Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Вӑрҫӑ сăмах пирĕн базăра пур.
Вӑрҫӑ (тĕпĕ: вӑрҫӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче те, вӑрҫӑ хыҫҫӑн та нумай ҫул хушши колхозран пӗр пӗрчӗ илеймен ҫынсем юлашки вунӑ ҫул хушшинче ураланнӑ кӑна мар, лайӑх пурӑнма пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Тахҫан вӑл, хӑйӗн айванлӑхне пула, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче салтаксем ҫеҫ ҫапӑҫаҫҫӗ тесе шутланӑскер, халӗ ҫак аслӑ вӑрҫӑра хӑй те ҫапӑҫнине ӑнлана пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Кашни кӗтесре, кашни утӑмра, кашни пӳлӗмре шеллевсӗр вӑрҫӑ сиввӗн сывлани сисӗнет, тепӗр чухне вара, ҫакнашкал тӗттӗм урамсемпе пынӑ чух, вӑрҫӑ хӑйӗн хура ҫуначӗпе пӗтӗм тӗнчене хупласа хунӑн туйӑнать…

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Пӗр енчен, унашкал вӑрҫӑ тапрансан чӑвашсене хирӗҫ чӑвашсем, ҫармӑссене хирӗҫ ҫармӑссем ҫапӑҫнӑ, пӗр-пӗрне пӗтернӗ пулӗччӗҫ, тепӗр енчен, Хусан вӑрҫи хыҫҫӑн пӗтӗмпех вӑй илсе ҫитереймен Ту енӗ тата нумай вӑхӑтлӑха юхӑнса юлнӑ пулӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эс, Тинехмат, калатӑн ӑна: пысӑк вӑрҫӑ пуҫлама юрамасть халь, атте пысӑк вӑрҫӑ пуҫлама хушмасть тетӗн.

Куҫарса пулӑш

18. Сарайчик хули // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑрҫа чиперех тухса кайрӗ вӑл, ашшӗ хӑй ӑсатса ячӗ ӑна, вӑрҫӑ хыҫҫӑн ывӑлӗ таврӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Нухрат // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анчах, вӑрҫӑ пӗтнӗ пулин те, вӑрҫӑ хирӗсенче пуҫӗсене хунисем киле таврӑнас ҫук.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Вӑрҫӑпа килсе кӗрсессӗн Фашистсем ҫӗршыв ҫине, Килӳнтен ӑсаннӑ эсӗ Ҫапӑҫма вӑрҫӑ хирне.

Куҫарса пулӑш

Кӗсле ту ҫине хӑпартӑм // Мӗтри Мишши. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 5 с.

Вӑрҫӑ вӑл кирек хӑҫан та хура «ӗҫ», юнлӑ «ӗҫ», ун ҫинчен вӑрҫӑ курман ҫын ҫех хӑпартланса калаҫма пултарать.

Ибо война всегда черное, кровавое дело. И только не видевший всей ее мерзости может говорить о ней возвышенно.

I // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Майӗ те ҫук ӑна аса илмесӗр хӑварма: вӑл 1812 — 1814 ҫулсенчи аслӑ вӑрҫӑ паттӑрӗ, Парижа штурмланӑ ҫӗре хутшӑннӑ чӑваш, унтер-офицер, пилӗк хут ӑна наградӑсемпе паллӑ тунӑ; ун ячӗ Шурча вӑрҫин историйӗпе те тачӑ ҫыхӑннӑ.

Да это и невозможно: в 1812 — 1814 годах он, храбрый воин, участник взятия Парижа, пять раз отмеченный за свои подвиги, позднее оказался накрепко связанным с историей Акрамовской войны.

I // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Сӑмах кунта чӑн вӑрҫӑ ҫинчен мар-ха, хресчен вӑрҫи ҫинчен пырать.

В нашем случае речь идет не о настоящей войне, а о крестьянской.

I // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

1933 ҫулта ҫуралнӑскерӗн вӑрҫа тата вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи йывӑрлӑхсене тӳсме тивнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫре тупнӑ чыспа хисеп // П.ЗАЙЦЕВ. http://kasalen.ru/2022/10/07/ec%d1%80%d0 ... 5%d0%bf-2/

Халӗ акӑ, вӑрҫӑ пӗтрӗ те, пирӗн умма ҫӗнӗ ӗҫсем тухса тӑчӗҫ, пирен вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче юхӑннӑ хуҫалӑха юсаса ҫитерсе нихҫанхинчен вӑйлӑн аталантарса ямалла.

Куҫарса пулӑш

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑрҫӑччен Куҫма вунтӑхӑр ҫулхи хӗрӗпе иккӗш пурӑнатчӗ, вӑрҫӑ пуҫланнӑ хыҫҫӑн хӗрачи, Санюк, хӑй ирӗкӗпе фронта медсестрара ӗҫлеме кайсан, пӗр-пӗчченех юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑрҫӑ, вӑрҫӑ!

Куҫарса пулӑш

5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Местничество тени, вӑрҫӑра пӗри тепӗрне путарса е элеклесе ят илме тӑрӑшни, вӑрҫӑ хыҫҫӑн воеводӑсене Белоозера пуҫ яни ӗлӗк те йышлӑ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кун пек пулсан «вӑрҫӑ! вӑрҫӑ!» тесе кӑшкӑракансене ӳлӗмрен тытса та чараймӑн.

Куҫарса пулӑш

1. Тата тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахаль мар ӗнтӗ Булат Ширин, Крымпа кунӗн-ҫӗрӗн ҫыхӑну тытакан, вырӑссене хӑйӗн хаяр тӑшманӗ тесе шутлакан Булат Ширин, ҫак ҫич-сакӑр ҫул хушшинче пӗтӗм вӑйне «вӑрҫӑ! вӑрҫӑ!» тесе ҫухӑрашакансемпе кӗрешес ӗҫе хучӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Тата тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑрҫӑ валли вӑй ӑҫтан пуҫтармалла, пуҫланӑ вӑрҫа мӗнле вӗҫлемелле, эсир ун ҫинчен шутлама пӗлместӗр.

Куҫарса пулӑш

1. Тата тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Халӑхпа тулнӑ пысӑк залра «вӑрҫӑ! вӑрҫӑ!» текен сӑмахсем янӑраса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1. Тата тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех