Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Голомба (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Миша Голомба ҫав ҫырӑва манран туртса илсе вуланӑччӗ те, ҫавӑнтан вара хам шлем тӑхӑнсанах аэродромран пур енчен те: — Саня аяларахран вӗҫ! — тесе кӑшкӑратчӗҫ, ҫавна та каласа патӑм эпӗ.

Я рассказал о том, как Миша Голомб стащил у меня письмо и как с тех пор, стоило мне надеть шлем, как со всего аэродрома неслись крики: «Саня, летай пониже!»

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ку чисти начарах пулмарӗ курӑнать-ха, мӗншӗн тесен пирӗн ҫилӗллӗ инструктор та ырласа пуҫне сулчӗ, Миша Голомба вара, ун хыҫӗнче тӑраканскер, пуҫ пӳрнине кӑтартрӗ.

Кажется, это было сделано недурно, потому что даже наш сердитый инструктор одобрительно кивнул, а Миша Голомб за его спиной показал мне большой палец.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл яланхи пекех пуҫланчӗ; ирпе ҫичӗ сехетре эпир хамӑр «утиль» патне ҫитсе те лартӑмӑр, тахӑшӗ ӗнтӗ Миша Голомба «тӗлӗнтерме» те пуҫларӗ, анчах та вӑл нихҫан та, нимрен те тӗлӗнмест, Ваня Грибков ӗнтӗ такамран горизонт мӗн иккенне те ыйтса пӗлме ӗлкӗрчӗ.

Он начался как обычно: в семь часов утра мы уже сидели за нашим «утилем»; кто-то уже пробовал «удивить» Мишу Голомба, который никогда ничему не удивлялся; Ваня Грибков уже спрашивал у кого-то, что такое горизонт.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех