Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Беккин (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сасартӑк Бекки каллех хытӑ макӑрса янӑ, Том тинех ҫакна ӑнланса илнӗ: хӑйӗн пуҫне пӗр шухӑш пырса кӗнӗ пек, Беккин пуҫне те ҫав хурланмалли шухӑшах пырса кӗнӗ иккен.

Через минуту Бекки разрыдалась, и Том понял, что ей пришла в голову та же мысль, что и ему.

31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Беккин кӗҫӗр хӑйӗн юлташӗ патӗнче ҫӗр каҫмалла пулнӑ вӗт-ха, ӑна килте кӗтмеҫҫӗ те вӗт.

Бекки не ждали домой в этот вечер, она должна была переночевать у подруги.

31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Беккин сӑнӗ-питӗнче хӑрани палӑрса кайнӑ, ӑна куҫӗнчен пӑхсан, Том хӑй темӗн йӑнӑш каласа янине чухласа илнӗ.

По испуганному лицу Бекки Том понял, что сделал промах.

31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Беккин тути йӑл кулма пуҫланӑ та нумайччен ҫавӑн пек кулса тӑнӑ.

Скоро на губах Бекки заиграла улыбка.

31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Юлашкинчен, Беккин тӗреклех мар урисем утайми пулса ҫитнӗ.

Наконец слабенькие ножки Бекки отказались ей служить.

31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫапла туни аван пулнӑ, мӗншӗи тесен пӗр ҫара ҫерҫийӗ Беккин ҫуртине ҫуначӗпе сӳнтернӗ лартнӑ — Бекки шӑп шӑтӑкран чупса тухса тарнӑ вӑхӑтра сӳнтерпӗ.

Это было как раз вовремя, потому что летучая мышь загасила крылом свечу Бекки в ту минуту, как она выбегала из пещеры.

31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫывӑрса кайна чухне те Беккин юлашки сӑмахӗсем илтӗннӗ пек туйӑнчӗҫ: — Том, мӗнле эсӗ ҫав тери ырӑ чунлӑ пулма пултаратӑн? — тенӗ пек туйӑнчӗ ӑна.

Том наконец уснул, но даже и во сне последние слова Бекки все еще звучали в его ушах: — Ах, Том, какой ты благородный!

20-мӗш сыпӑк. Том паттӑрла хӑтланни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

«Питех те кая юлчӗ ӗнтӗ, халӗ Беккин хӑтӑлмалли те ҫук!» — терӗ Том хӑй ӑссӗн.

Слишком поздно, теперь Бекки уже ничем не поможешь.

20-мӗш сыпӑк. Том паттӑрла хӑтланни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Чи усал пуласси тӗлне ҫитсен те, Беккин шутсӑрах вырӑнтан тӑрса унта пӗтӗмпех Альфред Темпль айӑплӑ, тесе каласси килсе кайрӗ, ҫапах та вӑл хӑйне хӑй чарчӗ те шӑп ларчӗ.

Когда дошло до расплаты, ей захотелось вскочить и сказать, что это сделал Альфред Темпл, однако она удержалась и заставила себя сидеть смирно.

20-мӗш сыпӑк. Том паттӑрла хӑтланни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Беккин тути чӗтрерӗ, куҫҫулӗ тухрӗ, анчах вӑл, хӗпӗртенӗ пек пулса, хӑй тарӑхнине пытарчӗ, ҫапла малаллах лӑпӑртатса калаҫса тӑчӗ.

У Бекки задрожали губы и слезы навернулись на глаза; она постаралась это скрыть, притворяясь веселой, и продолжала болтать по-прежнему.

18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех