Шырав
Шырав ĕçĕ:
Иннокентин ҫӑра куҫ харшисем ҫине юр пӗрчисем ларнӑ, кӗрен те яка ӳтлӗ пит-куҫӗ Ксение ютрах пек, сивӗ те ырӑ кӑмӑллӑ мар пек туйӑнчӗ.
17 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Юнашар пӳлӗмрен Иннокентин ҫутӑпа вӑраннӑ ҫӳлӗ пӳллӗ, шӑмламас, пысӑк куҫлӑ йӑмӑкӗ чупса тухрӗ, — ун вӗлтӗркке ҫивӗчӗсем кӑвак халат ҫийӗн сапаланса кайнӑ.
16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӗсем халлӗхе Ксенипе уйрӑм пурӑнаҫҫӗ-ха, Ксени ҫапла тӑвасшӑн пулчӗ, Иннокентин вара ирӗксӗрех килӗшме тиврӗ.Они жили с Ксенией еще порознь, но на этом настояла она, и он с большой неохотой подчинился.
15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӑл Иннокентий ҫакӑн пек хӗрсе-пӑлханса кайнине, ҫав вӑхӑтрах мӗскӗннӗн курӑннине нихҫан та курманччӗ-ха, ун пит-куҫне юн тулса килчӗ, куҫӗсем Ксени ҫине ачашшӑн тархасласа пӑхрӗҫ, Ксени, хӑйне мар, кама та пулин урӑххине чуп тунӑ пек, вӑл айккинчен ҫеҫ «пурпӗрех» тесе пӑхса тӑнӑ пек, Иннокентин васкакан тутисен ӑшшине туйса, нимӗн чухлӗ те хумханмарӗ.
25 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
«Эпӗ хама хӗрача пек тыткалатӑп! — шухӑшларӗ Ксени, Иннокентин лӑпкӑ хусканӑвӗсене сӑнаса, ун хастарлӑхӗпе, тимлӗхӗпе савӑнса.
25 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
- 1