Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ашшӗ сăмах пирĕн базăра пур.
Ашшӗ (тĕпĕ: ашшӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Синопа ашшӗ аллинчен ҫакӑнса пырса ӑна ыйтусемпе йӗрӗнтерсе ҫитернӗ, анчах ашшӗ ерҫмен пирки ӑна нимӗн те ответлемен.

Синопа цеплялся за руку отца и приставал к нему с вопросами, но вождь был занят и не отвечал.

Бизонсене тӑмалли вырӑн // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Эмиль киле таврӑнса ашшӗ патне ҫывӑрмалли пӳлӗме чупса кӗрсен, вӑл чӗрӗ-сывӑ пулнине курсан тин хӑйне лайӑхрах туйма пуҫларӗ ачан ашшӗ.

Пока Эмиль не вернулся на хутор и не вбежал в спальню, чтобы отец скорее увидел, что он жив-здоров и снова дома, он не успокоился.

Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Эмиль те айван мар, Альфред хӑмана пӑчкӑпа касса татнӑ хыҫҫӑн Эмиль ашшӗ ҫӗре тачлатса ӳкрӗ кӑна, ывӑлӗ ҫав самантрах сунчӑка персе ячӗ те сарай еннелле вирхӗнчӗ, ашшӗ — ун хыҫҫӑн.

А Эмиль не зевал: в то мгновение, когда Альфред допилил до конца и папа Эмиля с грохотом свалился на землю, в то самое мгновение Эмиль отбросил зонтик и со всех ног понёсся к сараю.

Вырсарникун, ноябрӗн вунтӑваттӑмӗшӗнче, Катхульт хуторӗнче пастор кӗлӗ вулани, Эмиль хӑйӗн ашшӗне хупса хуни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Вӑл юлашки кунсенче яланах ашшӗпе тӗл пуласси ҫинчен шутланӑ, пуринчен те — ашшӗ ӑна палласа илӗ-ши, — тесе ыйтнӑ.

Она последнее время все думала о встрече с отцом, у всех спрашивала, узнает ли он её.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

Ашшӗ хӑйӗн ачине юратать, амӑшӗ хӑйӗн ачине юратать, ача ашшӗпе амӑшне юратать; анчах ку пачах урӑх япала, тӑвансем, тискер кайӑк та хӑйӗн ҫурине юратать!

Отец любит свое дитя, мать любит свое дитя, дитя любит отца и мать, но это не то, братцы: любит и зверь свое дитя.

IX // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Ашшӗ алли-и ку е ашшӗ алли мар, — ӑна амӑшӗ калатӑр.

Пусть мама скажет, папина это рука или не папина.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.

Люба нумай пулмасть Тарас патне тем вӑрӑмӑш савӑнӑҫлӑ ҫыру ҫырса янӑччӗ, хӑй ӑна юратнине, хай ун ҫине шаннине пӗлтернӗччӗ, вӑл ӑна ашшӗпе курӑнӑҫма тархасланӑ, малашне пӗрле пурӑнмалли кунсен планне эрешлесе ҫырнӑ, вӗсен ашшӗ, ӑслӑ пуҫлӑскер, пурне те ӑнланма пултарни ҫинчен ӗнентернӗ, ашшӗн пӗчченлӗхӗ ҫинчен каланӑ, ашшӗн пурнӑҫри тӗлӗнмелле паттӑрлӑхӗ ҫинчен савӑнса хыпарланӑ, ҫав вӑхӑтрах вӑл хӗрӗ ҫине пӑхни тивӗҫлех мар пирки ӳпкелешнӗ.

Люба написала Тарасу длинное ликующее письмо, в котором говорила о своей любви к нему, о своих надеждах на него, умоляя брата скорее приехать покидаться с отцом, она рисовала ему планы совместной жизни, уверяла Тараса, что отец-умница и может всё понять, рассказывала об его одиночестве, восхищалась его жизнеспособностью и жаловалась на его отношение к ней.

XI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вӑл пӗр енчен ашшӗ хӑйне ҫакӑн пек ыйтусем панӑшӑн кӑмӑллӑ та пулнӑ, тепӗр енчен, ашшӗ куҫӗнчен ӳкес мар тесе, вӑл ответлеме хӑраса тӑнӑ.

Она и довольна была тем, что отец спрашивает ее об этом, и боялась отвечать ему, чтоб не уронить себя в его глазах.

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Анчах ашшӗ усаллӑн савӑнса кулни унӑн чӗрине чӑрмаланӑ, ашшӗн пичӗ тӑрӑх тӗксӗм ҫӗлен чӗпписем пек шуса ҫӳрекен пӗркеленчӗксем ӑна хӑратнӑ, вара вӑл, хӑйне ашшӗ таҫталла, ӗмӗтре ахаллӗн те ҫуттӑн курӑнакан тӗлтен аяккалла, пӑрнине туйнӑ.

Но злорадный, торжествующий смех отца царапал ей сердце, и эти морщины, что ползали по лицу его, как маленькие, темные змейки, внушали ей боязнь за себя пред ним, она чувствовала, что отец поворачивает ее куда-то в сторону от того, что в мечтах казалось ей таким простым и светлым.

IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ашшӗ вилмен пулсан, Федорка та вутӑ типӗтме кайман пулӗччӗ, мӗншӗн тесен ашшӗ пур ҫинчех хӗрсем нихҫан та заводра ӗҫлемеҫҫӗ.

Если бы отец был жив, тогда бы и Федорка не пошла в дровосушки, потому что отцовские дочери не идут никогда на фабрику.

III // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 3–18 с.

Люба мана, — унӑн ашшӗ пур лӗпӗшсемпе нӑрӑсене те пӗлет, терӗ, мӗншӗн тесен унӑн ашшӗ — учёнӑй иккен.

А мне Люба сказала, что её папа всех бабочек знает и всех жуков, потому что её папа учёный.

Кӑвакалсӑмса ҫинчен // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Эпӗ шалтах тӗлӗнсе кайрӑм: Алеша ашшӗ вилнӗ пулсан, унӑн мӗнле ашшӗ пултӑр-ха тата?

Я удивился: к какому отцу, если отец Алеши помер год назад?

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Мансӑр тата Васькӑсӑр пуҫне виҫҫӗн пычӗҫ: грек Уча — ҫивӗч куҫлӑ та курпун сӑмсаллӑ ырханкка чӑлах ача; Абдулка Цы-ган — унӑн ашшӗ халь тӗрмере ларать; тата хӗрлӗ ҫӳҫ-пуҫлӑ Илюха — унӑн ашшӗ мунчара ӗҫлет.

Кроме меня и Васьки пришли гречонок Уча, худенький мальчик-калека с черными глазами и горбатым носом, Абдулка Цыган, чей отец, дядя Хусейн, теперь ни за что сидел в тюрьме, и рыжий Илюха, его отец работал банщиком.

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Унӑн ашшӗ те чаплӑ сунарҫӑ пулнӑ та, ашшӗ чунӗ унпа пӗрле сунара ҫӳресе ӑна ӑста сунарҫӑ пулма вӗрентет пулӗ?

Отец его был великим охотником, может быть, с ним охотится отец и обучает его пониманию, терпению и другим качествам охотника.

Киш ҫинчен ҫӳрекен юмах // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 35–47 с.

Илинька нимӗн те чӗнмест, ман ҫине те, ашшӗ ҫине те ҫиллессӗн пӑхкалать, хӑйне сӑмах каласан кӑна ирӗксӗртен йӑвашшӑн йӑл кулса илет, ҫав кулӑпа хӑйӗн мӗнпур туйӑмӗсене, уйрӑмах ашшӗшӗн вӑтаннине пытарма хӑнӑхнӑ ӗнтӗ вӑл, ҫак вӑтану ӑна пирӗн умра асаплантаратех.

Он ничего не говорил, злобно посматривал на меня и на отца и только, когда к нему обращались, улыбался своею покорной, принужденной улыбкой, под которой он уж привык скрывать все свои чувства и особенно чувство стыда за своего отца, которое он не мог не испытывать при нас.

XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вӑл урӑхла нимӗнле те тума пултарайман, мӗншӗн тесен унӑн ашшӗ кӗтӳҫ, вӑл каҫ пулса ҫитсен тин выҫӑхса, йӗпенсе таврӑнать, ҫавӑнпа та кӑвайт ҫук пулсан ашшӗшӗн аван мар пулнӑ пулӗччӗ.

Она не могла поступить иначе, так как отец её — пастух — возвращается к ночи голодный и мокрый, и ему худо пришлось бы без огня.

Ӑслӑ Жиреншепе хитре Карашаш // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 12–20 с.

Ашшӗ ӑна алла илетчӗ те ачаш сӑмахсем калатчӗ, ун пек сӑмахсене хӑйӗн пӗчӗк ывӑлне ашшӗ ҫеҫ калама пултарать ҫав.

Тогда отец брал его к себе на руки и говорил, говорил ему что-то ласковое, что может сказать только отец своему маленькому сыну.

Факелсем инҫетре // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

— Ҫапла ҫав, пирӗн комсоргӑн Тынэтӑн ашшӗ те унта, — калаҫӑва хутшӑнчӗ Кэукай, вара ҫавӑнтах комсорг ашшӗ мӗнле майпа унта лекни ҫинчен каласа пама тытӑнчӗ.

— Да-да, и у Тынэта, комсорга нашего, отец там, — подтвердил Кэукай и принялся объяснять, почему все это так получилось.

Пограничниксемпе тӗл пулни // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Ашшӗ хушнине лайӑх астӑвать вӑл: «Кунӗн-ҫӗрӗн кӗтӳ патӗнче пул. Пӑлансене ӑнланма вӗрен, кӗнеке тытса ларса вӑхӑта сая янинчен усӑллӑрах пулӗ», — тенӗччӗ ӑна ашшӗ.

Он хорошо помнил строгий наказ отца: «День и ночь находись у стада. Учись понимать оленей, это куда лучше будет, чем попусту сидеть за книгой».

Тавыль шкула каясшӑн // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Тӗлӗкӗнче вӑл ашшӗ, леш, ылханлӑ шаман хушнипе илсе кайнӑ «аслашшӗсен айлӑмӗнчен» таврӑннине курать; ашшӗ ӑна шӑппӑн ҫепӗҫ те ачаш сӑмахсем калать, ӗлӗкхи пекех, аллисем тӗлӗнмелле ӑшӑ унӑн.

Ему снилось, что отец вернулся из той проклятой «долины предков», куда его увезли по приказанию шамана; снилось, что отец снова шепчет ему что-то ласковое, нежное, а руки его, как и прежде, удивительно теплые.

Кэргына пытарни // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех