Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тӗп вырӑнта алӑпа ятарласа ӑсталанӑ грот пулнӑ, ӑна Бернар Палисси фонтанпа, ракушкӑсемлӗ тата эмальпе сӑрланӑ тинӗс чӗрчунӗсен тӑм кӳлеписемпе илемлетнӗ.
Тюильри (сад) // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A2%D1% ... %B0%D0%B4)
Декарт та, Гассенди те, Лейбницпа Ньютон та, Бинэ те, Клод Бернар та йӑнӑшма пултарнӑ.Декарт и Гассенди, Лейбниц и Ньютон, Биша и Клод Бернар могут ошибаться.
IV // Василий Алагер. Франс, Анатоль. Кренкбиль: повесть; В. О. Алагер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1941. — 57 с.
Кирсанов калаҫнӑ, — лешсем мӑнаҫлӑн итлесе тӑнӑ, вӑл мӗн калать, ыттисем пурте ун майлӑ пулнӑ, — унсӑр юрамасть, мӗншӗн тесен, астӑватӑр-и, тӗнчере Клод Бернар пур, тата вӑл Парижра пурӑнать, ҫитменнине тата Кирсанов — аҫа ҫаптӑр ҫав ача-пӑчасене! — темле, ҫийӗнчех ӑнланса илме те май ҫук япаласем калать; мӗншӗн ун майлӑ пулса тӑрас мар-ха?
VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пӗр пысӑк тухтӑр, наука ӗҫӗпе — тем сӑлтавпа ӗнтӗ — Парижа кайса килнӗскер, Клод Бернара, чӗрӗ, чӑн-чӑн Клод Бернара хӑй куҫӗпе хӑй курнӑ; ӑна хайӗн чинӗ, орденӗсем тата хӑй сыватакан чаплӑ ҫын ҫинчен каласа кӑтартнӑ, — Клод Бернар вара, ӑна пӗр ҫур сехет хушши пек итленӗ те ҫапла каланӑ: «Медицина ҫитӗнӗвӗсене вӗренме Парижа эсир кӑлӑхах килнӗ, ҫакна тума сирӗн Петербургран тухмалла та пулман»; пысӑк тухтӑр ҫакна аттестат вырӑннех йышӑннӑ, Петербурга таврӑнсан вара Клод Бернар хушаматне талӑкра вунӑ хутран кая мар асӑннӑ, пилӗк хутран кая мар тата: «манӑн тусӑм-ученый» е «манӑн наукӑри чаплӑ юлташӑм» тесе хуша-хуша хунӑ.
III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пӗри тӗнчере Клод Бернар чӑнах та пулни тата вӑл Парижра пурӑнни пулнӑ.Первая: оказалось, что, точно, есть на свете Клод Бернар и живет в Париже.
III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫапла ӗнтӗ, ҫав Клод Бернар Кирсанов курс пӗтеричченех унӑн ӗҫӗсем ҫинчен хисеплесе калаҫнӑ, — ну, вӑт, вара юраман: Кирсанова доктор ятне панӑ, ҫулталӑк ҫурра яхӑн иртсен кафедра панӑ.
X // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Икӗ-виҫӗ ҫамрӑк ҫын, ӑна вӗрентнӗ профессорсенчен пӗри — ытла ҫамрӑках марскер, унӑн тусӗсем ыттисене тахҫанах ҫапла каласа панӑ пулнӑ: тӗнчере темӗнле Фирхов пур иккен, вӑл Берлинта пурӑнать, тата темӗнле Клод Бернар пур иккен, вӑл Парижра пурӑнать, тата ҫавӑн пеккисем ыттисем те пур, вӗсене пурне те астуса тӑма та ҫук, вӗсем те ҫавӑн пекех тӗрлӗ хуласенче пурӑнаҫҫӗ, ҫав Фирхов, Клод Бернар тата тахӑшӗ — ҫаксем вӗсем медицина наукине чи ӑста пӗлекенсем иккен.
X // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
- 1