Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Горницӑра (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Горницӑра ҫӗлӗкне хывса, вӑл вӑрахчен кравать умӗнче чӗнмесӗр тӑчӗ.

В горнице шапку снял и долго молча стоял у кровати.

Ют юн // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Ют юн. — Тӑван Атӑл, 1965, 3№, 82–91 с.

Вӑл, йӑлтах шурса сарӑхса кайнӑскер, виле сӑнӗ ҫапнӑскер, тӑваттӑмӗш талӑк ӗнтӗ горницӑра выртать.

Четвертые сутки лежал он в горнице шафранно-бледный, похожий на покойника.

Ют юн // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Ют юн. — Тӑван Атӑл, 1965, 3№, 82–91 с.

Ҫурма тӗттӗм горницӑра каллех ҫывӑракан ҫынсем харлаттарнипе шӑхӑртни ҫеҫ илтӗне пуҫларӗ.

В полутемной горнице опять стали слышны храпы и посвисты сонных.

Улттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Пӗтӗмӗшпех юхӑнтарса янӑ пӗрремӗш горницӑра эпӗ ӗнер хам ҫул ҫинче тӗл пулнӑ хӗрарӑм ларнине куртӑм.

В первой, совершенно разоренной, горнице сидела женщина, та самая, которую я встретил вчера на пути.

Улттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.

Хӑмапа пӳлнӗ горницӑра темиҫе ҫеккунд хушши хуллен пӑшӑлтатса калаҫни илтӗнчӗ.

Несколько секунд за перегородкой был слышен приглушенный шопот.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.

Горницӑра сӗтел ҫинче шурӑ ҫитти илем кӳрсе тӑнӑ: халиччен ӑна сурхурипе мункун чухне ҫеҫ сарнӑ.

В горнице на столе красовалась белая скатерть, которую стлали только на рождество и на пасху.

Вӑтӑр тӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

Вӗсем горницӑра баррикадӑланса ларчӗҫ.

В горнице забаррикадировались.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Лешӗ, нимӗн шухӑшласа тӑмасӑр, аллине унӑн хулпуҫҫийӗ ҫине хучӗ, горницӑра ҫӗнӗ мӑшӑр ҫаврӑна пуҫларӗ.

Она, не раздумывая, положила руку на его плечо, и в горнице закружилась новая пара.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Ӑна ҫакӑ аса килчӗ: пӗр каҫхине, Григорий ун патӗнче горницӑра ларнӑ чух, Аксинья ӑна Кубане кайма ӳкӗтленӗччӗ; ҫакнашкалахчӗ ун чухне: уйӑх ҫутататчӗ те, чӳречерен тулли уйӑх ҫутипе шупка шурӑ картиш курӑнса выртатчӗ.

Вспомнилась Аксинье та ночь, когда она уговаривала Григория в своей горнице идти на Кубань; так же только месяц был да двор за окном белел, затопленный лунным половодьем.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Горницӑра Гришака асатте ларать, ҫӗтӗлсе, ҫурта тумламӗсемпе вараланса пӗтнӗ, сӑран хуплашкаллӑ евангелие вулать.

В горенке сидел дед Гришака, читал затрепанное, закапанное воском, в кожаном переплете Евангелие.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий горницӑра пулӑ тытмалли хатӗрӗн вӑлтисене подпилкӑпа хӑйраса ларать.

Григорий в своей горнице подтачивал напилком крюки на нарезных снастях.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Горницӑра, ҫаврака сӗтел хушшинче, хӗрҫум хӗрӗсемпе пӗрле хӗвелҫаврӑнӑш, мӑйӑр шӗкӗлчесе ларкаларӗ те кайрӗ.

Посидел в горенке за круглым столом, полущил семечки и орехи с девками — подругами невесты — и уехал.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Горницӑра виҫҫӗмӗш бутылка эрех ӗҫсе ячӗҫ; каччӑпала хӗре пӗрремӗш Спасра пӗрлештерме шутласа хучӗҫ.

В горнице доканчивали третью бутылку водки; сводить жениха с невестой порешили на первый Спас.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Горницӑра та ытларах тӗттӗмленет, чӳрече ҫумӗнче ҫакӑнса тӑракан казак мундирӗ ҫийӗнчи урядник хӑювӗсем шупкалаҫҫӗ; куҫпа пӑхса витерме ҫук тӗссӗр тӗттӗм витӗр Григорий Аксинйӑн хулпуҫҫийӗсем вӗттӗн-вӗттӗн чӗтренипе аллапписемпе хӗстернӗ пуҫӗ минтер ҫинче епле сиккеленине те кураймасть.

В горнице тоже густеет темень, блекнут Степановы урядницкие лычки на висящем у окна казачьем мундире, и в серой застойной непрогляди Григорий не видит, как у Аксиньи мелкой дрожью трясутся плечи и на подушке молча подпрыгивает стиснутая ладонями голова.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Горницӑра, кашни кӗтессинех ҫаврака чӑмӑр лартса сӑрласа тунӑ йывӑҫ кроватьсӗр пуҫне, алӑк патӗнче тимӗрпе тыттарнӑ пысӑк арча ларать.

В горнице, кроме деревянной крашеной кровати с точеными шишками по углам, стоит возле дверей окованный уемистый сундук.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Горницӑра кровать ҫийӗн кантра карнӑ.

В горнице над кроватью протянута веревочка.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Гришкӑна вӑл горницӑра тӗл пулчӗ.

Гришку он нашел в горнице.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Горницӑра генерал тӳрех тумтирне хыврӗ.

В горнице генерал сразу разделся.

XII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Пӗр минут хушши пек горницӑра сас-чӗв пулмарӗ.

С минуту в горнице стояла тишина.

VI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Горницӑра Лозневой кӑшкӑрса янӑ сасӑ илтӗнчӗ.

В горнице раздался крик Лозневого.

VI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех