Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫак пӳлӗм е пӗчӗк зал, пӗртен пӗр люстрӑн шуранка тӗксӗм ҫутипе, — ку ӳпӗнтернӗ конус евӗр ҫакӑнса тӑракан янкӑр таса шарсен чӑн-чӑн ахах-мерчен пуххи, — мана хӑй ҫине куҫ илтерми пӑхтарать; эпӗ унӑн селӗм хӑтлӑхне киленсе сӑнатӑп, акӑ ман хыҫра тата мӗн те-тӗр ҫук-ши тесе ҫаврӑнса пӑхрӑм та куратӑп: Дюрок кресло ҫинчен ҫӗкленчӗ, аллине алӑк еннелле тӑсрӗ; унта алӑк йӗрӗ тӗлӗнче шурӑ кӗпеллӗ пиҫӗ хӗр чарӑнса тӑнӑ, сӑнӗ ҫунать, анчах лӑпкӑ, малалла тӳп-тӳррӗн, хӑюллӑн ярса пусрӗ.
XVIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Сӑн ӳкӗм йӗрӗ, зал урайӗпе тата колоннӑсен хыҫӗнчен ҫиҫкӗнекен талккӑшсен урайӗсемпе пӗр шайра пулнӑ май, курӑнӑш никӗсне сывлӑшра сарса тухнӑ кавирсен мӗлкелӗхӗ евӗр.
XVIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Пирӗн йӗри-тавра — хура мрамор колоннадӑсем, зал пулнӑскерӗн урайӗнче тӑватӑ кӗтеслӗ суя хушӑра — ҫирӗм фут сарлакӑш куҫ кӗски, унӑн янкӑр таса тарӑнӑшӗнче хайхи мрамор сӑнланнӑ.
XVIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Маншӑн зал юмахрилле колоннадӑсен хушшипе ҫӳлелле ҫӗкленсе ывӑтӑннӑн сӑнарланчӗ.Мне казалось, что зала взметнулась на высоту, среди сказочных колоннад.
XVIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Сисӗни-сисӗнми ҫак хусканӑва пӑхӑнса зал стенисем йӗри-таврах, тӑруках маччаран уйрӑлчӗҫ, — ҫӳлте халӗ пуш-пушӑ, ҫутӑ йӗр, — урайнелле вирхӗнчӗҫ те ҫухалчӗҫ.
XVII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Ултӑ люстра пӗр йӗрпе ҫакӑнса тӑрать, — мачча варри, люстрӑсен хушшисем тата зал кӗтесӗсем капӑр ӳкерчӗксемпе йӑлтӑртатаҫҫӗ.
XVII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Пӗрремӗш зал капашсӑр анлӑ, иккӗмӗшне вара чӑннипех капмар тейӗттӗм.Если была очень велика первая зала, то эту я могу назвать по праву — громадной.
XVII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Эпӗ ҫаврӑнтӑм та пӗрремӗш хут ирӗклӗн сывласа ятӑм, чӗтрекен павлинсен хушшинчи тискер мустанг пек пӗтӗм общество витӗр утса тухрӑм та кӗтесре вырӑн тупса лартӑм; унтан пӗтӗм зал курӑнать, кунта мана шухӑшлама никам та чӑрмантармасть.
XVI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Эпӗ шикленсе ӳкрӗм, самаях шикленсен — паркет варринче тунката пек чарӑнса тӑтӑм; йӗри-тавра — капмар, чӑн-чӑн инҫетлӗ зал, унта калама ҫук капӑр бал кӗписем, фраксем тӑхӑннӑ хӗрарӑмсемпе арҫынсем — питӗ пысӑк йыш — унталла-кунталла кумаҫҫӗ.
XVI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Ҫавра зал, чечек пек черченкӗ, янкӑр ҫутӑ кантӑксем йӑлтӑртатаҫҫӗ; пите-питӗн тӑрса пӗр-пӗринчен шӑтарасла тирӗнтӗмӗр: кашни хӑйӗншӗн чӗрӗ ҫӗнӗ чун ҫине.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Тӗлӗннӗ куравҫӑсене асӑрхаманла Комон темиҫе зал урлӑ чупса иртрӗ; акӑ чи вӑрӑм, кукӑр-макӑр, ӗнтрӗклӗ, нумай-нумай япала купаласа-тӑратса-хурса тултарнӑ витринӑна вирхӗнсе кӗчӗ; кунта — сентресем, хӗҫ-пӑшалпа хӳтлӗх-питлӗх, мумисен пысӑк ҫарӗ, театр кулисисем евӗр ширмӑсем; ҫак ширмӑсенчи тӗттӗм пархӑт ҫинче — илемлӗ йӑлтӑравлӑ кольчугӑсем, латӑсем, шлемсем, чӗр куҫҫи хӳтлӗхӗсем, пуртӑсем, ухӑсемпе ҫӗмренсем, арбалетсем, хӗҫсемпе палашсем, кинжалсем, ҫӗҫӗсем.
II. Мӑн асаттесене сумсӑрлатни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 287–291 с.
Вӑл сӑмаха хӗрачасем вӗренекен гимназинче халӑх пуххинче вуласа пачӗҫ те, ҫур зал йӗре пуҫларӗ.Ее когда на общем собрании в женской гимназии читали, так ползала плакало.
I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Палламан ҫын зал варринелле куҫрӗ:
VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
— Кур, — терӗ Хонс зал капӑрлӑхне кӑтартса, — ҫутӑ… унӑн элчелсӗр килӗшӳлӗхӗ.— Смотри, — сказал Хонс, показывая отделку залы, — необычайная гармония света.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 331–337 с.
Гладиаторсем урсах кайрӗҫ, зал юнпа тата вил ӳтсемпе тулчӗ.
Гладиаторсем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 93–97 с.
Тильс вӗҫлеме ниепле те хӑюлӑх ҫитереймерӗ, — ҫак савӑк буфетра, капӑр чечеклӗ, хитре савӑт-сапаллӑ ҫӗрте хӗрарӑм пӗтӗм зал илтмелле, ухмаха ернӗн кӑшкӑрни питех те килӗшӳсӗр пулӗччӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 405–414 с.
Гнор халӗ ларакан пӳлӗм чи лайӑх кунсене кӑларса тӑратрӗ: каҫхи сӗмлӗх тӗслӗ лутра сӗтел-пукан, шуранка стенасем, шухӑша путнӑ каҫхи чӳрече, кӳршӗ зал ҫути ытамланӑ ҫурма уҫӑ портьера — ун пекех, теме кӗтнипе хутланса ларса, хускалми чирлӗ пурнӑҫпа пурӑнать.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Алӑк каррине сирсен Аян умне пысӑк лапам-тӳрем евӗр зал тухса тӑчӗ; инҫетре татах алӑксем курӑнаҫҫӗ; пысӑк чӳречесенчен ҫутӑ пушӑлӑха витӗрех ҫапса хӗвелӗн хаваслӑ ҫумӑрӗ пӗрӗхет.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Президиумӑн ҫӳллӗ сӗтелӗ умӗнче тӑракан трибуна патне зал хӗрринчи тенкел ҫинчен улпутла тумланнӑ, самӑр питлӗ ҫын тӑрса васкаса утса пырать.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Кӗленче маччаллӑ аслӑ зал ӑшӗнче — пӑс мӑкӑрланать, вӑйсӑр ҫутӑ ҫутатать…
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.