Шырав
Шырав ĕçĕ:
Александров Афанасий Александрович; Александров Николай Александрович; Архипов Гаврил Архипович; Григорьев Афанасий Григорьевич; Давыдов Павел Давыдович; Дмитриев Петр Дмитриевич; Егоров Антон Егорович; Емельянов Герман Емельянович; Ефремов Николай Ефремович; Ефремов Трофим Ефремович; Иванов Григорий Иванович; Иванов Емельян Иванович; Иванов Константин Иванович; Иванов Прокопий Иванович; Иванов Семен Иванович; Клементьев Николай Клементьевич; Клементьев Яков Клементьевич; Лукин Андрей Лукич; Макаров Андрей Макарович; Марков Федор Маркович; Марков Николай Маркович; Максимов Михаил Максимович; Мардарьев Андрей Мардарьевич; Мефодьев Афанасий Мефодьевич; Мефодьев Игнатий Мефодьевич; Мефодьев Капитон Мефодьевич; Никифоров Иван Никифорович; Петров Анатолий Петрович; Петров Максим Петрович; Петров Николай Петрович; Прокопьев Афанасий Прокопьевич; Прокопьев Иван Прокопьевич; Прокопьев Осип Прокопьевич; Степанов Петр Степанович; Тимофеев Дмитрий Тимофеевич; Трофимов Данил Трофимович; Трофимов Петр Трофимович; Филиппов Александр Филиппович; Филиппов Арсентий Филиппович; Федоров Георгий Федорович; Федоров Иван Федорович; Федоров Платон Федорович; Федотов Павел Федотович.
Архивсенчи хутсем ҫирӗплетеҫҫӗ // Ӑсан Уҫӑпӗ. Алексеев, О. А. Савнӑ енӗм, тӑван ялӑм — Санькасси. — Кӳкеҫ: издательство ҫурчӗ, 1999. — 26 с.
Хӑрах куҫлӑ Иван Иванович Иван Никифоровича тӗртсе ячӗ, кӑшт тӳрменрех пулчӗ те вӑл тӗртни, ҫапах та Иван Иванович тӑнӑ ҫӗрелле тӗкрӗ-ха вӑл, городничий те Иван Ивановича хускатрӗ, анчах вӑл вара пачах урӑх еннелле тӗртрӗ, городничийӗн суранлӑ ури итлемерӗ-ҫке, вӑл ӑна ытла аякка сулӑнтарса пусрӗ, ҫавӑн чухне ун ури нимӗнле командӑна та итлесшӗн пулмарӗ, юри тунӑ пекех, пачах хирӗҫле енне, таҫта ҫити аякка ярса пусрӗ (ку ӗнтӗ сӗтел ҫинче тӗрлӗ ҫырла эрехӗсем ытла нумай пулнинчен те килчӗ пулмалла), Иван Иванович вара хӗрлӗ платьеллӗ майра ҫинех ӳкрӗ, леш, хӑй, ҫаксене курасшӑн хӗрӗнсе, шӑпах варрине пырса тӑнӑ, ҫакӑн пек пулса пыни вара ырра пӗлтермерӗ.
VII сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Вӗсем: Петр Дмитриевич Кузьмин /Элекҫей Тимеш/, Мария Деомидовна Абрамова /Елчӗк/, Николай Васильевич Христофоров /Анатри Тимеш/, Петр Михайлович Михайлов /Хӗрлӗҫыр/, Василий Иванович Волков, Илья Степанович Волков /Чӑваш Тӑрӑм/, Александр Иванович Синицын, Василий Алексеевич Сядуков, Виктор Иванович Беляев /Аслӑ Таяпа/, Николай Поликарпович Поликарпов /Кӗҫӗн Шӑхаль/, Аркадий Иванович Пупин /Турхан/, Александр Дмитриевич Пчелов /Исемпел/, Тихон Григорьевич Табаков /Энтепе/, Арсений Алексеевич Лисицын /Кивӗ Арланкасси/, Лидия Владимировна Баринова /Питтӗпел/, Николай Васильевич Евстафьев, Ольга Васильевна Васильева /Тӗмер/, Василий Александрович Кузьмин /Хӑвӑлҫырма/, Иван Алексеевич Алексеев /Кармал/, Петр Алексеевич Печков /Аслӑ Елчӗк/, Василий Петрович Петров /Таяпа Энтри/, Николай Сергеевич Казначеев /Вӑрӑмхӑва/, Лидия Константиновна Сидорова /Шӑмалак/.
Ҫав ҫулсен мухтавӗ сӳнмӗ // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.11
Тепӗр кунне, ирех, икӗ Иванович (Тихон Иванович бухгалтерпа Сергей Иванович председателе ялта кӗскен ҫапла чӗнеҫҫӗ) тӗл пулса лайӑх канашларӗҫ, вара виҫӗ ҫынран комисси турӗҫ.
X сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Городничий хайхискер, куҫ хӗсрӗ те, Иван Иванович, ку Иван Иванович мар, леш хӑрах куҫли, Иван Никифорович хыҫне пырса тӑчӗ, городничий Иван Иванович ҫумне тӑчӗ, унтан иккӗшне те хыҫалтан пӗр-пӗрин патнелле тӗртме тытӑнчӗҫ, вӗсене хире-хирӗҫ тӑратса пӗр-пӗрне алӑ памасӑр уйӑрас мар тесех шутланӑччӗ.
VII сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Юлашкинчен Иван Иванович, леш Иван Ивановичӗ мар, тепри, хӑрах куҫли, каласа ячӗ: «темӗн тӗлӗнмелле тухать-ха маншӑн, терӗ (хӑрах куҫлӑ Иван Иванович яланах хӑйне хӑй тӑрӑхласа калаҫма юратать), манӑн сылтӑм куҫӑм кунта Иван Никифорович Довгочхун господина курмасть-ха», терӗ.
VI сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Акӑ эпӗ сире унта кам-кам пуррине пурне те каласа парам: Тарас Тарасович, Евпл Акинфович, Евтихий Евтихиевич, Иван Иванович, леш Иван Иванович мар, — тепри, Савва Гаврилович, хамӑр Иван Иванович, Елевферий Елевфериевич, Макар Назарович, Фома Григорьевич…
VI сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Ваҫиле ывӑлӗ, Анатолий Иванович Кузнецов паллӑ юрист, кӗҫӗнни, Вениамин Иванович самолетсен перспективлӑ конструкторӗ пулса тӑнӑ.
Эпилог // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Лайӑх хутӑштарсан, Тихон Иванович мар, Картлӑ Иванович килсе тӗрӗслесен те пӗлес ҫук.
XXV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Ачисем пурте вӗреннӗ ҫынсем пулнӑ: Ольга Ивановна — педагог, Раҫҫей Федерацийӗн пӗтӗмӗшле вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ; Иван Иванович Мускавра космонавтсен отрядӗнче ӗҫленӗ, Анна Ивановна бухгалтерта вӑй хунӑ, Надежда Ивановна — тӑван колхозра, Георгий Иванович — инженерта.
Геннадий Иванович Воронцов - педагог, чӑваш литературин ӑсчахӗ // Виктория ВАЗЯКОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11166 ... rin-schakh
— Эпир ун пек тума памастпӑр, Джон Иванович, — терӗ ӑна хирӗҫ пристав, — пирӗн ҫине шанма пултаратӑр Джон Иванович.— Мы не допустим этого, Джон Иванович, — сказал пристав, — можете быть уверены, Джон Иванович.
1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Ҫав сӑмаха ҫын курман чухне илтнӗшӗн те Иван Иванович, хӑйне хӑй манса, тем пек ҫиленсе кайрӗ иккен те, — ун пек ҫиленнӗ ҫынна курмашкӑн турӑ ҫеҫ ан пӳртӗр, — халь ӗнтӗ хӑвӑрах шутласа пӑхӑр-ха, юратнӑ вулакансем, пӗтӗм хӑнасем умӗнче, вӗсен умӗнче Иван Иванович юри килӗшӳллӗ пуласшӑн тӑрӑшсаччӗ-ха, ҫавсем умӗнче ҫак ҫапса пӑрахас пек усал сӑмах илтни мӗнле мӑшкӑл?
VII сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Судья Иван Ивановича тӗксе ярсанах хӑрах куҫлӑ Иван Иванович та, Иван Никифоровича пӗтӗм вӑйӗ ҫитнӗ таран тӗртсе ячӗ, лешин ҫинчен вара пӳрт ҫивиттинчен ҫумӑр шывӗ юхнӑ пек тар юхать.
VII сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Городничий хӑрах куҫлӑ Иван Ивановичпа ҫавӑн ҫинчен заклад хурса тупӑшма хатӗр пулнӑ, анчах хӑрах куҫлӑ Иван Иванович городничие заклада хӑйӗн суранлӑ урине хума сӗннӗ, вӑл тата, хӑй енчен, курман куҫне хума пулсан, килӗшсе татӑлайман; апла калаҫни городничие кӑшт кӳрентернӗ те пулас, хӑнисем вӑрттӑн кулкаласа та илнӗ.
VII сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Вара пӗтӗмпех урӑхла май пулса тухрӗ: кӳршӗ йытти теплерен картишне пырса кӗрсен, ӑна мӗн лекнӗ, ҫавӑнпа пенӗ, ача-пӑчасем хӳме урлӑ каҫса кӗрсен, кӑшкӑрса та макӑрса, килне ҫитсен кӗписене тавӑрса, ҫурӑмӗ ҫинчи хулӑ йӗрӗсене кӑтартнӑ; леш кинемейӗ те, пӗрре Иван Иванович унтан тем ҫинчен ыйтса пӗлес тенӗ чух, ҫав тери киревсӗр хӑтланнӑ, вара Иван Иванович, хӑй питех те йӗркелӗскер, сура-сура: «Ах, путсӗр карчӑк! хӑй улпутӗнчен те путсӗртерех!» тесе ҫеҫ юлнӑ.
III сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Унччен вӑл, яланах чи малтан виттине кӗрсе тухатчӗ, кӗсри утӑ ҫинипе ҫименнине пӑхатчӗ (Иван Ивановичӑн кӗсри хӑла, хушка ҫамкаллӑ. Питӗ элчӗ лаша. ); унтан кӑрккисене апат паратчӗ, унтан сысни ҫурисене хӑй аллинчен апат ҫитеретчӗ, вара тин пӳртне кӗретчӗ те е, йывӑҫ каскаласа, савӑт-сапа тума тытӑнатчӗ (йывӑҫран тӗрлӗ япаласем тума ӑста вӑл, токарьсенчен кая мар тӑвать), с Любий, Гарий тата Попов типографийӗнче ҫапӑнса тухнӑ кӗнекене вулама ларатчӗ (ҫав кӗнекен ятне Иван Иванович астумасть, мӗншӗн тесен Гапка тахҫанах ун питне вӑтӑрса илнӗ те ачине выляма панӑ пулнӑ), е тата аслӑк айӗнче канса выртатчӗ.
III сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
«Ку тата мӗне пӗлтертӗр!» шухӑшларӗ Иван Иванович «эпӗ нихҫан та Иван Никифорович пӑшалне курманччӗ. Мӗнле-ха вӑл апла? Перессе пемест хӑй, пӑшал тытать! Мӗн тума кирлӗ вӑл ӑна? Пӑшалӗ хӳхӗм вара! Эпӗ тахҫанах ҫавӑн пеккине тупасшӑн ӗмӗтленеттӗм. Питех те хамӑн тӑвас килет ҫав пӑшала: унпа ашкӑнкалама юрататӑп эпӗ. Эй, итле-ха, эс!» кӑшкӑрса ячӗ Иван Иванович, кинемее кӑчӑк туртса.
II сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Иван Иванович та, Иван Никифорович пекех, пӑрҫа ҫыртнине ытла юратмасть, ҫавӑншӑнах Иван Иванович та, Иван Никифорович та тавар сутса ҫӳрекен жида курсан, ниепле те ахаль ирттерсе ямаҫҫӗ, малтан ӑна хытӑ кӑна ятласа илеҫҫӗ, унтан пӑрҫа пӗтерекен тӗрлӗ элексирсем туянаҫҫӗ.
I сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Вахнов чӗрине хытарса Иван Иванович хыҫҫӑн коридоралла тухрӗ, анчах класс алӑкӗ хупӑннӑ хыҫҫӑн Иван Ивановичпа куҫа-куҫӑн тӑрса юлсанах, вӑя нумай шухӑшламасӑр чӗркуҫленсе тӑчӗ те тилмӗрме тытӑнчӗ:
Элекҫӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Шубин сайра хутра Увар Ивановичпа ҫыру ҫӳретет; пӗр Увар Иванович ҫеҫ унчченхинчен ним чухлӗ те улшӑнман.Шубин изредка переписывается с Уваром Ивановичем, который один нисколько и ни в чем не изменился.
XXXV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.