Шырав
Шырав ĕçĕ:
Юри тенӗ пекех, Дымов ҫав вӑхӑтра лав ҫинчен анса пусӑ патне пыракан Егорушкӑна курчӗ; вӑл хыттӑн кулса ячӗ те: — Атьсем, ҫӗрле мучи арҫын ача ҫуратса панӑ! — тесе кӑшкӑрчӗ.
IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Витрине аяла антарсан, хура сухаллӑ Кирюха хырӑмӗпе пус пури ҫине выртрӗ те, лӑсканчӑк пуҫне, хулпуҫҫийӗсене тата кӑкӑрне ҫурри таран тӗксӗм шӑтӑкалла чикрӗ, Егорушкӑна ӗнтӗ унӑн ҫӗре аран-аран перӗнсе тӑракан кӗске урисем ҫеҫ курӑнчӗҫ: пус тӗпӗнче аякра хӑй пуҫӗн мӗлкине асӑрхасан, Кирюха савӑнса кайрӗ те ухмахла хулӑн сасӑпа ахӑлтатма тытӑнчӗ, пус тӗпӗнчен ҫав сасӑсемех ӑна тепре ҫаврӑнса килсе хирӗҫ илтӗнчӗҫ; вӑл тӳрленсе тӑрсан, унӑн пичӗпе мӑйӗ хӑмач пек хӗрелсе ларни курӑнчӗ.
IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Вӑл пӗтӗмпех хӑйӗн шухӑшӗсем ӑшне путнӑччӗ, Вася мар пулсан, Егорушкӑна асӑрхаман та пулӗччӗ.Он был занят своими мыслями, и если бы не Вася, то не заметил бы присутствия Егорушки.
IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Ҫак вӑхӑтра Вася ӑнсӑртран Егорушкӑна курчӗ.
IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Мӗн каласа панисем пурте унӑн пӗр-пӗринпе ҫыхӑнман татӑк-кӗсӗк калаҫусем пулчӗҫ, Егорушкӑна пачах пӑлхантармарӗҫ.
IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Егорушкӑна вӑл хӑйӗн вырӑнӗнче мар пек туйӑнчӗ, мӗншӗн тесен ӗнер ҫурӑм хыҫӗнчен тухнӑччӗ, паян чылай сулахайрахран ҫӗкленет.
IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Такам, ахӑртнех, Дениска пулчӗ пуль, Егорушкӑна ура ҫине тӑратрӗ те ҫавӑтса кайрӗ; утнӑ май ача куҫне кӑштах уҫрӗ, вара хӑйне чуптунӑ хура кӗпеллӗ илемлӗ хӗрарӑма тепре курчӗ.
III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Ҫапла каласа, хӗрарӑм Егорушкӑна икӗ питҫӑмартинчен те чуптурӗ, ача кулса илчӗ, вара, ҫывӑратӑп пуль тесе, куҫне хупрӗ.И дама крепко поцеловала Егорушку в обе щеки, и он улыбнулся и, думая, что спит, закрыл глаза.
III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Егорушка пуҫне силлерӗ, хӑй тавра пӑхса ҫаврӑнчӗ; вӑл Соломон питне лешӗ шӑп кӑна ун енне ҫурма хӑяккӑн тӑнӑ май тата ун вӑрӑм сӑмсин мӗлки пӗтӗм сулахай питҫӑмартийӗ урлӑ ӳкнӗ чух курса юлма ӗлкӗрчӗ; ҫав мӗлкепе хутӑшса кайнӑ ун йӗрӗнчӗк кулли, йӑлтӑртатакан йӗкӗлтевлӗ куҫӗсем, пӗтӗм мӑнкӑмӑллӑ сӑн-сӑпачӗ, тӗкне татнӑ евӗр туйӑнакан кӗлетки — ҫаксем пурте ӗнтӗ халь, мӗлтлете-мӗлтлете те иккӗллӗ курӑна-курӑна, Егорушкӑна пачах та пӗр-пӗр камите мар, тӗлӗкре хӑшпӗр чух курӑнакан усал сывлӑша аса илтерчӗҫ.
III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Кӑштах вӑхӑт иртсен, Егорушкӑна ыйхӑ витӗр Соломон хӑйне пӑвса тӑракан курайманлӑха пула еврейсем ҫинчен епле васкавлӑн та селӗплӗн хӑрӑлтата-хӑрӑлтата калаҫни илтӗнме пуҫларӗ; малтан вӑл вырӑсла тӗрӗсех калаҫрӗ-ха, кайран пӗрре тахҫан палаканра еврейсен пурнӑҫӗ ҫинчен каласа панӑ чухнехи евӗр юриех акцентне палӑртса калаҫма тытӑнчӗ.
III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
— Ме, ачам, — пӗремӗкне Егорушкӑна пачӗ вӑл.
III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Ҫулланса-якалса пӗтнӗ хулӑн вителӗк сирӗлчӗ те, ун айӗнчен питӗ ҫинҫе мӑйлӑ кӑтра пуҫ курӑнчӗ: икӗ хура куҫ йӑлтӑртатса илчӗ, Егорушкӑна тӗлӗнсе сӑнама тытӑнчӗ.
III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Егорушкӑна курсан, унӑн пит-куҫӗ халь-халь йӗрсе ярас ҫын пит-куҫӗ пек пулса тӑчӗ, вӑл йывӑррӑн ахлатса сывларӗ, вара, ӑна-кӑна сиссе юличчен, ача ҫӑварӗ патне пыл сӗрнӗ ҫӑкӑр татӑкӗ илсе пычӗ.
III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Тепӗр чухне ҫакӑн чухлӗ укҫа Егорушкӑна чӑтма ҫук хытӑ тӗлӗнтернӗ пулӗччӗ, вӑл унпа мӗн чухлӗ шушкӑ, канфет-премӗк туянма май пурри ҫинчен шухӑшланӑ пулӗччӗ; халӗ вара вӑл ун ҫине ним пӑлханмасӑр пӑхрӗ, укҫа ҫыххисенчен ҫӗрнӗ панулмипе краҫҫын шӑрши кӗнине туйрӗ.
III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Унӑн куҫӗсемпе кулли тӑрӑх вӑл чӑннипех те такама хытӑ курайманнине, такамран йӗрӗннине ӑнланса илме пулать, анчах ӑна, хӑйпашка та мӗскӗн кӗлеткеллӗскере, ҫакӑ пӗтӗмпех питӗ килӗшмест, ҫавӑнпа та Егорушкӑна ку йӑлтах юри тунӑ камит пек, хаклӑ хӑнасене култарас тенипе ҫеҫ Соломон ҫавнашкал йӗрӗнчӗклӗн пӑхнӑ пек туйӑнать.
III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Вӑл куҫ хӗссе илчӗ те, вара, хӑрах уран хӑй мӗн чухлӗ кирлӗ, ҫавӑн чухлӗ инҫе сикме пултарнине кӑтартасшӑн пулса, Егорушкӑна ҫул тӑрӑх сиксе кайса каялла кӳме патне таврӑнма сӗнчӗ.
II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Турӑ Егорушкӑна, кӳмепе лашасене сывлӑшра, ҫак сӑртлӑхсем евӗр, йӑлтах чуллантарса лартса, ӗмӗрлӗхех кунта хӑварасшӑн мар-ши?
II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Егорушкӑна ҫӗнӗрен кичем пулса кайрӗ.
II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
— Асту, лашасене такам ҫавӑтса ан кайтӑр! — терӗ те вӑл Егорушкӑна ҫавӑнтах ҫывӑрса та кайрӗ.— Поглядывай, чтоб кто коней не увел! — сказал он Егорушке и тотчас же заснул.
II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Чиркӳ ҫыннине килӗшмен ҫак тумтирпе вӑл, вӑрӑм ҫӳҫлӗ те сухаллӑскер, Егорушкӑна чӑн-чӑн Ро6инзон Крузе пекех туйӑнса кайрӗ.