Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Бопре (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Швабрин манран ӑстарах мӗн, анчах та эпӗ вӑйлӑрах та чӑрсӑртарах иккен, тата monsjeur Бопре, ӗлӗк хӑй салтак пулнӑскер, мана фехтовани енӗпе темиҫе урок панӑччӗ, унпала халӗ усӑ куртӑм эпӗ.

Швабрин был искуснее меня, но я сильнее и смелее, и monsieur Бопре, бывший некогда солдатом, дал мне несколько уроков в фехтовании, которыми я и воспользовался.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Бопре антӑраса кайса тӑма хӑтланчӗ, тӑраймарӗ: мӗскӗн француз виле ӳсӗр пулнӑ мӗн.

Бопре в смятении хотел было привстать и не мог: несчастный француз был мертво пьян.

Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ географие епле вӗреннине курнӑ-курманах, атте мана хӑлхаран ярса илчӗ, унтан Бопре патне чупса пырса, ӑна сасартӑк вӑратре те темӗн те пӗр калама тытӑнчӗ.

Увидя мои упражнения в географии, батюшка дернул меня за ухо, потом подбежал к Бопре, разбудил его очень неосторожно и стал осыпать укоризнами.

Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Хале акӑ, Бопре ҫывӑрнине пула, ҫак ӗҫе тытӑнтӑм.

И, пользуясь сном Бопре, принялся за работу.

Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Вӑл вӑхӑтра Бопре ним туйми, пӗр айӑпсӑр тенӗ пекех, ыйха хӗртет.

В это время Бопре спал на кровати сном невинности.

Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Анчах та пирӗн эрехе апат ҫинӗ чухне кӑна паратчӗҫ, ӑна та пулин пӗрер черкке ҫеҫ, ҫитменнине тата тӑтӑшах учитӗле памасӑр хӑваркаланӑ пирки, манӑн Бопре часах вырӑс настойкине хӑнӑхрӗ те, вар-хырӑмшӑн сиплӗрех пулӗ тесе, ӑна хӑйӗн тӑван ҫӗршывӗнчи эрехсенчен те мала хума пуҫларӗ.

Но как вино подавалось у нас только за обедом, и то по рюмочке, причем учителя обыкновенно и обносили, то мой Бопре очень скоро привык к русской настойке и даже стал предпочитать ее винам своего отечества, как не в пример более полезную для желудка.

Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Бопре хӑйӗн ҫӗршывӗнче парикмахер, унтан Пруссире салтак пулнӑ, кайран роиr enre outcnite пулас шутпала, ку сӑмах мӗне пӗлтернине хӑй питех ӑнланман пулин те, Российӑна килнӗ.

Бопре в отечестве своем был парикмахером, потом в Пруссии солдатом, потом приехал в Россию pour etre outchitel, не очень понимая значение этого слова.

Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ҫав вӑхӑталла мана вӗрентме атте мосьё Бопре француза тара тытрӗ.

В это время батюшка нанял для меня француза, мосье Бопре.

Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех