Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Иоафам (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
1. Авраам ывӑлӗн, Давид ывӑлӗн Иисус Христосӑн йӑхӗ-кӑкӗ ҫакӑн пек: 2. Авраамран Исаак ҫуралнӑ; Исаакран Иаков ҫуралнӑ; Иаковран Иудӑпа унӑн тӑванӗсем ҫуралнӑ; 3. Иудӑн Фамарьтен Фареспа Зара ҫуралнӑ; Фаресран Есром ҫуралнӑ; Есромран Арам ҫуралнӑ; 4. Арамран Аминадав ҫуралнӑ; Аминадавран Наассон ҫуралнӑ; Наассонран Салмон ҫуралнӑ; 5. Салмонӑн Рахавӑран Вооз ҫуралнӑ; Воозӑн Руфьрен Овид ҫуралнӑ; Овидран Иессей ҫуралнӑ; 6. Иессейрен Давид патша ҫуралнӑ; Давид патшанӑн Урияран юлнӑ арӑмӗнчен Соломон ҫуралнӑ; 7. Соломонран Ровоам ҫуралнӑ; Ровоамран Авия ҫуралнӑ; Авияран Аса ҫуралнӑ; 8. Асаран Иосафат ҫуралнӑ; Иосафатран Иорам ҫуралнӑ; Иорамран Озия ҫуралнӑ; 9. Озияран Иоафам ҫуралнӑ; Иоафамран Ахаз ҫуралнӑ; Ахазран Езекия ҫуралнӑ; 10. Езекияран Манассия ҫуралнӑ; Манассияран Амон ҫуралнӑ; Амонран Иосия ҫуралнӑ; 11. Иосияран Иоаким ҫуралнӑ; Вавилона куҫарса каяс умӗн Иоакимран Иехонияпа унӑн тӑванӗсем ҫуралнӑ.

1. Родословие Иисуса Христа, Сына Давидова, Сына Авраамова. 2. Авраам родил Исаака; Исаак родил Иакова; Иаков родил Иуду и братьев его; 3. Иуда родил Фареса и Зару от Фамари; Фарес родил Есрома; Есром родил Арама; 4. Арам родил Аминадава; Аминадав родил Наассона; Наассон родил Салмона; 5. Салмон родил Вооза от Рахавы; Вооз родил Овида от Руфи; Овид родил Иессея; 6. Иессей родил Давида царя; Давид царь родил Соломона от бывшей за Уриею; 7. Соломон родил Ровоама; Ровоам родил Авию; Авия родил Асу; 8. Аса родил Иосафата; Иосафат родил Иорама; Иорам родил Озию; 9. Озия родил Иоафама; Иоафам родил Ахаза; Ахаз родил Езекию; 10. Езекия родил Манассию; Манассия родил Амона; Амон родил Иосию; 11. Иосия родил Иоакима; Иоаким родил Иехонию и братьев его, перед переселением в Вавилон.

Мф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Ҫӳлхуҫа Морасфа ҫыннине Михее Иудейӑра Иоафам, Ахаз тата Езекия патшара ларнӑ вӑхӑтра Самарипе Иерусалим ҫинчен пӗлтерсе каланӑ сӑмах.

1. Слово Господне, которое было к Михею Морасфитину во дни Иоафама, Ахаза и Езекии, царей Иудейских, и которое открыто ему о Самарии и Иерусалиме.

Мих 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Исаийӑна, Амос ывӑлне, курӑнни: вӑл ҫакна, Иудейӑпа Иерусалима мӗн пулассине, Иудейӑра Озия, Иоафам, Ахаз тата Езекия патшасем патшара ларнӑ вӑхӑтра курнӑ.

1. Видение Исаии, сына Амосова, которое он видел о Иудее и Иерусалиме, во дни Озии, Иоафама, Ахаза, Езекии - царей Иудейских.

Ис 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Иоафам ӗнтӗ канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ, ӑна Давид хулинче пытарнӑ.

9. И почил Иоафам с отцами своими, и похоронили его в городе Давидовом.

2 Ҫулс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Ҫавӑн пек хӑватлӑ пулнӑ Иоафам, мӗншӗн тесессӗн вӑл хӑйӗн Ҫӳлхуҫа Турри умӗнче ҫӳренӗ.

6. Так силен был Иоафам потому, что устроял пути свои пред лицем Господа Бога своего.

2 Ҫулс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Патшана ларнӑ чухне Иоафам ҫирӗм пиллӗкре пулнӑ, Иерусалимра вӑл вунултӑ ҫул хушши патшара ларнӑ; ун амӑшӗн ячӗ — Иеруша, вӑл Садок хӗрӗ пулнӑ.

1. Двадцати пяти лет был Иоафам, когда воцарился, и шестнадцать лет царствовал в Иерусалиме; имя матери его Иеруша, дочь Садока.

2 Ҫулс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ, Иоафам, ларнӑ.

И воцарился Иоафам, сын его, вместо него.

2 Ҫулс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Патша керменне тата ҫӗршыв халӑхне Иоафам, унӑн ывӑлӗ, тытса тӑнӑ.

А Иоафам, сын его, начальствовал над домом царским и управлял народом земли.

2 Ҫулс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Вӗсене пурне те Иудея патши Иоафам вӑхӑтӗнче тата Израиль патши Иеровоам вӑхӑтӗнче шута илсе тухнӑ.

17. Все они перечислены во дни Иоафама, царя Иудейского, и во дни Иеровоама, царя Израильского.

1 Ҫулс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Факей, Ремалия ывӑлӗ, вунҫиччӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Ахаз, Иоафам ывӑлӗ, Иудея патшине ларнӑ.

1. В семнадцатый год Факея, сына Ремалиина, воцарился Ахаз, сын Иоафама, царя Иудейского.

4 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

38. Иоафам ӗнтӗ канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ, ӑна Давид хулинче ашшӗсемпе юнашар пытарнӑ.

38. И почил Иоафам с отцами своими, и погребен с отцами своими в городе Давида, отца его.

4 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

32. Факей — Ремалия ывӑлӗ, Израиль патши — иккӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Иудея патшине Иоафам, Озия ывӑлӗ, ларнӑ.

32. Во второй год Факея, сына Ремалиина, царя Израильского, воцарился Иоафам, сын Озии, царя Иудейского.

4 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

30. Осия, Ила ывӑлӗ, Ремалия ывӑлне Факее хирӗҫ кавар тунӑ; ӑна тапӑннӑ та вӗлернӗ, вара Иоафам, Озия ывӑлӗ, ҫирӗммӗш ҫул патшара ларнӑ чухне вӑл Факей вырӑнне патшана ларнӑ.

30. И составил заговор Осия, сын Илы, против Факея, сына Ремалиина, и поразил его, и умертвил его, и воцарился вместо него в двадцатый год Иоафама, сына Озиина.

4 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех