Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Демид (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кондрат Майданников, Любишкин, Дубцов, Демид Молчун, Щукарь мучи, Аркашка Менок, Шалый тимӗрҫ, Андрей Разметнов тата ыттисем те вӑрлӑх тыррисене малтанхи кунах турттарса пырса пачӗҫ.

Кондрат Майданников, Любишкин, Дубцов, Демид Молчун, дед Щукарь, Аркашка Менок, кузнец Шалый, Андрей Размётнов и другие привезли зерно в первый же день.

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Мӗн аппаланатӑр эсир ку хӑйӑрпа? — ыйтрӗ Давыдов бригадӑри вӑкӑрсене пӑхма уйӑрнӑ Демид Молчунран.

— Что это вы с песком возитесь? — спросил он у Демида Молчуна, назначенного бригадным воловником.

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпӗ Демид пирки кӑна ыйтӑва ҫутатса патӑм…

Я про Демида засветил вопрос…

21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Мӗнех-ха ӗнтӗ, граждансем, Демид чӗнмесӗр лартӑр, эпир калаҫар, пирӗн вӑл чӗнменшӗн нимӗнле ӗҫ те ҫук.

Что же, гражданы, Демид молчит, а мы будем гутарить, нас это не касаемо.

21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Демид ҫакна: «Ҫук-ҫке, йӑлӑхтарса ҫитертӗн эсӗ мана!» — тесе хурать.

Демид тут говорит ему: «Нету, мол, надоел ты мне!»

21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пуҫне Демид патне, тутӑр айне, чикет те ыйтать хайхискер: «Ара эсӗ чӗлхесӗр мар пуль те?» — тет.

Лезет головой к Демиду под платок, пытает: «Да ты не немой?»

21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Демид каллех нимӗн те чӗнмест.

Демид опять же молчит.

21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Демид Молчун Давыдов ҫине тӗлӗнсе пӑхса илчӗ те шалтан тухакан хулӑн сассипе хуравласа хучӗ:

Демид Молчун удивленно взглянул на Давыдова, ответил нутряным басом:

21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Щукарь мучи Демид Молчунпа заклад хурсах тупӑшнӑ.

Дед Щукарь бился с Демидом Молчуном об заклад.

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Демид Молчун, пуҫне тискер кайӑк пек алӑк хушшинчен кӗрекен ҫиле хирӗҫ хунӑ та, шавлани ан илтӗнтӗр тесе, сӑхман аркипе витнӗ, хыҫалти тенкел айӗнче канлӗн ыйӑха тӑсать.

Демид Молчун мирно спал под лавкой в задних рядах, по-звериному лежа головой на ветер, тянувший из-под дверей, — укутав голову от излишнего шума полой зипуна.

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Демид, чалӑш-чӗлӗшшӗн пускаласа, кивелсе кайнӑ йӗп-йӗпе пушмакӗсемпе хӑй хыҫҫӑн йӗр хӑварса, малти пӳлӗм патнелле утса кайрӗ.

Демид, косолапо ступая, грязня пол мокрыми, изношенными чириками, пошел в горницу.

7-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Халӑх хушшинче Демид ҫинчен, темшӗн-ҫке, вӑл «хӑйӗн ӑсне пӗлекенскер», тенӗ сӑмах ҫӳрет.

Демида почему-то окрестила молва человеком гордым и хитрым, из тех, что «себе на уме».

7-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Демид, ҫӑмламас кӑкӑрне кӑтӑр-катӑр хыҫкаласа, ачалла тӳлек куллипе йӑл кӑна кулса илетчӗ.

Демид только улыбался тихой ребячьей улыбкой, почесывая волосатую грудь.

7-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Демид ҫынсен шӑв-шавне итлеме юратмасть.

Не любил Демид людского гомона.

7-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ҫӗмӗрсе уҫма пирӗн правасем пур-и, тетӗн? — пуҫласа ыйтрӗ Демид Молчун.

— Есть у нас права ломать? — оживляясь, спросил Демид Молчун.

7-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех