Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Вӗсемшӗн сăмах пирĕн базăра пур.
Вӗсемшӗн (тĕпĕ: вӗсемшӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсемшӗн совхоз сахал укҫа тӑккаланӑ-и?

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫыннӑн пӗчӗк ҫитменлӗхӗ те вӗсемшӗн турпас куҫа кӗнӗ пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Анчах ҫывӑхран та ҫывӑх ҫынна улталани, хӑйӗн вӑрттӑн пурнӑҫӗн тӳнтерлӗшӗсемпе айӑпӗсене унтан пытарса хӑварни, вӗсемшӗн нимӗн чухлӗ те ӳкӗнменни революционер моралӗпе ниепле те ҫыхӑнса тӑмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Кӗтерук тырӑ выракан хут пӗлмен хӗрарӑмсем умӗнче вӗсемшӗн ӑнланма йывӑр сӑмахсемпе хӑпартланса, хӑлаҫланса калаҫни; Ваҫли, унччен ниҫтах та халӑх ҫинче сӑмах тухса каламанскер, судра хӑйне хӑй пит хӑюллӑ тыткалани, ваккатсенчен кая мар ӑста сӑмах калама пултарни вулакансене ирӗксӗрех иккӗлентерет.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Вӗсемшӗн ҫынна пӗтерни паха.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӑна туман пулсан, план ҫукки вӗсемшӗн ӗҫе тӑсмалли сӑлтав ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Нумай вӑхӑтлӑха мар пулсан та, Микула килтен кайни вӗсемшӗн пуҫламӑш хут уйрӑлни пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсемшӗн ан хӑра, Анук.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсемшӗн пулсан, утӑ ҫулма тухни — ҫулталӑк хушши ӗҫлесе тунӑ тухӑҫа пухас вӑхӑт ҫитнине пӗлтерет.

Куҫарса пулӑш

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсемшӗн эсӗ айӑплӑ мар, Хрестук, — терӗ тс Сергей хӗре хӑй ҫумнерех туртса илчӗ, ӑна вӑрахчен сӑмах чӗнмесӗр пуҫӗнчен, хулӗсенчен лӑпкаса ларчӗ, унтан ҫепӗҫҫӗн тытса ыталарӗ те тутинченех чуптурӗ.

Куҫарса пулӑш

Савнисем каллех тӗл пулчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑрнар поселокӗ вӗсемшӗн тӑван кил пулса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван район сулмаклӑн аталаннӑ // Вениамин Сорокин. http://putpobedy.ru/publikatsii/11311-t- ... -n-atalann

— Вырӑссемпе мӑхаметсем, сӑмахран, пӗр турра ӗненеҫҫӗ, вӗсемшӗн тӗнчере пӗр турӑ кӑна.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Вӑхӑтра тӳлемесен е кутӑна персе пачах тӳлемесӗр тӑрсан яла йывӑр килет, мӗншӗн тесен вӗсемшӗн ял халӑхӗн тӳлеме лекет.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Вилӗ мулкач» вӗсемшӗн нимпе те тупӑнмарӗ, ҫапла хӗр шырасах мӑрсапа ун ҫыннисем Сӗнтӗр шывӗ хӗррине пырса тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тепӗр енчен, вырӑссем майлӑ тӑракан мӑрса ӑна вӗлерес пек хӗненине пӗлни усӑллӑ та пулӗ-ха вӗсемшӗн.

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑхӑчӗ ункайлӑ килсе тухрӗ вӗсемшӗн юлашки уйӑхсенче, Мускавра вырӑс патши — Хаяр Иван чирлемеллипех чирлесе ӳкнӗ тет ав.

Куҫарса пулӑш

13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ашшӗ таврӑннӑшӑн чунтанах савӑнчӗҫ хӗрсем, анчах ку вӗсемшӗн тулли савӑнӑҫ пулмарӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Шанмасть те пулас — ялсенче ӑна ҫынсем ӗлӗкхи пекех хӑйсен мӑрси тесе шутлаҫҫӗ-и е вӗсемшӗн урӑх хуҫа тупӑннӑ-и?

Куҫарса пулӑш

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Калаҫнин-тунин усси ҫакӑ пулчӗ: пӗрле ҫӳренӗ, пӗрле ҫапӑҫнӑ, пӗрле таврӑннӑ ҫӗрпӳсем пӗр-пӗринпе туслашмаллипех туслашса ҫитнине, ку туслӑх вӗсемшӗн питех те хаклӑ пулнине туйса илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чаплӑ уяв пулмалла пукрав вӗсемшӗн.

Куҫарса пулӑш

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех