Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Динӑна (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Виталий Динӑна пӑркӑчласах лартнӑ, хӗрӗнкӗ Ҫӑварӗпе хӗр, тутине шырать:

Виталий прижал Дину, пьяными губами искал губы девушки:

2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Динӑна пӑчӑ.

Дине стало жарко.

2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— А-арӑ-ӑм?! — сасартӑках Динӑна кулӑшла та ирсӗррӗн туйӑнса каять ку шухӑш.

— Женой?! — задохнулась от гнева Дина.

2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Хвеччис, ывӑлӗн сӑмахӗпе килӗшсе, йӑл-л кулчӗ те, Динӑна ҫурӑмӗнчен лӑп-лӑп лӑпкаса хӑварса, тепре калаттарасса кӗтмесӗр, пӳртрен вӑшт ҫеҫ тухса ҫухалчӗ.

Хвечис, согласившись со словами сына, улыбнулась, похлопала Дину по спине и, не дожидаясь повторной просьбы, проворно выскользнула из дома.

2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Виталий, Динӑна халь тин пуҫласа курнӑн, хӗре чӑр-р пӑхрӗ те ҫулне пӳлчӗ.

Виталий, будто видя Дину впервые, посмотрел на девушку и преградил дорогу.

2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Эс тата ӑҫталла капла, хӗрӗм, япалан йӗрки пурун, чим-ха, — Динӑна хулӗнчен ҫатӑр-р пырса тытрӗ хӗрарӑм.

— А ты куда, доченька, у вещей есть порядок, подожди, — женщина взяла Дину за руку.

2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Динӑна та, Августинӑна, ӳсӗр йӑслав йӗклентермеллипех йӗклентерсе ҫитерчӗ.

И Дине, Августине, до тошноты надоел пьяный шум.

2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Хвеччис та, Дина ҫумне сӑвӑс пекех лат ҫыпҫӑнса ларса ӑна хӑй епле качча тухнисем-мӗнсем ҫинчен илемлӗ халап каласа кӑтартаканскер, хӗрӗн ташлама кӑмӑлӗ ҫуккине кура (Турчӑка Кули шавланӑ хушӑра чее хӗрарӑм Динӑна шала, чаршав хыҫне, илсе кӗме ӑс ҫитерчӗ), урӑм-сурӑм яш-кӗрӗме каялла, сикки сикнӗ ҫӗре, хӳтерсех кӑларса ячӗ:

Хвечис увлекла девушку в другую комнату, усадила на пышно взбитую кровать, включила телевизор, кто-то попытался пролезть в дверь, но Хвечис решительно выдворила пьяных парней:

2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

«Атьӑр-ха, Динӑна та ташлаттарар, курар ҫӗнӗ ҫын йӑкӑш-йӑкӑшне!» — хӗр патне виҫҫен тан таплаттарса пычӗҫ те, — лешӗ шат та пат килӗшмерӗ кусен кӑмӑлӗпе.

— Дину, Дину в круг давайте, посмотрим, как пляшет невеста, не хромушку ли в дом берете! — к Дине подошли сразу трое, приглашая на танец, но она отказалась.

2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

27. Иаков ывӑлӗсем ӗнтӗ вӗлернӗ ҫынсем патне пынӑ та хӑйсен йӑмӑкне [Динӑна] мӑшкӑл кӑтартнӑшӑн хулине ҫаратса тухнӑ.

27. Сыновья Иакова пришли к убитым и разграбили город за то, что обесчестили [Дину] сестру их.

Пулт 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. Виҫҫӗмӗш кунне, вӗсем чирлесе выртнӑ чухне, Иаковӑн икӗ ывӑлӗ — Симеонпа Левий, Дина пиччӗшӗсем — хӑйсен хӗҫне илнӗ те, хулана хӑюллӑн пырса кӗрсе, мӗнпур арҫыннине вӗлерсе тухнӑ; 26. Еммора хӑйне те, унӑн ывӑлне Сихема та хӗҫпе касса вӗлернӗ; Динӑна Сихем ҫуртӗнчен илсе тухса кайнӑ.

25. На третий день, когда они были в болезни, два сына Иакова, Симеон и Левий, братья Динины, взяли каждый свой меч, и смело напали на город, и умертвили весь мужеский пол; 26. и самого Еммора и Сихема, сына его, убили мечом; и взяли Дину из дома Сихемова и вышли.

Пулт 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Иаков ывӑлӗсем Сихемпа унӑн ашшӗне Еммора чееленсе хуравланӑ; вӗсем Сихем хӑйсен йӑмӑкне Динӑна мӑшкӑл кӑтартнӑшӑн ҫапла калаҫнӑ; 14. [Симеонпа Левий — Дина пиччӗшӗсем, Лия ывӑлӗсем —] вӗсене каланӑ: эпир апла тӑваймастпӑр, ӳт кастарман ҫынна хамӑр йӑмӑкӑмӑра параймастпӑр, ку пирӗншӗн мӑшкӑл шутланать; 15. эсир пирӗн пек пулсассӑн ҫеҫ, сирӗн те пур арҫыннӑр та ӳт кастарсассӑн ҫеҫ, эпир сирӗнпе тату тума, [сирӗн патӑра вырӑнаҫма] пултаратпӑр; 16. вара хамӑр хӗрсене сире качча пара пуҫлӑпӑр, сирӗн хӗрӗрсене хамӑр валли илӗпӗр, сирӗнпе пӗрле пурӑнӑпӑр, пӗр халӑх пулса тӑрӑпӑр; 17. эхер те ӳт касас тӗлӗшӗнчен пире итлемесессӗн, эпир хамӑр хӗре илетпӗр те кунтан пӑрахса каятпӑр, тенӗ.

13. И отвечали сыновья Иакова Сихему и Еммору, отцу его, с лукавством; а говорили так потому, что он обесчестил Дину, сестру их; 14. и сказали им [Симеон и Левий, братья Дины, сыновья Лиины]: не можем этого сделать, выдать сестру нашу за человека, который необрезан, ибо это бесчестно для нас; 15. только на том условии мы согласимся с вами [и поселимся у вас], если вы будете как мы, чтобы и у вас весь мужеский пол был обрезан; 16. и будем отдавать за вас дочерей наших и брать за себя ваших дочерей, и будем жить с вами, и составим один народ; 17. а если не послушаетесь нас в том, чтобы обрезаться, то мы возьмем дочь нашу и удалимся.

Пулт 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Иаков хӑйӗн хӗрне Динӑна [Еммор ывӑлӗ] чыссӑрлани ҫинчен илтнӗ, анчах ывӑлӗсем выльӑх кӗтӗвӗпе пӗрле хирте пулнӑран вӗсем таврӑниччен нимӗн те шарламан.

5. Иаков слышал, что [сын Емморов] обесчестил Дину, дочь его, но как сыновья его были со скотом его в поле, то Иаков молчал, пока не пришли они.

Пулт 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех