Шырав
Шырав ĕçĕ:
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. Израиль ывӑлӗсене кала: хӗрарӑм йывӑр ҫын пулса ывӑл ача ҫуратсассӑн, вӑл ҫичӗ кун хушши таса мар пулӗ; уйӑх хушши вӑхӑтӗнче тасалса асапланнӑ кунсенчи пек, вӑл таса мар пулӗ; 3. саккӑрмӗш кунне ачийӗн хӗрринчи ӳтне касӗҫ; 4. амӑшӗн вӑтӑр виҫӗ кун хӑй юнӗнчен тасалса килте лармалла; тасалмалли кунӗсем иртмесӗр нимӗнле сӑваплӑ япалана та сӗртӗнмелле мар, кӗлӗ чатӑрӗ патне те пымалла мар.
Лев 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисейпе Аарона ҫапла тесе каланӑ: 2. Израиль ывӑлӗсене калӑр: ҫӗр ҫинчи пур выльӑх-чӗрлӗхрен сире ҫиме юракан чӗрчунсем акӑ ҫаксем: 3. йӗкӗр чӗрнеллӗ пур тӗрлӗ выльӑха та, чӗрни хушши тарӑн пулсассӑн тата ҫинӗ апатне кавлет пулсассӑн — ҫийӗр; 4. ҫинӗ апатне кавлекен, йӗкӗр чӗрнеллӗ выльӑхсенчен акӑ ҫаксене анчах ан ҫийӗр: тӗвене ан ҫийӗр — вӑл кавлет, анчах унӑн чӗрни икке уйӑрӑлман, вӑл сирӗншӗн таса мар; 5. ҫӗр мулкачне те ан ҫийӗр — вӑл кавлет, анчах унӑн чӗрни икке уйӑрӑлман, вӑл сирӗншӗн таса мар; 6. мулкача та ан ҫийӗр — вӑл кавлет, анчах унӑн чӗрни икке уйӑрӑлман, вӑл сирӗншӗн таса мар; 7. сыснана та ан ҫийӗр — унӑн чӗрни икке уйӑрӑлнӑ, чӗрни хушши те тарӑн, анчах ҫинӗ апатне кавлемест, вӑл сирӗншӗн таса мар; 8. вӗсен ашне ан ҫийӗр, вӗсен виллисем ҫумне ан сӗртӗнӗр, вӗсем сирӗншӗн таса мар.
Лев 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Моисей Ааронпа унӑн сывӑ юлнӑ ывӑлӗсене, Елеазарпа Ифамара, каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑра кӳнӗ парнесенчен юлнӑ тырӑ-пулӑ парнине, тутлӑлла пӗҫернине, илӗр те ӑна парне вырӑнӗ патӗнче ҫийӗр: вӑл — аслӑ сӑваплӑ япала; 13. ӑна сӑваплӑ ҫӗрте ҫийӗр, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа парнисенчен ҫакӑ санӑн паю, санӑн ывӑлусенӗн пайӗ пулать: [Ҫӳлхуҫамӑр] мана ҫапла хушнӑ; 14. силлентерсе кӳрекен ӑмӑрӗпе ҫӗклентерсе кӳрекен хулне эсӗ хӑв та, санпа пӗрле санӑн ывӑлусемпе хӗрӳсем те таса вырӑнта ҫийӗр: Израиль ывӑлӗсем кӳрекен канӑҫлӑх парнисенчен ҫакӑ — сана панӑ пай, санӑн ывӑлусене панӑ пай; 15. ҫӗклентерсе кӳрекен хулӗпе силлентерсе кӳрекен ӑмӑрне вӗсен ҫу парнисемпе пӗрле Ҫӳлхуҫамӑр умӗнче силлентерсе кӳмелле; Ҫӳлхуҫамӑр [Моисее] хушнӑ пек, ҫакӑ ӗмӗрлӗхе санӑн паю тата санпа пӗрле санӑн ывӑлусен [тата санӑн хӗрӳсен] пайӗ пултӑр, тенӗ.
Лев 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫакӑ сире сыпӑкран сыпӑка ӗмӗрлӗхе панӑ йӗрке, 10. сире ӑна тасатнӑ япалана тасатманнинчен, таса маррине тасинчен уйӑрма пӗлччӗр тесе 11. тата Ҫӳлхуҫа Моисей урлӑ панӑ мӗнпур йӗркене Израиль ывӑлӗсене вӗрентме тесе панӑ, тенӗ.
Лев 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ааронпа унӑн ывӑлӗсене — Елеазарпа Ифамара — Моисей каланӑ: ҫара пуҫӑн ан ҫӳрӗр, тумтирӗрсене ан ҫуркалӑр: сирӗн вилмелле ан пултӑр, пӗтӗм халӑх ҫине ҫилӗ ӳкмелле ан пултӑр; анчах Ҫӳлхуҫамӑр ҫунтарса янипе ҫунса вилнисемшӗн сирӗн тӑванӑрсен, пӗтӗм Израиль халӑхӗн, йӗме юрать, 7. эсир пуху чатӑрӗн алӑкӗнчен ан тухӑр, сирӗн вилмелле ан пултӑр, мӗншӗн тесессӗн сирӗн ҫине Ҫӳлхуҫанӑн тасалӑх тивлечӗ кӳрекен ҫӑвне юхтарнӑ, тенӗ.
Лев 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне, тырӑ-пулӑ парни, ҫылӑх парни, ӳкӗнӗҫ парни, священника Турра халалланӑ чухне кӳмелли парне тата канӑҫлӑх парни памалли саккун — ҫакӑ, 38. ӑна Ҫӳлхуҫа Моисее Синай тӑвӗ ҫинче, Синай пушхирӗнче Израиль ывӑлӗсене Ҫӳлхуҫана парне кӳме хушнӑ чухне панӑ.
Лев 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Аарон пайӗпе унӑн ывӑлӗсен пайӗ — ҫакӑ, вӗсем священник ӗҫне туса тӑма Ҫӳлхуҫа умне тӑнӑ кунран пуҫласа Ҫӳлхуҫана кӳнӗ парнесенчен вӗсене тивӗҫлӗ пайӗ — ҫакӑ, 36. ҫакна вӗсене ҫу сӗрсе суйланӑ кунран пуҫласа Израиль ывӑлӗсенчен парса тӑма Ҫӳлхуҫа хушнӑ.
Лев 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 23. Израиль ывӑлӗсене кала: вӑкӑр ӑшӗнчен е сурӑх ӑшӗнчен, е качака ӑшӗнчен илнӗ ҫӑва нихӑшне те ан ҫийӗр.
Лев 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Пӗтӗм Израиль халӑхӗ йӑнӑшпа ҫылӑха кӗрес пулсассӑн, ҫылӑхне пӗтӗм пуху куҫӗнчен пытарса хӑварсассӑн тата тума кирлӗ маррине туса Ҫӳлхуҫа ӳкӗчӗсене хирӗҫ мӗн те пулин тусассӑн, ҫапла айӑплӑ пулса тӑрсассӑн, 14. вӗсем тунӑ ҫылӑх ҫиеле тухсассӑн, вӗсем пӗтӗм халӑхран ҫылӑх парни шултӑра выльӑх, пӑру, кӳччӗр, ӑна пуху чатӑрӗ умне ҫавӑтса пыччӑр; 15. вара халӑх пуҫлӑхӗсем Ҫӳлхуҫа умӗнче аллисене пӑру пуҫӗ ҫине хуччӑр, пӑрӑвне Ҫӳлхуҫа умӗнче пусса пӑрахчӑр.
Лев 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. Израиль ывӑлӗсене кала: кам та пулин йӑнӑшпа Ҫӳлхуҫанӑн хӑш та хӑш ӳкӗтне хирӗҫ ҫылӑх тусассӑн, тума кирлӗ маррине мӗн те пулин тусассӑн, 3. е тата ҫу сӗрсе суйланӑ священник ҫылӑха кӗрсе халӑха айӑплӑ тусассӑн, вӑл хӑй тунӑ ҫылӑхӗшӗн Ҫӳлхуҫана ҫылӑх парни памашкӑн шултӑра выльӑхран айӑпсӑр пӑру кӳтӗр, 4. пӑрӑвне пуху чатӑрӗн алӑкӗ патне, Ҫӳлхуҫа умне, ҫавӑтса пытӑр, аллине пӑру пуҫӗ ҫине хутӑр, вара пӑрӑва Ҫӳлхуҫа умӗнче пусса пӑрахтӑр; 5. [таса йӗрке тӑрӑх священник пулма халалланӑ,] ҫу сӗрсе суйланӑ священник пӑру юнне илтӗр те ӑна пуху чатӑрне илсе кӗтӗр, 6. священник хӑйӗн пӳрнине юн ӑшне чиксе кӑлартӑр та сӑваплӑ пӳлӗмӗн чаршавӗ умӗнче Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫичӗ хут ҫав юнпа сирпӗттӗр; 7. унтан священник Ҫӳлхуҫа умӗнче пуху чатӑрӗнчи ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмелли парне вырӑнӗн мӑйракисене [пӑру] юнӗпе сӗртӗр, юлашки юнне пуху чатӑрне кӗрекен ҫӗрте ларакан пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне вырӑнӗн никӗсӗ ҫумне тӑктӑр; 8. ҫылӑхшӑн кӳрекен пӑру ӑшӗнчен вӑл унӑн вар ӳчӗ ҫинчи ҫӑвне, пӗтӗм ӑш-чик ҫӑвне, 9. икӗ пӳрипе вӗсем ҫинчи ҫӑвне, пӗҫҫи ҫинчи ҫӑвне тата пӗвер ҫинчи ҫу ҫурхахне кӑларса илтӗр; ҫаксене вӑл пӳрисемпе пӗрле уйӑрса илтӗр, 10. тӑнӑҫлӑх парнине кӳнӗ пӑруран уйӑрса илнӗ пек уйӑртӑр; вара священник ҫакна пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ятӑр; 11. пӑру тирне, унӑн мӗнпур ашне пуҫӗ-ури-мӗнӗпе, унӑн ӑш-чиккине, тасамарлӑхне, 12. пӗтӗм пӑрӑвне тапӑр тулашӗнчи кӗл тӑкакан вырӑна, таса ҫӗре, илсе тухтӑр, ӑна вутӑ ҫинче вут-ҫулӑмпа ҫунтарса ятӑр: кӗл тӑкакан вырӑнта ҫунса кайтӑр.
Лев 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Турӑ Моисее пуху чатӑрӗнчен чӗнсе каланӑ: 2. Израиль ывӑлӗсене пӗлтер, кала вӗсене: сирӗн хушшӑртан кам та пулин Ҫӳлхуҫана парне кӳрес тесессӗн, вӑл выльӑх-чӗрлӗх парни пулсассӑн, хӑвӑр парнӗре шултӑра тата вак выльӑх кӳрӗр.
Лев 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Ҫӳлхуҫа Моисее епле хушнӑ, Израиль ывӑлӗсем ҫак ӗҫсене пурне те ҫапла тунӑ та.42. Как повелел Господь Моисею, так и сделали сыны Израилевы все сии работы.
Тух 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Пуху чатӑрӗ валли тумалли пӗтӗм ӗҫ ҫапла вӗҫленнӗ; Израиль ывӑлӗсем пӗтӗмпех тунӑ: Ҫӳлхуҫа Моисее мӗнле хушнӑ, ҫапла тунӑ та.
Тух 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Чулӗсем Израиль ывӑлӗсен ячӗсен шучӗ чухлӗ пулнӑ: вӗсен ячӗсен шучӗ тӑрӑх, вӗсем вуниккӗ пулнӑ, кашни чулӗ ҫине пӗр ятне пичет ҫине каснӑ пек касса ҫырнӑ, вуникӗ йӑхшӑн ҫапла тунӑ.
