Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Вырӑна (тĕпĕ: вырӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Таса кӗпе-йӗм тӑхӑннӑ халӑх тӗрлӗ ӗҫме-ҫиме йӑтса ялтан ик ҫухрӑма Сетнер уйӗ текен вырӑна ҫӑл кутне васкать.

Куҫарса пулӑш

8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Лавсем тӑракан вырӑна юри килтӗм.

Куҫарса пулӑш

6. Сӗве тӑрӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ачасем адреса тӗплӗн калайманнипе тухтӑрсем ҫав вырӑна тӳрех шыраса тупайман.

Ребята не могли подробно указать адрес, поэтому врачи не сразу смогли отыскать место.

Фельдшерсем хӗрачана йывӑҫ ҫинчен анма пулӑшнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33265.html

«Чи лайӑх шкул хаҫачӗ» номинацинче 1-мӗш вырӑна Г.Е. Егоров ячӗллӗ Вӑрмарти вӑтам шкулти «Голос школы», 2-мӗш вырӑна Пысӑк Енккассинчи вӑтам шкулти «Перекресток», 3-мӗш вырӑна Кивӗ Вӑрмарти вӑтам шкулти «Переменка» йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Шкул хаҫачӗ те кӑлараҫҫӗ, конкурссегне те ӑнӑҫлӑ хутшӑнаҫҫӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9347-pallash ... r-20-05-22

Ку ҫеҫ те мар, «Голос школы» хаҫатӑн ҫамрӑк корреспонденчӗ, 10б класра вӗренекен Владислав Данилов «Шкул хаҫачӗн чи лайӑх корреспонденчӗ» номинацинче 1-мӗш вырӑна тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шкул хаҫачӗ те кӑлараҫҫӗ, конкурссегне те ӑнӑҫлӑ хутшӑнаҫҫӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9347-pallash ... r-20-05-22

Ҫитес вӑхӑтра ӗне сӑвакан вырӑна реконструкцилес тесе тӗллев лартнӑ-ха.

Куҫарса пулӑш

Хамӑр тӑрӑшсан, патшалӑх пулӑшсан ӗҫ ӑнӑҫать // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9704-kham-r- ... an-c-n-cat

Стенисене, маччисене, выльӑх тӑракан вырӑна шывпа саптарса ҫӑватчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хамӑр тӑрӑшсан, патшалӑх пулӑшсан ӗҫ ӑнӑҫать // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9704-kham-r- ... an-c-n-cat

Шашкӑлла вылякансем хушшинче пӗрремӗш вырӑна Е.Алексеев, иккӗмӗш вырӑна А.Кохнуров, виҫҫӗмӗш вырӑна — А.Грачева тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Кавал вӑййи» ҫирӗп йӑлана кӗрессе шанаҫҫӗ // Т.ДОРОФЕЕВА-МИРО. http://gazeta1931.ru/gazeta/9750-kaval-v ... se-shanacc

Шашлӑк пӗҫермелли вырӑна йӗркелекенсем: А.Гусаров, А.Иванов, А.Горшков, Н.Таратин.

Куҫарса пулӑш

«Кавал вӑййи» ҫирӗп йӑлана кӗрессе шанаҫҫӗ // Т.ДОРОФЕЕВА-МИРО. http://gazeta1931.ru/gazeta/9750-kaval-v ... se-shanacc

Паллах, ҫакнашкал кӑмӑл-сипет хаклӑхӗсене сыхласа хӑварассине, ҫӗршывӑмӑршӑн тивӗҫлӗ граждансем пӑхса ҫитӗнтерессине тӗп вырӑна хуракан тӗллеве пурнӑҫлассишӗн малалла ӗҫлӗпӗр.

Безусловно, курс на сохранение таких нравственных ценностей, воспитание достойных граждан нашей страны будет продолжен.

Олег Николаев Ашшӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/10/16/ole ... -dnem-otca

— Эпӗ килтӗм, йӑмӑкӑм, тӑван вырӑна, тӑван ҫӗршыва.

— Я приехал, сестрица, в родные места, на родину.

Тӑван ҫӗршыв, тӑван чӗлхе // София Петрова. http://gazeta1931.ru/gazeta/9966-informa ... arap-pyrat

1974-1989 ҫулсенче районти ӑмӑртусенче тӑтӑшах малти вырӑна тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Сывлӑх хуралӗнче - 40 ҫул ытла // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10684 ... 0-cul-ytla

Ҫавӑнпа та хӑй ҫуралса ӳснӗ вырӑна никам та нихҫан та асран кӑлармасть.

Куҫарса пулӑш

Геннадий Макаров - поэт, композитор // Вячеслав Петров. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10814 ... kompozitor

Хӑйӗн сӑмахне ҫилпе вӗҫтермен ертӳҫӗ ӗҫченӗсене вырӑна хурать.

Куҫарса пулӑш

Кил умӗ - хуҫа сӑнӗ // Марина Илларионова. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10815 ... -khuca-s-n

Ку вырӑна Йӑлкӑшсем «Ҫуртри карта» теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Лайӑх ашшӗ-амӑшӗ - пурнӑҫ тӗрекӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/lajax-ashshe-amas ... ereke.html

Ку чухне вара медицина ӗҫченӗ пысӑк пӗлӳ шайӗллӗ пулни тата опыт малти вырӑна тухса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

ФАПсем те пулӗҫ, ҫӗнӗ амбулаторисем те // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/fapsem-te-pulec,- ... em-te.html

Кӑтартуллӑ ӗҫлесе пыракан хуҫалӑхсен ырӑ тӗслӗхне ыттисем патне илсе ҫитерес тӗллевпе смотр-конкурсӑн яваплӑ членӗсем те тӑтӑшах вырӑна тухса ҫӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫре усӑ курман техникӑна хӗллехи управа лартса пыраҫҫӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/14/ec%d1%80%d ... -%d0%bb-2/

Старик мӗнле пупленинчен ҫынсем ҫакна чухлаҫҫӗ: Пикпав вӑл вырӑна лайӑх пӗлет, тен, ыттисенчен маларахах пулса курнӑ-ха вӑл унта, хӑй тӗллӗн ку сӑрт киремет карти тума майлӑ тесе шутласа хунӑ, анчах йӑли ҫапла — ват ҫын сӑмахне итлемесӗр ӗҫе татса пама ҫук.

Куҫарса пулӑш

3. Сӗрен хулли // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ахтупай Иливана «айван-ха эс, ӑна-кӑна нимӗн те ӑнланмастӑн» тенӗ пек тытса ачашларӗ те сӗрме купӑса илнӗ вырӑна кайса ҫакма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑрман юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пысӑк кӗпер урлӑ каҫса вӗсем шыв леш енчи сӗвек вырӑна пырса тухрӗҫ, тата кӑшт сӑрталла; хӑпарнӑ хыҫҫӑн часах вӗсен умне мӑкланса кайнӑ хӗрлӗ чул стеналлӑ кремль тухса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех