Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Банник (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ара эпӗ сана ҫав Банник — хамӑр ҫынах, теместӗп-ҫке-ха, ҫӗр ҫӑттӑрччӗ ӑна!

— Да я же не говорю, что этот Банник — свой человек, прах его возьми!

25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эсӗ мана Банник пирки каласа пар.

Ты мне про Банника докладай.

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Любишкин ман пата чупса пычӗ, Банник сан ҫинчен милицие каласа пама кайрӗ, тесе пӗлтерчӗ.

Любишкин прибегал ко мне, говорит, поехал Банник заявлять на тебя в милицию.

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тепӗр хут паҫӑрхи пекех хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайнӑ Банник чӑр-чар тутарса алӑ пусса хучӗ, ура ҫине тӑчӗ.

Банник, к лицу которого вернулась багровая окраска, расчеркнулся, встал.

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Кӑштах алкумӗнче тӑрӑр-ха! — кӑшкӑрса каларӗ вӗсене Нагульнов, унтан Банник еннелле ҫаврӑнчӗ те малалла каласа ҫыртарчӗ: — «… хӗрӗх икӗ пӑт вӑрлӑхлӑх хатӗрленӗ тырра тулӑ халлӗн кӳрсе паратӑп. Ҫакна ҫирӗплетсе алӑ пусатӑп».

— Погодите трошки в сенцах! — крикнул Нагульнов и, поворачиваясь лицом к Баннику, продолжал: — «…сорок два пуда семенного зерна пшеничной натурой. В чем и подписуюсь».

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Банник сӗтел ҫине ӳпӗннӗ, вара каллех ун аллинчи кӑранташ хут листи тӑрӑх ерипен куҫкалама пуҫларӗ.

Банник слег над столом, и снова карандаш в его руке медленно пополз по листу бумаги.

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл — парти — сана та куншӑн каҫармӗ! — хӑрӑлтатан сассипе мӑкӑртатрӗ Банник, халсӑррӑн пукан ҫине ларса.

Она — партия — тебе тоже за это не уважит! — хрипло бормотал Банник, обессиленно садясь на табурет.

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Урайӗнчен ҫӗкленнӗ Банник ҫине хӑяккӑн, пӑхкаласа, вӑл ун патне пырса тӑчӗ, хӗскӗчпе хӗстерсе тытнӑ пек, чавсинчен ярса тытрӗ, сӗтел патнелле талкӑштарса пычӗ те аллине кӑранташ тыттарчӗ:

Искоса глянув на поднявшегося Банника, он подошел к нему, взял, как клещами, за локоть, толкнул к столу, сунул в руку карандаш:

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Банник, типпе тӑрса юлнӑ пулӑ пек, пӗр-икӗ хутчен ҫӑварне кара-кара анасларӗ, унтан, стенаран тыткаласа, ура ҫине тӑма хӑтланчӗ.

Банник, как очутившаяся на суше рыба, зевнул раза два, а потом, цепляясь за стену, начал подниматься.

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Банник сулӑнса кайрӗ, стена ҫумне пырса таянчӗ, — шуратнӑ стенана ҫурӑмӗпе сӑтӑрттарса, ҫӗрелле тӗшӗрӗлсе анма пуҫларӗ, ӳкрӗ.

Банник качнулся, прислонился к стене, — обтирая спиной побелку, стал валиться на пол, упал.

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Банник алӑк патнелле утса кайрӗ, анчах ҫилли ҫав териех тӑвӑлланса ҫитнипе тӳссе тӑраймарӗ, алӑк хӑлӑпӗнчен ярса тытнӑскер, ҫапла персе ячӗ:

Банник пошел к выходу, но, видно, злоба так люто возгорелась в нем, что он не удержался и, ухватясь за дверную ручку, кинул:

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Банник чернил кӳлленчӗкне ывӑҫ тупанӗпе шӑлса тӑкрӗ, ура ҫине тӑчӗ.

Банник смахнул чернила ладонью, встал.

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Анчах Банник, нимӗн те асӑрхаман пекех, шултӑра сайра шӑлӗсене кӑтартса, ҫав-ҫавах шӑппӑн йӑл кулса ларать, сасси кӑна унӑн кӳреннипе тата тӳсейми ҫилленнипе чӗтренсе илчӗ:

Но Банник, словно не замечая, все так же тихо улыбался, показывая ядреные редкие зубы, только голос его задрожал обидой и жгучей злобой, когда он сказал:

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ну, кун пирки эсӗ, Нагульнов юлташ, ан та калаҫ, — Банник чарусӑррӑн кулса илчӗ, шупка сарӑ мӑйӑхне шӑлса якаткаларӗ.

— Ну, это ты, товарищ Нагульнов, оставь! — Банник развязно улыбнулся, пригладил белесые усы.

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Нагульнов список ҫине пӑхрӗ: Банник хушаматне хирӗҫ «1930 ҫулта ҫуртырри акма палӑртнӑ ҫӗр талкӑшӗ» тенӗ графара «6» цифра тӑрать.

Нагульнов заглянул в список: против фамилии Банника в графе «предполагаемая площадь ярового посева в 1930 году» стояла цифра «6».

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Банник, урисене сарлакан чаркаласа пусса, ларчӗ.

Банник сел, широко расставив ноги.

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кӑштах тӑрсан, уйрӑм хуҫалӑхпа пурӑнакан Григорий Банник пырса кӗчӗ.

Немного погодя вошел единоличник Григорий Банник.

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ирхине, правленине кӗрсе тӑмасӑрах, Яков Лукич Банник патне тата «Дона ирӗке кӑларассишӗн кӗрешекен союза» явӑҫтарнӑ хӑйпе пӗр каварлӑ ытти ҫынсем патне тухса утрӗ.

Наутро Яков Лукич, не заходя в правление, отправился к Баннику и остальным единомышленникам, завербованным им в «Союз освобождения Дона».

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Чӑхсен колхозне салатса яратӑр апла? — ыйтрӗ автансем ҫапӑҫнине курма юратакансенчен пӗри, тилӗ тирӗнчен ҫӗлетнӗ мулахай тӑхӑннӑ уйрӑм хуҫалӑхпа пурӑнакан Банник хушаматлӑ хресчен.

— Распущается куриный колхоз? — спрашивает один из любителей кочетиного боя, единоличник в лисьем треухе, по прозвищу Банник.

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех