Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ашшӗ сăмах пирĕн базăра пур.
Ашшӗ (тĕпĕ: ашшӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫемьере килӗштермесӗр пурӑннӑ вӑхӑтра Василий ашшӗпе ҫӗнӗрен ҫывӑхланчӗ те час-часах ашшӗ килне ҫӳре пуҫларӗ.

За время семейного разлада Василий заново сблизился с отцом и привык к отцовскому дому.

9. Хуратул икерчисем // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ҫулсем иртнӗ май ҫемьери килӗшӳсӗрлӗхсемпе хирӗҫӳсем манӑҫа тӑрса юлнӑ, иртнӗ кунсем асне уҫҫӑнраххӑн туха-туха тӑма пуҫланӑ: пахчари хурлӑханлӑх ҫапах та тӗлӗнмелле те илӗртӳллӗ чӑтлӑх пек туйӑннӑ, ӑна ашшӗ пирвайхи хут лаша ҫине утлантарни, хӗвеллӗ ир ашшӗпе пӗрле сухаланӑ ана ҫинче пирвайхи хут сӳре хыҫҫӑн утни аса килнӗ.

С годами семейные несогласия и распри забылись и все ярче становились воспоминания тех лет, когда смородинник на огороде еще казался таинственной и заманчивой чащобой, когда впервые отец посадил его на коня, когда впервые солнечным утром он вместе с отцом пошел по пашне за бороной.

3. Вӗрен-кантра // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ашшӗсӗр ӳсрӗ пулсан та, ашшӗ пекех.

По отцу пошел, даром что поднялся без отца.

1. Виҫҫӗн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ывӑлӗ ашшӗ ҫинчен нумай пӗлет, анчах ашшӗ ывӑлӗ ҫинчен — нимӗн те.

Сын знал об отце многое, но отец о сыне — ничего.

Иккӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Ҫакӑн ҫинчен ашшӗ хӗрне малтанхи кунах пӗлтернӗ, Марфуша малтанах ӗненмен, ашшӗ ахаль ҫеҫ калать пуль, илсе каяс ҫук, ака ыран Буланкӑна кӳлӗ те пӗчченех тухса кайӗ тенӗ, ҫавӑнпа пӗр ҫывӑрмасӑр ҫӗр каҫма шутланӑ.

Он объявил об этом накануне, а Марфушке не верилось, ей казалось все, что отец обманет, не возьмет, запряжет Буланку и укатит один, поэтому она решила не спать всю ночь.

Хуркайӑк // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Анчах ҫав вӑхӑтрах Таня акӑ мӗн пӗлме пултарайман: ҫывӑрма выртать-и ашшӗ, хӗрсе ӗҫлет-и — яланах хӗрӗн ятне, нумай ҫул хушши питех аса илменскере, юратса асӑнать, ҫак самантра та ашшӗ ҫапла шухӑшлать: «Пӑрӑнса иртрӗ манӑн телей, хӗрӗме алӑ ҫинче йӑтса ҫӳреймерӗм».

Но в то же время разве могла она знать, что теперь — спал ли он, бодрствовал ли — он не отбрасывал мысли о ней, что с любовью он произносил ее имя, которое прежде так редко вспоминал, что даже в эту минуту, держа ее на коленях, он думал: «Уплыло мое счастье, не качал я ее на руках»?

IX // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Ашшӗ Софире суту-илӳ тунӑ, Российӑпа ҫыхӑнса тӑнӑ; Инсаровӑн ашшӗпе пӗр тӑван аппӑшӗ халь те Киевра пурӑнать, унти гимназире историпе вӗрентекен аслӑ учителе качча тухнӑ.

Торговал он в Софии, имел сношения с Россией; сестра его, родная тетка Инсарова, до сих пор живет в Киеве, замужем за старшим учителем истории в тамошней гимназии.

X // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Сашӑн ашшӗ авиаци инженерӗ, амӑшӗ темиҫе ҫул каялла вилнӗ, нумай пулмасть ашшӗ тепре авланнӑ, Сашӑн халь — амаҫури амӑшӗ, лайӑхскер, кӗҫех ача ҫуратмалла иккен: ывӑл-и, хӗр-и — паллӑ мар.

Знал, что отец у Саши авиационный инженер, а мать умерла несколько лет назад, и что недавно отец вновь женился, и у Саши теперь хорошая мачеха, и скоро будет братишка или сестренка.

1942-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Британи шыва путса анать, ун палуби ҫинче вӑл ашшӗ ҫӳренине курать; вӑл ашшӗ ҫыран хӗрринелле мӗнле ишсе тухнисене пӑхса тӑрать; унпа пӗрле вӑл ҫыран хӗрринчи чулсенчен яра-яра илет; хум ҫапакан енӗпе хӑйӑр ҫинче чыхӑна-чыхӑна кайса упаленет.

Он видел отца на палубе терпящей бедствие «Британии»; следил за тем, как тот плыл к берегу; вместе с ним цеплялся за прибрежные скалы; задыхаясь, полз по песку за черту прибоя.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Маруська вӑл ашшӗ патне фронта пынӑ та, ашшӗ хӑйӗн отрячӗпе шавлакан Украина хирӗсем тӑрӑх тата вут-кӑвар ӑшӗнче ҫунакан Бессараби чиккисем тӑрӑх хӑвӑрт ыткӑнса ҫӳренӗ вӑхӑтра фронтра, вӑрҫӑра вилсе кайнӑ.

Маруську, погибшую на фронте в те дни, когда он носился со своим отрядом по полям Украины и границам пылающей Бессарабии.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Маюкӑн юнне тӗрӗслерӗҫ те чӑлт шурӑ йӗм, кӗпе тӑхӑнтартса ашшӗ выртакан пӳлӗме илсе кӗчӗҫ, ашшӗпе юнашар койкӑ ҫине выртарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Амӑшӗ ӑна ҫиленчӗ, ачисене чемодансем сыхлама хӑварчӗ те, ашшӗ мӗнле ҫуна кӳлсе лав янине пӗлме кайрӗ, мӗншӗн тесен ашшӗ пурӑнакан вырӑна ҫитме вӗсен ҫӗр километра яхӑн тайга тӑрӑх каймалла вӗт.

Тогда мать на отца рассердилась и, оставив детей караулить вещи, пошла к ямщикам узнавать, какие за ними отец прислал сани, потому что до того места, где он жил, оставалось ехать еще километров сто тайгою.

Чукпа Гек // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 105–140 с.

Нимӗҫсем ҫинчен шухӑшласан тата уншӑн тепӗр лайӑх енӗ пур: ашшӗ нимӗҫсенчен хӑрать, партизансем ӑҫтине Степка хӑй кӑтартсан, вара нимӗҫсем ашшӗпе мар, хӑйпе туслашаҫҫӗ.

Но мысль о немцах содержала в себе и другую существенную для него сторону: отец боится немцев, и если он, Степка, сам выдаст им партизан, то и дружба у них будет с ним, а не с отцом.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Васька ашшӗ сассине илтсенех хӑраса ӳкрӗ: ашшӗ ӑна хире ҫӗр каҫма юлма хушманччӗ.

Услышав голос отца, Васька в первую минуту струсил: отец не разрешил ему оставаться ночевать на поле.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Хӗремесленсе кайнӑ ашшӗ купӑстапа ҫӗрулми татӑкӗсене сухалӗ ҫинчен иртсе хӑтланнине кура, Дуняшка темле кӑна кулӑпа чыхӑнса каймарӗ, анчах ыттисем шухӑшлӑ сӑнпа чӗнмесӗр ларнине курчӗ те, вӑл та чӑтрӗ, вырӑнсӑр кулса ярасран шикленсе, ашшӗ ҫине пӑхма пӑрахрӗ.

Дуняшка чуть не прыснула, глядя, как побагровевший отец выбирает из бороды капусту и кусочки картофеля, но лица остальных были настолько серьезны, что и она сдержалась и взгляд от отца отвела, боясь некстати рассмеяться.

XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑл пӗтӗмпех урӑхла пулать пуль тесе шухӑшланӑччӗ — ашшӗ, пиччӗшӗ, пиччӗшӗн ывӑлӗсем килеҫҫӗ те, вӑл вӗсене пурне те пӑхса ҫаврӑнать, пурин ҫинчен те ыйтса пӗлет, халӗ вара вӑл тӑванӗсене ыррӑн сывлӑх та сунаймарӗ: тӳсӗмсӗр кӳршисем хӗссе лартнӑ пирки ашшӗ те ун патне аран-аран ҫитрӗ, анчах ку ӑна нимӗн чухлӗ те кӳрентермерӗ, кӳрентерме мар, хаваслантарчӗ, пулас.

Она-то думала, что все будет по-другому — придут отец, брат, племянники, она всех оглядит, порасспросит обо всем, а тут толком не смогла даже поздороваться с родными: отец, оттесненный нетерпеливыми, разбитными соседями, и то еле добрался до нее, хотя, похоже, это нисколько его не огорчало, а скорее радовало.

21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ашшӗ юратнӑ хӗрне вӗлернӗ те, ун ҫинчен пӗтӗм ҫемье никама пӗр сӑмах шарламан, тӑван амӑшӗ, ӑна ҫав путсӗр те тискер ҫыншӑн пӑрахса, таҫта тухса кайма хатӗрленнӗ, кӑвак шинеллӗ, пачах та палламан хаяртарах сӑнлӑ ҫын вара, темскерпе ашшӗпе аса илтерекенскер, Костьӑна аллинчен тытнӑ та ӑна алӑк уҫса панӑ, ҫӗнӗ, тен, татах та йывӑртарах тӗнчене илсе тухнӑ…

Отец убивал любимую дочь, и вся семья молча скрывала это, родная мать бросала его ради этого подлого озверевшего человека и уходила неизвестно куда, а совсем незнакомый суровый человек в серой шинели, чем-то напоминавший отца, властно брал Костю за руку, распахивал перед ним двери и выводил в новый, может быть, еще более трудный мир…

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ашшӗ хӗрхенекен, ҫав вӑхӑтрах ӳпкелекен Анискӑ ҫеҫ мӗн тӑвас тенӗ, ҫавна тунӑ, — ашшӗ ӑна пуриншӗн те каҫарнӑ.

Лишь Аниска, отцова жалость и укор, делала что хотела — ей все прощалось.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Мажаровӑн чунӗ ыратнӑ, вӑл ашшӗ ӗмӗчӗсенчен, ашшӗ ӑна хӑйӗн вилӗмӗпе халалласа хӑварнинчен инҫетре тӑнине ӑнланса илнӗ.

С душевной болью Мажаров понял, как далек он от того, что было завещано ому всеми помыслами отца и даже самой его смертью.

1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Хӑй мӗншӗн ҫапла чееленсе, ашшӗ кам ҫинчен каланине пӗлмӗш пулнине Ксени хӑй те ӑнланмарӗ, ашшӗ уншӑн тахҫанах манӑҫа тухнӑн туйӑнакан ята каланӑ-каламанах, Ксени ӑна аллинчен ярса тытрӗ.

Она сама не знала, зачем хитрила и делала вид, что не понимает, о каком человеке говорит отец, и не успел он назвать это, казалось, давно похороненное для нее имя, как она схватила отца за руку.

17 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех