Шырав
Шырав ĕçĕ:
Иехонияна (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
3. Варух ҫак кӗнекери сӑмахсене Иехонияна — Иоаким ывӑлне, Иудея патшине — тата кӗнеке вуланине итлеме пынӑ мӗнпур халӑха, 4. улпутсемпе патша ывӑлӗсене, аслӑ ҫынсене, Вавилонра Суд шывӗ тӑрӑхӗнче пурӑнакан пӗтӗм халӑха, ватти-вӗтти таранах, пӗтӗмпе сасӑпа вуласа панӑ.
Вар 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Иехонияна, Иудея патшине, тыткӑна илсе кайнӑ хыҫҫӑн вӑтӑр ҫичӗ ҫултан Вавилон патши Евилмеродах, хӑй пӗрремӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, Иудея патшине Иехонияна ырӑ тунӑ, ӑна тӗрме ҫуртӗнчен кӑларнӑ, 32. вӑл унпа кӑмӑллӑн калаҫнӑ, ӑна вӑл хӑй патӗнчи, Вавилонри, патшасенчен мала хунӑ; 33. унӑн тӗрме тумтирне улӑштарнӑ, Иехония вара ӗмӗрӗ тӑршшӗпех ун патӗнче ӗҫсе-ҫисе тӑнӑ.
Иер 52 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫав ҫулах, Иудея патши Седекия патшана ларни тӑватӑ ҫул та пиллӗкӗмӗш уйӑх ҫитсессӗн, Анания — Азур ывӑлӗ, Гаваон пророкӗ — Турӑ Ҫуртӗнче священниксемпе мӗнпур халӑх умӗнче мана ҫапла каларӗ: 2. Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: Вавилон патшин сӳсменне ҫапса салатӑп; 3. Вавилон патши Навуходоносор ҫакӑнтан Вавилона илсе кайнӑ Турӑ Ҫурчӗн хатӗр-хӗтӗрне Эпӗ тепӗр икӗ ҫултан ҫак вырӑнах тавӑрӑп; 4. Иехонияна та — Иоаким ывӑлне, Иудея патшине — тата Вавилона тыткӑна лекнӗ мӗнпур иудее те ҫак вырӑнах тавӑрӑп, тет Ҫӳлхуҫа, мӗншӗн тесессӗн Вавилон патшин сӳсменне ҫапса салатӑп.
Иер 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19-20. Мӗншӗн тесессӗн Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫак хулара юлнӑ, Вавилон патши Навуходоносор Иудея патшине — Иоаким ывӑлне Иехонияна — тата Иудейӑпа Иерусалимӑн пӗтӗм ятлӑ-сумлӑ ҫыннине Иерусалимран Вавилона куҫарнӑ чухне илсе кайман юпасем ҫинчен, пӑхӑр тинӗс ҫинчен, вӗсен тӗпӗсемпе ытти япаласем ҫинчен ҫапла калать, 21. Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, Турӑ Ҫуртӗнче, Иудея патшин керменӗнче тата Иерусалимра юлнӑ хатӗр-хӗтӗр ҫинчен ҫапла калать: 22. ӑна Вавилона илсе кайӗҫ, унта вӑл Эпӗ пырса пӑхас кунчченех юлӗ, ҫавӑн чухне вара ӑна илсе тухӑп та ҫак вырӑна тавӑрӑп, тет.
Иер 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Навуходоносор, Вавилон патши, Иехонияна — Иоаким ывӑлне, Иудея патшине — тата Иудея улпучӗсене, алӑстисене, тимӗрҫӗсене Иерусалимран Вавилона тыткӑна хӑваласа кайнӑ хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫа мана ҫапла кӑтартрӗ: акӑ Турӑ Ҫурчӗ умне икӗ пурак смоква ҫырли лартнӑ: 2. пӗр пуракӗнче — питех те паха ҫырла, ир пиҫекен ҫырла ҫапла пулать; тепӗр пуракӗнче — питех те япӑх ҫырла, вӑл ҫиме юрӑхсӑр.
Иер 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Халӑх вара Иосия ывӑлне Иехонияна [Иоахаза] ашшӗ вырӑнне патшана лартнӑ, Иехония ҫавӑн чухне ҫирӗм виҫҫӗре пулнӑ.
2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫулталӑк иртсессӗн Навуходоносор патша ҫынсем янӑ та Иехонияна Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи хаклӑ савӑт-сапапа пӗрле Вавилона илсе пыма хушнӑ; Иудея тата Иерусалим патши пулма Седекияна, унӑн пӗртӑванне, лартнӑ.
2 Ҫулс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Иехонияна, Иудея патшине, тыткӑна илсе кайнӑ хыҫҫӑн вӑтӑр ҫичӗ ҫултан, ҫав ҫулӑн вуниккӗмӗш уйӑхӗнче, ҫав уйӑхӑн ҫирӗм ҫиччӗмӗш кунӗнче, Вавилон патши Евилмеродах хӑй пӗрремӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Иудея патшине Иехонияна тӗрме ҫуртӗнчен кӑларнӑ, 28. вӑл унпа кӑмӑллӑн калаҫнӑ, вӑл ӑна хӑй патӗнчи Вавилонри патшасенчен мала хунӑ; 29. унӑн тӗрме тумтирне улӑштарнӑ, вӑл ӗнтӗ ӗмӗрӗ тӑршшӗпех Вавилон патши патӗнче апатланса пурӑннӑ.
4 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вӑл Иехонияна та Вавилона куҫарса кайнӑ; патша амӑшне те, патша арӑмӗсене те, унӑн хайранӗсене те, ҫав ҫӗрӗн аслӑ ҫыннисене те Иерусалимран Вавилона куҫарса кайнӑ.
4 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1