Тух 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вӗсем Израиль ывӑлӗсем кӗлӗ чатӑрӗ лартма пырса панӑ пӗтӗм парнене, ӗҫ валли кирлӗ [пӗтӗм] япалана Моисейрен илсе кайнӑ.
Тух 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Моисей Израиль ывӑлӗсене каланӑ: астӑвӑр, Ҫӳлхуҫа Веселеила — Иуда йӑхӗн ҫыннине, Ор ывӑлӗн Уриян ывӑлне — суйласа илчӗ, 31. ӑна Турӑ Сывлӑшӗ пачӗ, тулли ӑслӑлӑх, хайлалӑх, пӗлӳ тата тӗрлӗ ӑсталӑх пачӗ, 32. хӳхӗм пир тӗртме, ылтӑн, кӗмӗл, пӑхӑр япаласем тума, 33. харшаласа лартмалли чулсем касма, йывӑҫа касса тӗрлеме тата тӗрлӗрен хитрелетмелли ӗҫсем тума вӗрентрӗ; 34. ыттисене вӗрентмешкӗн унӑн чӗрине те, Дан йӑхӗнчен тухнӑ Ахисамах ывӑлӗн Аголиавӑн чӗрине те пултарулӑх хыврӗ, 35. [сӑваплӑ пӳлӗм валли] касса эрешлекен ӑстаҫӑн тата тӗрлесе тӗртме пӗлекенӗн пур ӗҫне тума, сенкер тӗслӗ, хӗрхӗлтӗм тата йӑм хӗрлӗ пир ҫине, виссон ҫине тӗрлеме пӗлекенӗн тӗрлӗ ӗҫне тума, тӗрлӗ япала тӗртме, хӳхӗм пусма тума пӗлекенсен ӗҫне тума Вӑл вӗсенӗн чӗрине тулли ӑслӑлӑх хыврӗ.
Тух 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Хӑйсен чӗри хушнипе Израиль халӑхӗн пур арӗсемпе арӑмӗсем Ҫӳлхуҫа Моисей урлӑ каласа тума хушнӑ тӗрлӗ ӗҫсем валли хӑйсем ирӗккӗн Ҫӳлхуҫана парне кӳнӗ.
Тух 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Вара Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхӗ Моисей патӗнчен саланнӑ.
Тух 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Моисей Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхне каланӑ: Ҫӳлхуҫа акӑ мӗн тума хушрӗ: 5. Ҫӳлхуҫана хӑвӑртан парне кӳрӗр: тимлӗ пулнипе кашнийӗ Ҫӳлхуҫана парне: ылтӑн, кӗмӗл, пӑхӑр, 6. сенкер тӗслӗ, хӗрхӗлтӗм тӗслӗ тата йӑм хӗрлӗ тӗслӗ ҫӑм, [пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ] виссон, качака ҫӑмӗ, 7. хӗрлӗ тутарнӑ така тирӗсем, кӑвак тирсем, ситтим йывӑҫӗ, 8. ҫутаткӑҫ валли йывӑҫ ҫӑвӗ, сӗрмелли ҫу валли тата ырӑ шӑршӑллӑ тӗтӗм тӗтӗрмешкӗн паха шӑршӑлӑх, 9. оникс чулӗ тата ефодпа кӑкӑрлӑх ҫине харшаласа лартмалли чулсем кӳтӗр, терӗ.
Тух 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Моисей Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхне пухнӑ та вӗсене каланӑ: Ҫӳлхуҫа акӑ мӗн тума хушрӗ: 2. ултӑ кун ӗҫӗрсене тӑвӑр, ҫиччӗмӗш кунӗ сирӗн сӑваплӑ пулмалла, Ҫӳлхуҫашӑн канӑҫлӑх шӑмачӗ пултӑр: ҫав кун ӗҫлекен кирек хӑш ҫынна та вӗлерме тытса парӗҫ; 3. пӗр килӗр-ҫуртӑрта та шӑматкун вут ан чӗртӗр.
Тух 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.