Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Вӗсемшӗн сăмах пирĕн базăра пур.
Вӗсемшӗн (тĕпĕ: вӗсемшӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗншӗн-ха вӗсемшӗн уйрӑмах пысӑк чыс?»

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫак вӑхӑтра ачисем ыйхӑран вӑранчӗҫ те, вӗсене тирпейлеме тиврӗ, Анукпа Кӗтерук Атӑл хӗрринче ӳссе ҫитӗннӗ пулин те, пӑрахут ҫине пуҫламӑш хут ларса курнипе кунта вӗсемшӗн пурте ҫӗнӗ тата хальччен курман япаласем ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсемшӗн те ҫавах…

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку вӑхӑт, пирӗншӗн ҫитнӗ пекех, вӗсемшӗн те ҫитӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Паллах, кукамай хӑйӗн ашшӗпе амӑшне те аса илсех тӑнӑ пуль, вӗсемшӗн тунсӑхланӑ та пуль.

Куҫарса пулӑш

Кукамай шӑплӑхӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 116–122 с.

Вӗсемшӗн пӑшӑрханчӗ арҫын ача.

Куҫарса пулӑш

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

Евлампи инке аслӑ хӗрӗпе ывӑлӗ аякра чухне ҫуралнӑ тӑрӑхри ашшӗпе амӑшӗ пирки аса илнипе илменнине, вӗсемшӗн тунсӑхланипе тунсӑхламаннине, ачисен мӑшӑрӗсем еплерех ҫынсем пулнине, мӑнукӗсем шкулта мӗнле вӗреннине ыйтса пӗлчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Хӗрарӑм кӑмӑл-туйӑмне хытарнӑ, ачисемшӗн пурӑнма, вӗсемшӗн тӑрӑшма тупа тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Мӗнчул укҫа илеттӗм эпӗ вӗсемшӗн.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Эсӗ вӗсемшӗн — асли.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Пантей Арихович ирӗкленсе ӗҫ пӳлӗмне кӗрсе ларчӗ те килтисем патне ҫыру тӗрлерӗ, вӗсемшӗн, уйрӑмах — чӗвӗл-чӗвӗл калаҫма тытӑннӑ хӗр пӗрчишӗн тунсӑхланине пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Вӗсемшӗн эпӗ хальлӗхе никам та мар-вӗт-ха.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Наукӑпа техника пайӗнчи юлташсене кӑтартса пӑхӑр-ха, тен, ку япала вӗсемшӗн юрӑхлӑ, — ӑс пачӗ мана литсотрудник.

Куҫарса пулӑш

«Пшик» ҫыртӑм // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 25–26 с.

Ӑнланчӗҫ ахӑр — ял чури ӗнесӗр юлса вилсе кайсан кам ӗҫлӗ вара вӗсемшӗн?

Куҫарса пулӑш

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Виҫӗ дояркӑна Атӑл хӗррипе окопсем чавма янӑ та вӗсемшӗн ӗҫлеме тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ятлани, пурнӑҫа вӗрентни, вӗсемшӗн кулянни те, йывӑр вӑхӑтра хавхалантарни-пулӑшни те сахал мар пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ял хуҫалӑхӗ валли ӑста специалистсем хатӗрленӗ // Зоя КУЗНЕЦОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13450-y ... -khat-rlen

Чӑваш халӑхӗн мухтавлӑ ывӑлӗ, Совет Союзӗн Геройӗ ятне икӗ хутчен тивӗҫнӗ А.Г. Николаев космонавт вӗсемшӗн хастарлӑхпа ҫынлӑх идеалӗ пулса тӑтӑр.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ йӑхташӑмӑрсене чӗнсе калани // Анатолий Кипеч. https://chuvash.org/news/36682.html

«Эсир ӑҫта таратӑр?» — тесе учитель кӑшкӑрни те вӗсемшӗн халь ним те мар.

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Пӑлан вӗсемшӗн чи кирлӗ выльӑх.

Олень очень важное для них животное.

Ненецсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

— Пӗчӗккисем иртен пуҫласа каҫчен ҫӗтӗк пуканисемпе выляҫҫӗ, вӗсемшӗн кунтан хаклӑраххи нимӗн те ҫук.

— Они отдают всю душу тряпочной кукле, и она становится им очень-очень дорога.

XXII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех