Шырав
Шырав ĕçĕ:
Иосафатӑн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
2. Унӑн пиччӗшӗ-шӑллӗсем, Иосафат ывӑлӗсем, ҫаксем пулнӑ: Азария, Иехиил, Захария, Азария, Михаил тата Сафатия — кусем ӗнтӗ Иосафатӑн, Израиль патшийӗн, ывӑлӗсем.
2 Ҫулс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иосафатӑн пуянлӑхӗ те, мухтавӗ те пысӑк пулнӑ; вӑл Ахавпа хурӑнташланнӑ.1. И было у Иосафата много богатства и славы; и породнился он с Ахавом.
2 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ӗнтӗ Ииуй — Намесси ывӑлӗн Иосафатӑн ывӑлӗ — Иорама хирӗҫ ҫӗкленнӗ; Иорам ҫав вӑхӑтра мӗнпур Израиль ҫыннисемпе пӗрле Галаад ҫӗрӗнчи Рамоф хулине Сири патшинчен Азаилран хӳтӗлеме кайнӑ пулнӑ.
4 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Елисей пророк пророксен ывӑлӗсенчен пӗрне хӑй патне чӗнсе илнӗ те каланӑ: пилӗкне ҫых, йывӑҫ ҫӑвӗ тултарнӑ ҫакӑ савӑта ил те Галаадри Рамоф хулине кай; 2. унта ҫитсессӗн Ииуя — Намесси ывӑлӗн Иосафатӑн ывӑлне — шыраса туп, пыр ун патне, вара ӑна пиччӗшӗ-шӑллӗ хушшинчен илсе тух та шалти пулӗме ҫавӑтса кӗр; 3. савӑтна тыт та йывӑҫ ҫӑвне ун пуҫӗ ҫине юхтар, вара ҫапла кала: «Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: сана Израиль патши пулма ҫу сӗретӗп» те.
4 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Иосафатӑн ытти ӗҫӗсене, унӑн паттӑрла ӗҫӗсене, вӑл мӗнле ҫапӑҫнине Иудея патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.
3 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1