Шырав
Шырав ĕçĕ:
36. Иаков, ашшӗ, вӗсене каланӑ: эсир мана ачамсемсӗр тӑратса хӑвартӑр: Иосиф ҫук, Симеон та ҫук, Вениамина та илсе каяс тетӗр, — ӗнтӗ пӗтӗм инкек манӑн пуҫӑм ҫине! тенӗ.
Пулт 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Вӗсем Иаков патне, хӑйсен ашшӗ патне, Ханаан ҫӗрне ҫитнӗ те хӑйсем мӗн курнине пурне те ӑна каласа панӑ, вӗсем каланӑ: 30. ҫав ҫӗрте пуҫ пулса тӑраканӗ пирӗнпе сиввӗн калаҫрӗ, пире ҫав ҫӗре вӑрттӑн пӑхса ҫӳрекенсем вырӑнне хучӗ.
Пулт 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вара Иосифӑн вунӑ пиччӗшӗ Египета тырӑ туянма тухса кайнӑ, 4. Вениамина, Иосифӑн шӑллӗне, Иаков унӑн пиччӗшӗсемпе пӗрле яман, вӑл: ӑна инкек-мӗн ан пултӑр, тенӗ.
Пулт 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иаков Египетра тырӑ пур тенине пӗлнӗ те вӑл хӑйӗн ывӑлӗсене каланӑ: эсир мӗн пӑхса тӑратӑр? тенӗ.1. И узнал Иаков, что в Египте есть хлеб, и сказал Иаков сыновьям своим: что вы смотрите?
Пулт 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Иаков, хӑйӗн тумтирне ҫурса пӑрахса, хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса янӑ, ывӑлӗшӗн нумай кун йӗрсе пурӑннӑ.
Пулт 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иаков хӑйӗн ашшӗ [Исаак] ҫӳренӗ ҫӗрте, Ханаан ҫӗрӗнче, пурӑннӑ.1. Иаков жил в земле странствования отца своего [Исаака], в земле Ханаанской.
Пулт 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Исав хӑйӗн арӑмӗсене, ывӑлӗсене, хӗрӗсене, хӑйӗн килӗнчи мӗнпур ҫыннине, хӑйӗн [мӗнпур] кӗтӗвне, мӗнпур выльӑхӗ-чӗрлӗхне, Ханаан ҫӗрӗнче пухнӑ мӗнпур пурлӑхне илнӗ те хӑйӗн Иаков шӑллӗ патӗнчен урӑх ҫӗре куҫса кайнӑ, 7. мӗншӗн тесессӗн пурлӑхӗ ҫав тӗрлӗ нумай пулнипе вӗсем пӗрле пурӑнма пултарайман, кӗтӗвӗсем питӗ йышлӑ пулнипе вӗсем хӑйсем ҫӳрекен ҫӗрсенче шӑнӑҫайман.
Пулт 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Исаак питех те ватӑлса, тӑраничченех пурӑнса ҫитсе вилнӗ, вилсе канӑҫлӑ халӑхӗпе пӗрлешнӗ; ӑна хӑйӗн ывӑлӗсем Исавпа Иаков пытарнӑ.
Пулт 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Иаков хӑйӗн ашшӗ Исаак патне, [вӑл ун чухне сывӑ пулнӑ,] Кириаф-Арба теекен вырӑна — урӑхла каласассӑн, ку [Ханаан ҫӗрӗнчи] Хеврон пулать — Мамре патне, Авраампа Исаак ҫӳренӗ ҫӗре ҫитнӗ.
Пулт 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Иаков унӑн тупӑклӑхӗ тӗлне палӑк лартса хӑварнӑ.
Пулт 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Хӑйпе [Турӑ] калаҫнӑ вырӑна Иаков палӑк лартса хӑварнӑ, ӑна чулран туса лартнӑ, ун ҫине эрех юхтарнӑ, ун ҫине ҫу юхтарнӑ; 15. хӑйпе Турӑ калаҫнӑ вырӑна Иаков Вефиль тесе ят панӑ.
Пулт 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Месопотамирен таврӑнсассӑн, Иакова [Лузра] Турӑ курӑннӑ, ӑна пилленӗ, 10. Турӑ ӑна каланӑ: санӑн яту Иаков; паянтан вара эсӗ Иаков ятлӑ пулмӑн, санӑн яту Израиль пулӗ, тенӗ.
Пулт 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫавӑн чухне Девора, Ревеккӑна ӗмӗртсе ӳстернӗскер, вилнӗ, ӑна Вефильрен анатарах, юман айне, пытарнӑ, Иаков ӑна хӳхлев юманӗ тесе ят хунӑ.
Пулт 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Иаков хӑй те, унпа пӗрле пулнӑ пур ҫын та Ханаан ҫӗрӗнчи Луз хулине — урӑхла каласан, Вефиль текен вырӑна — пырса ҫитнӗ, 7. вӑл унта парне вырӑнӗ туса лартнӑ, вара ҫак вырӑна Эл-Вефиль тесе ят панӑ, мӗншӗн тесессӗн хӑйӗн пиччӗшӗнчен [Исавран] тарнӑ чухне ӑна ҫакӑнта Турӑ курӑннӑ.
Пулт 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Таврари хуласем Турӑран сехӗрленсе тӑнӑ, ҫавӑнпа вӗсем Иаков ывӑлӗсене хӑваламан.И был ужас Божий на окрестных городах, и не преследовали сынов Иаковлевых.
Пулт 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вара хӑйсен аллинчи мӗнпур ют турӑсене, хӑлхинчи алкисене Иакова панӑ; Иаков вӗсене Сихем ҫывӑхӗнчи юман айне алтса пытарнӑ.
Пулт 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Иаков хӑйӗн кил-йышне, хӑйпе пӗрле пынӑ ҫынсене пурне те каланӑ: хӑвӑр аллӑрти ют турӑсене пӑрахӑр та тасалӑр, тумтирӗре улӑштарӑр; 3. тӑрар та Вефиле каяр; хӗн-асапӑм кунӗнче хама илтнӗ, эпӗ ҫӳренӗ ҫул ҫинче манпа пӗрле пулнӑ [тата мана сыхӑ усранӑ] Туррӑмшӑн парне вырӑнӗ тӑвӑп.
Пулт 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Иаков Симеонпа Левие каланӑ: ҫак ҫӗрти ҫынсене [пурне те], ханаансемпе ферезейсене, мана курайми туса, эсир мана тарӑхтартӑр.
Пулт 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Иаков ывӑлӗсем ӗнтӗ вӗлернӗ ҫынсем патне пынӑ та хӑйсен йӑмӑкне [Динӑна] мӑшкӑл кӑтартнӑшӑн хулине ҫаратса тухнӑ.27. Сыновья Иакова пришли к убитым и разграбили город за то, что обесчестили [Дину] сестру их.
Пулт 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Каччӑ ҫак ӗҫе вӑраха яман, мӗншӗн тесессӗн вӑл Иаков хӗрне юратнӑ.19. Юноша не умедлил исполнить это, потому что любил дочь Иакова.
Пулт 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.