Шырав
Шырав ĕçĕ:
Верзеллий (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
38. Священниксен йышӗнче священник ӗҫне туса тӑракансем, анчах йӑх-кӑк кӗнекинче тупӑнманнисем пулнӑ: Овдий ывӑлӗсем, Аквос ывӑлӗсем, Иадду ывӑлӗсем; ҫав Иадду ӗнтӗ Верзеллий хӗрне Авгийӑна качча илнӗ те — ӑна Верзеллий тесе чӗнме пуҫланӑ.
2 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
63. Тата священниксенчен: Ховаия ывӑлӗсем, Гаккоц ывӑлӗсем, Верзеллий ывӑлӗсем — ҫав Верзеллий ӗнтӗ Галаадра пурӑнакан Верзеллий хӗрӗсенчен пӗрне качча илнӗ те вара ӑна хӑйне те Верзеллий тесе чӗнме пуҫланӑ.
Неем 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
61. Тата священниксен ывӑлӗсенчен: Хебая ывӑлӗсем, Гаккоц ывӑлӗсем, Верзеллий ывӑлӗсем; ҫав Верзеллий ӗнтӗ Галаадра пурӑнакан Верзеллий хӗрӗсенчен пӗрне качча илнӗ те, вара ӑна хӑйне те Верзеллий тесе чӗнме пуҫланӑ.
1 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Галаадри Верзеллий ывӑлӗсемпе вара ырӑ пул, вӗсем санӑн сӗтелӳнтен тӑранса пурӑнакансем хушшинче пулччӑр: эпӗ Авессалом пиччӳнтен тарса ҫӳренӗ чухне вӗсем ман патӑма пынӑччӗ.
3 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Анчах Верзеллий патшана ҫапла хуравланӑ: патшапа пӗрле Иерусалима пымашкӑн пурӑнасси нумай юлнӑ-ши манӑн? тенӗ.34. Но Верзеллий отвечал царю: долго ли мне осталось жить, чтоб идти с царем в Иерусалим?
2 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Верзеллий питӗ ватӑ пулнӑ, сакӑрвунӑ ҫулта.
2 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Галаад ҫынни Верзеллий та Роглимран килнӗ те патшана Иордан леш енне ӑсатса ямашкӑн унпа пӗрле Иордан урлӑ каҫнӑ.
2 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Давид Маханаима ҫитсен, аммонсен хулинче Раввӑра пурӑннӑ Наас ывӑлӗ Сови, Лодавар ҫыннийӗн Аммиилӑн ывӑлӗ Махир тата Роглим хулинчи Галаад ҫынни Верзеллий 28. [выртса тӑма] вунӑ вырӑн, [вунӑ] чашӑк, тӑм савӑт-сапа, Давидпа унӑн ҫыннисене ҫитерме апат валли тулӑ, урпа, ҫӑнӑх, вир кӗрпи, пӑрҫа, ясмӑк, ӑшаланӑ тӗшӗ, 29. пыл, ҫу, сурӑхсем, ӗне чӑкӑчӗ илсе пынӑ; вӗсем ҫапла каланӑ: халӑх выҫӑ, ывӑннӑ тата пушхирте шывсӑр антӑхнӑ, тенӗ.
2 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1