Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Епифанов (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хальхи вӑхӑтра «Транспортник» тулли мар яваплӑ пӗрлӗх ӗҫченӗсем Цветочная, Ф. Григорьев, Ҫӗнтерӗве 40 ҫул тата Епифанов урамӗсенчи ҫуртсен таврашӗсене хӑтлӑлатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуртсен картишӗсене юсаҫҫӗ, мемориал комплексӗ тӑваҫҫӗ // Артемий МЯСНИКОВ. http://kanashen.ru/2023/07/21/c%d1%83%d1 ... %bc%d0%bf/

Атте, кирек мӗне те шӳте ҫавӑрма юратаканскер, Петр Васильевича темӗншӗн полковник тесе чӗнетчӗ, пӗррехинче ман умра Епифанов, кӳреннипе хӗрелсе кайса, ытти чухнехинчен те тытӑнчӑклӑрах сасӑпа: эпӗ по-по-по-полковник мар, по-по-по-по-ручик, терӗ пулин те, атте ӑна пилӗк минутран каллех полковник тесе чӗнчӗ.

Папа, с своею склонностию из всего делать шутку, называл Петра Васильевича почему-то полковником и, несмотря на то, что Епифанов при мне раз, хуже чем обыкновенно заикнувшись и покраснев от досады, заметил, что он не по-по-по-полковник, а по-по-по-ручик, папа через пять минут назвал его опять полковником.

XXXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Епифанов аттепе пӗрле ҫӳренине эпӗ кайран час-час куртӑм.

Я потом часто видал папа с Епифановым.

XXXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Анчах Епифанов хӑнк та тумарӗ, кула-кула ҫех калаҫрӗ:

Но Епифанов смеялся и говорил:

XVIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

— Завальене! — кӑшкӑрчӗ малта ларса пыраканни, Ромашов вара: «Ах, Епифанов поручик-ҫке, ара, ку, — шухӑшларӗ тӗлӗнсе. — Шлейферша патне каятпӑр эпир».

— В Завалье! — крикнул сидевший впереди, и Ромашов с удивлением подумал: «Ах, да ведь это поручик Епифанов. Мы едем к Шлейферше».

XVIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Акӑ, каччи еннелле пач та пӑхман, урисене аран ҫеҫ куҫаркалакан, ним хускалман хулпуҫҫиллӗ, кӳренчӗк те шартламас сӑнлӑ Тальман мӑнаҫлӑн юхса-шуса иртрӗ, унпа юнашар хаваслӑ Епифанов качака таки пеклӗн сиккелерӗ.

Вот проплыла, не глядя на своего кавалера, едва перебирая ногами, с неподвижными плечами и с обиженным видом суровой недотроги величественная Тальман и рядом с ней веселый, скачущий козлом Епифанов.

IX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Тепӗр офицер, Епифанов подпоручик, хӑйӗн тиншӗкне ӑса вырнаҫман ҫав тери чӑкраш ыйтусем пама юрататчӗ, ҫавсене вара хӑй те лайӑххӑн ӑнланса пӗтерейместчӗ пулас.

Другой офицер, подпоручик Епифанов, любил задавать своему денщику мудреные, пожалуй, вряд ли ему самому понятные вопросы.

III // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех