Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Дегтярев (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫул ҫинче шутланине йӑлтах халӑх умне кӑларса тӑратрӗ Ҫимун, Николай Дегтярев капитана хӑйӗн ывӑлӗсем курнине ҫеҫ сиктерсе хӑварчӗ, «Ӑна Марьене хӑйне ҫеҫ калӑп», — тесе шутларӗ, ывӑлӗсемпе мухтанать тесе калаҫасран хӑрарӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Николай Дегтярев капитан темерӗн-и?! — ывӑлӗ каланине ӗненмерӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ҫакӑ мар-и эсир пӗлекен Дегтярев? — сӑнӳкерчӗке сӗтел урлӑ мана тыттарчӗ Харис.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Мӗнлескер вӑл, сирӗн ялти Дегтярев? — такам пире калаҫма чарасран хӑранӑ пек, васкаса ыйтать вӑл манран.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Дегтярев Николай Петрович, Капитан.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӗсем кунта лараҫҫӗ паян — Филиппов Володя, Петров Георги, Дегтярев Иван.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫар академийӗн иккӗмӗш курсӗнче вӗренекен Дегтярев капитан акӑ мӗн ҫырнӑччӗ юлашки ҫырӑвӗнче:

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Унта Виталий Родионов, Галина Семёнова профессорсем, филологи наукисен кандидачӗсем Геннадий Дегтярёв, Алевтина Долгова тата Эдуард Лебедев, искусствоведени кандидачӗ Антонина Мордвинова, истори наукисен кандидачӗ Алексей Леонтьев туха калаҫӗҫ.

Там выступят профессора Виталий Родионов, Галина Семёнова, кандидаты филологических наук Геннадий Дегтярёв, Алевтина Долгова и Эдуард Лебедев, кандидат искусствоведения Антонина Мордвинова, кандидат исторических наук Алексей Леонтьев.

Атнер Хусанкайӑн 75 ҫулхине халалласа ҫавра сӗтел иртӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/36371.html

Кӗнекере пичетленнӗ материалсенче Геннадий Дегтярев ҫивӗч ыйтусене хускатнӑ, калаҫупа ҫыру чӗлхинчи тӳнтерле туртӑмсем пуласран асӑрхаттарнӑ, ҫӗнӗ нормӑсем сӗннӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗрсен чиккинчи улшӑнусем // Г.ФЕДОТОВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 5 с.

Г.Дегтярев хӑйӗн кӑларӑмӗнче ҫакнашкал авторсен ӗҫӗсене татӑклӑн сивленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗрсен чиккинчи улшӑнусем // Г.ФЕДОТОВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 5 с.

Ку тӗлӗшпе Геннадий Дегтярев пысӑк ӗҫ тунӑ - ҫак ятсене тишкернӗ, вӗсене вырӑсла-чӑвашла пичетленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗрсен чиккинчи улшӑнусем // Г.ФЕДОТОВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 5 с.

Ҫакна шута илсе Геннадий Дегтярев интернетпа компьютер терминологине тӗплӗ тишкернӗ, ҫак сӑмахсене /вырӑсла, акӑлчанла тата чӑвашла/ кӗнекене кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗрсен чиккинчи улшӑнусем // Г.ФЕДОТОВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 5 с.

Геннадий Дегтярев чӗлхеҫӗ хӑйӗн «Ӗмӗрсен чиккинчи чӑваш чӗлхи» кӗнекинче ҫак тапхӑрта тӑван чӗлхере пулса иртнӗ тӗп ҫӗнӗлӗхсене тишкернӗ.

Языковед Геннадий Дегтярев в своей книге «Чувашский язык на границе веков» изучал основные нововведения, происходившие в родном языке за это время.

Ӗмӗрсен чиккинчи улшӑнусем // Г.ФЕДОТОВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 5 с.

Дегтярев ку хутсене чылайччен пӑса тӑчӗ.

Долго осматривал Дегтярев эти бумажки.

Тавӑру // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7548.html

Дегтярев ваза патне пычӗ те аллине сӳрӗккӗн шалалла чикрӗ…

Дегтярев подошел к вазе и лениво сунул в нее руку…

Тавӑру // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7548.html

Сигара туртнӑ май Дегтярев шӑхӑрса юрласа утать…

Он насвистывал и курил сигару…

Тавӑру // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7548.html

Шӑп та лӑп ултӑ сехетре Дегтярев курӑнса кайрӗ.

Ровно в шесть часов показался Дегтярев.

Тавӑру // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7548.html

Каҫхи апат вӑхӑтӗнче вӑл Дегтярев ҫине лӑпкӑн пӑхма пултараймарӗ, лешӗ вара, юри тенӗ пекех, ҫыпҫӑнчӗ те ыйту хыҫҫӑн ыйту парать: «Выляса илтӗн-и?», «Мӗн-ма ҫав тери салху?»

За ужином он не мог равнодушно видеть физиономию Дегтярева, а тот, как нарочно, неотвязчиво приставал к нему с вопросами: выиграл ли он? отчего он так грустен?

Тавӑру // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7548.html

«Епле путсӗр те иккен ҫав Дегтярев! — хӑйӗн япӑх енӗсене ӑша хывса шухӑшланӑ вӑл.

«Какая же, однако, каналья этот Дегтярев! — думал он, записывая минусы.

Тавӑру // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7548.html

— Апла-тӑк, ӑна юратура ӑнать! — кулса ячӗ Дегтярев.

— Значит, в любви ему везет! — засмеялся Дегтярев.

Тавӑру // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7548.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех