Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Вӑтӑра (тĕпĕ: вӑтӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пултаруллӑ художница ӗҫӗсене Бельгире, СШАра, Индире, Китайра, Италире, Египетра, Грецире — пурӗ вӑтӑра яхӑн ҫӗршывра кӑтартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Иртен пуҫласа каҫчен ял ҫинче ирттерет вӑл куна, вӑтӑра тин пуснӑскер.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑтӑра ҫитсе пыракан пуҫупа мӗн юратӑвӗ пирки аташмалла.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Вӑтӑра ҫитсе пыратӑн.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Пӗчӗк хӗрсемпе каччӑсем йышра вӑтӑра яхӑн шутланаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Шкул лагерӗнче пурнӑҫ савӑк // Елена ИВАНОВА. http://alikovopress.ru/shkul-lagerenche- ... savak.html

Ҫӳҫӗм вӑтӑра ҫитичченех шуралса каять пуль.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Вӗсен шучӗ пӗр вӑтӑра ҫитет.

Куҫарса пулӑш

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Андрей Гавриловӑн та ӗҫ норми икҫӗр деталь вырӑнне икҫӗр вӑтӑра ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Кирук хӑнана вӑтӑра яхӑн юрӑ юрласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Хӑй вӑл вӑтӑра та ҫитмен, анчах вӑрман хуралӗнче пурӑнса ватӑлнӑ ҫынран та чӗмсӗртерех, талӑк пӗрле ҫӳресе те унран вунӑ сӑмахран ытла илтейместӗн.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

…Исаков ватӑ каччӑ мар, анчах ӑна ытла ҫамрӑк теме те ҫук — час вӑтӑра ҫитет ӗнтӗ.

…Исаков не старый парень, но его нельзя назвать слишком молодым — скоро ему уже тридцать будет.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Кӑҫал кайсан куртӑм та, халь вӑтӑра ҫитсе пырать ӗнтӗ, анчах ҫав-ҫавах… хӗвел пек вӑл.

Нынешним летом повидал ее, сейчас ей уж к тридцати, а она все такая же, как солнышко…

IV // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӑтӑра ҫитнӗ Авӑстейӗн пуҫӗнче шурӑ пӗрчӗсем курӑна пуҫлаҫҫӗ.

Тем временем на голове тридцатилетнего Авостея уже появляются седые волосы.

Саланнӑ кил-йыш // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑтӑра ҫитеймен пулсан та каччӑ ват ҫын пек сухал ӳстерсе янӑ, ку сухал вара, ун ҫӳҫӗ пекех, сӑмала евӗр хуп-хура.

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Шупашкарпа Сӗнтӗрвӑрри хушшине вӑтӑра яхӑн пӑрахутсем тата буксирсем капланнӑ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӑтӑра ҫитиччен пурнӑҫӗ тӳлеккӗн те сӑпайлӑн юхнӑ-шунӑ.

До тридцати лет жизнь его протекала тихо и скромно.

V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Кунта вӑтӑра яхӑн чиркӳ тата тӑватӑ монастырь пулнӑ.

стояло в нем около тридцати церквей да четыре монашеских обители.

I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Манӑн кӑвак ҫӳҫ пӗрчи нумай, эпӗ вара вӑтӑра та ҫитеймен-ха.

У меня много седых волос, а ведь мне нет еще тридцати.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Вӑтӑра ҫитмен пулин те, Тарас Демин чӑваш милицийӗнче опытлӑ ҫын шутланать.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Гитлеровецсем кӑна унӑн счечӗ ҫинче вӑтӑра яхӑн шутланаҫҫӗ.

Одних гитлеровцев на его счету десятка три будет.

XXIV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех