утренней зарядки с детьми всей группы.

Пишпӳлекри "Умка" ача садӗнче ачасем ашшӗсемпе пӗрле ирхи зарядка тунӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/sport/2023-1 ... un-3477556

Тата леререх кайсан, ытла ирхи ҫуркунне пулин те, вӑрмансем ҫӑра тӗксӗм ҫулҫӑ кӑларнӑ.

А еще дальше, несмотря на раннюю весеннюю пору, леса покрыты густой темной листвой.

Поляр ункинчен тропик патне самолетпа кайни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Кашни ҫемье хӑйсен хӳшши умӗнче тавралла ларса ирхи апат ҫиет.

Каждая семья располагается в кружок у своей хижины и завтракает.

Негр ялӗнчи кун // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ирхи апат хыҫҫӑн эпир ҫывӑхри яла кайма хатӗрлӗнтӗмӗр; унта лодкӑсем илсе шыв тӑрӑх малалла каяс терӗмӗр.

После завтрака мы собирались идти до ближайшей деревни, взять там лодки и дальше плыть по реке.

Тропик вӑрманӗнче // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ирхи тӗтре тӗтӗмӗпе кӑштах хупланнӑ горизонтсӑр, ӗнерхи ҫумӑр ҫуса тасатнӑ инҫетри сип-симӗс вӑрмансӑр пуҫне урӑх ним те курмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Кунтан — ҫӑлтӑрсем патне! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Ҫапла, — терӗ Завьялов, — ирхи самолетпа…

Куҫарса пулӑш

22. Лукашев хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫа кӗртет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Эппин, ирхи самолетпа каятӑн?..

Куҫарса пулӑш

22. Лукашев хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫа кӗртет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Хули пысӑк мар, вӑхӑчӗ — ирхи вӑхӑт, ҫынсем ӗҫе каяҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

19. Каҫчен… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Халь акӑ вӑл ҫак ирхи сехетре пуш-пушах пулнӑ платформа ҫинче тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

19. Каҫчен… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Пусӑрӑнчӑк туйӑм, ирхи тӗтре сирӗлнӗ пекех, хӑвӑрт сирӗлчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ирхи тӗнчене йӑлтӑрти хрустальтен тунӑ пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ирхи тӗнче сивлек, ҫӳҫенчӗк пулин те, чуна ҫӗклентерет, савӑнтарать.

Куҫарса пулӑш

XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех