Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Давыдка (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
1892 — 1895 ҫулсенче Гаринӑн умлӑ-хыҫлах «Гимназистсем», «Студентсем» ятлӑ автобиографиллӗ повеҫсем («Детство Темы» кӗнекен малалли пайӗсем), «Ицкӑпа Давыдка», «Каҫ пулас умӗн», «Ҫул ҫинче», «Станцӑра», «Бурлаксем», «Кӗске пурнӑҫ», «Ялти ӳкерчӗксем», «Темиҫе ҫул ял хушшинче» повеҫӗсемпе калавӗсем пичетленсе тухаҫҫӗ.

В 1892-1895 годах Гарин одно за другим публикует автобиографические повести «Гимназисты», «Студенты» (продолжение книги «Детство Темы»), повести и рассказы «Ицка и Давыдка», «Под вечер», «На ходу», «На станции», «Бурлаки», «Короткая жизнь», «Деревенские картинки», «Несколько лет в деревне».

Н. Г. Гарин-Михайловский ҫинчен // Хӗветӗр Уяр. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 158–163 с.

(«Ицкӑпа Давыдка», «Гений», «Вариант» т. ыт. те.)

(«Ицка и Давыдка», «Гений», «Вариант» и др.)

Н. Г. Гарин-Михайловский ҫинчен // Хӗветӗр Уяр. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 158–163 с.

Амӑшӗ кӗскен каласа панинчен вӑл Дон тӑрӑхӗнчи мӗнпур хуторсем восстани пуҫланине, Штокман, Иван Алексеевич, Давыдка тата хуторти милиционерсем юланутпа таҫта тарнине, Филькӑпа Тимофея ӗнер кӑнтӑрлах площадьре вӗлернине пӗлчӗ.

Из короткого рассказа матери понял, что восстали все хутора Обдонья, что Штокман, Иван Алексеевич, Давыдка и милиционеры ускакали, а Фильку и Тимофея убили на площади еще вчера в полдень.

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кулма юратакан Давыдка сӗтел ҫинче шӑнӑр хутлатса лартнӑ пек йӑваланчӗ.

Смешливый Давыдка в судорогах катался по столу.

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Давыдка телей хутаҫҫи тупнӑ пек йӑл-ял кулкалать…

Давыдка смеется, будто железку нашел…

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Малти пӳлӗмре хурал аллинче Иван Алексеевич, мазутпа вараланса пӗтнӗ аллисене ҫума та ӗлкӗрейменскер, айӑплӑн кулкалакан Давыдка, хулпуҫҫийӗ ҫине пиншак уртса янӑ Валет тата Кошевой Михаил лараҫҫӗ.

В передней жались охраняемые сидельцем: Иван Алексеевич, не успевший вымыть измазанных мазутом рук, неловко улыбающийся Давыдка, Валет в накинутом на плечи пиджаке и Кошевой Михаил.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Машинист, весовщик, вальцовщик Давыдка тата пирӗн казаксенчен пӗр-иккӗшӗ тӑтӑшах пулкалаҫҫӗ.

— Машинист, весовщик, вальцовщик Давыдка и кое-кто из наших казаков учащивает.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Вӑл вӗсем патӗнче кучерта-ҫке, — терӗ Давыдка.

— Он у них в кучерах, — вступился Давыдка.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӗрӗ пирки ҫӳремест-и? — тесе ыйтрӗ Давыдка.

Не за дочерью его топчет? — спросил Давыдка.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Валет верстак ҫинчен шуса анакан урисене меллӗреххӗн майлаштарса хучӗ, Давыдка тути ҫавракаланса ҫӑтӑ-ҫӑтӑ шӑлӗсен нӳрӗ тунисене кӑтартрӗ.

Валет удобнее подхватил сползавшие с верстака ноги, на лице Давыдки округлились губы, не прикрывая влажной кипени плотных зубов.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Иван Алексеевич Атепин мӗнле калаҫнине ҫав тери тӗрӗс витлесе кӑтартрӗ, вара Давыдка чӑтайманнипе, ҫӑварне ҫавракалатса, кулса ячӗ, анчах та Валет пит-куҫне шӑртланса ӳкнӗ пек хускантарса илнине курчӗ те шӑпах пулчӗ.

Иван Алексеевич так похоже передразнил Атепина, что Давыдка, округлив рот, пустил короткий смешок, но, глянув на язвительную мину Валета, смолк.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Иван Алексеевич, мӗнлескерсем вӗсем, баптистсем? — утма чарӑнчӗ Давыдка, хӑй пӗлмен сӑмаха илтсе.

— Иван Алексеевич, какие это баптисты? — остановился Давыдка, уловив незнакомое слово.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Давыдка вальцовщик, ҫӳҫне ҫӑнӑх тусанӗ тулнипе пӗтӗмпех кӑвакарса кайнӑ пек курӑнаканскер, пушмакӗсемпе ҫункавсене хускаткаласа, вӗсем темле шӑршлӑн, типпӗн чӑштӑртатнине шӑппӑн кулса итлесе утса ҫӳрет.

Давыдка-вальцовщик, седой от мучной пыли, набившейся в волосы, ходил по мастерской, разбрызгивая чириками шуршащую пену стружек, с улыбкой прислушиваясь к сухому пахучему шелесту.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хутор ҫыннисем ҫурхи ӗҫе хатӗрленеҫҫӗ; армантан кӑна Валетпа Давыдка тата машинист Иван Алексеевич килкелеҫҫӗ.

Хуторцы готовились к весенней работе; лишь с мельницы приходили Валет с Давыдкой и машинист Иван Алексеевич.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Христоня янӑравлӑн ахӑлтатса кулса ячӗ, куҫа шартарас пек куллипе Давыдка ҫутӑлса илчӗ, анчах Штокман, пурте кулма чарӑнасса кӗтсе илчӗ те, ҫапла каларӗ:

Христоня гулко захохотал, ослепительно блеснул улыбкой Давыдка, но Штокман, переждав общий смех, сказал:

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Каҫхине чапрас Лукешка патне, Штокман пурӑнакан пӳлӗме, тӗрлӗ ҫын пуҫтарӑнать: Христоня пырать, хулпуҫҫийӗсем ҫине ҫупа вараланса пӗтнӗ пиншак уртса ярса, армантан Валет килет, виҫӗ уйӑх хушши нимӗн ӗҫсӗр пурӑнакан шӑлйӗрен Давыдка, машинист Коуляров Иван Алексеевич пырса лараҫҫӗ; хутран-ситрен Филька-чеботарь кӗрсе тухать те действительнӑй службӑра пулман ҫамрӑк казак Михаил Кошевой кашни кунах ҫӳрет.

Вечером у косой Лукешки в половине Штокмана собирался разный люд: приходил Христоня; с мельницы Валет в накинутом на плечи замасленном пиджаке; скалозуб Давыдка, бивший три месяца баклуши; машинист Котляров Иван Алексеевич; изредка наведывался Филька-чеботарь, и постоянным гостем был Мишка Кошевой, еще не ходивший на действительную, молодой казак.

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ӗҫрен кӑларса янӑ Давыдка вальцовщик ҫӗрӗ-ҫӗрӗпех саманран купаласа тунӑ арман пӳртӗнче, Валет патӗнче ларса ирттерет.

Уволенный с мельницы Давыдка-вальцовщик целыми ночами просиживал у Валета в саманной завозчицкой.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӗркун хуралҫӑ Давыдка Беспалый каласа кӑтартрӗ:

— Надысь сторож Давыдка Беспалый рассказывал:

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

 — …унта Давыдка калаҫнине илтрӗм…

— …и слышал, как Давыдка говорил…

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Давыдка, йывӑррӑн сывласа, ун патне пырса тӑчӗ.

Давыдка подбежал к нему, тяжело дыша.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех