Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Дунаев (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Айсберг ҫине мачта тирсе лартрӑмӑр, мачта ҫине ялав ҫӗклерӗмӗр, Дунаев курсан, вӑл та пӗр-пӗр пӑр ҫине хӑпарса лартӑр, терӗмӗр.

Забравшись на айсберг, мы воткнули в его вершину мачту и подняли флаг в надежде, что если Дунаев увидит его, то догадается тоже взобраться на какую-нибудь льдину.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Дунаев, хушнине итлесе, утса кайсан тата ун хыҫӗнчен: «Такан-ха, мана, такӑн!» — тесе кӑшкӑрчӗҫ.

Когда Дунаев покорно пошёл, то ему ещё вдогонку закричали: «Позапинайся у меня, позапинайся!»

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Халӗ ӗнтӗ эпир тепӗр «кандидат» Дунаев ҫине ҫиленсе пӑхнӑ пек пулатпӑр.

Как будто и враждебно поглядывали мы теперь на следующего «кандидата», на Дунаева.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Дунаев хӑть мана Нильспа Корольков пек тарӑхтармасть.

Дунаев хотя не раздражает меня, как Нильс и Корольков.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Паян Дунаев хыҫӗнчен утса, эпӗ вӑл юн сурнине куртӑм.

Сегодня, идя по следам Дунаева, я обратил внимание, что он плюёт кровью.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Уйрӑмах Женя Дунаев, Дима Петрянкин, Игорь Ермолаев, Дима Алимасов, Саша Люнгин тата ыттисем те яланах малтисен шутӗнче, медальсем ҫӗнсе илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ кӑмӑллӑ, тӗслӗхлӗ юлташ // Виталий ВАСИЛЬЕВ. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех