Шырав
Шырав ĕçĕ:
20. Ахав Илияна каланӑ: тупрӑн эсӗ мана, тӑшманӑм! тенӗ.
3 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Фесва ҫыннине Илияна Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ: 18. Израиль патши Ахав патне Самарие кай, халӗ вӑл Навуфей пахчинче — ӑна хӑй аллине илме пынӑ; 19. кала ӑна: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: эсӗ ҫынна вӗлертӗн, тата ун еткерлӗхне кӗресшӗн-и? тет, те, тата кала ӑна: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: йытӑсем Навуфей юнне ҫуланӑ вырӑнта сан юнна та йытӑсем ҫулӗҫ, тет, те.
3 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ахав [Изреель ҫыннине] Навуфее вӗлерни ҫинчен илтсессӗн, [тумтирне туртса ҫурнӑ та хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса янӑ, кайран] Изреель ҫыннин Навуфейӗн иҫӗм пахчине хӑй аллине илме кайнӑ.
3 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вара вӑл Ахав ятӗнчен ҫырусем ҫырса хатӗрленӗ те патша пичетне ҫапса пичетлесе тухнӑ, унтан ҫав ҫырусене Навуфейпе пӗр хулара пурӑнакан аслӑ ҫынсемпе чаплӑ ҫынсене ярса панӑ.
3 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ахав каланӑ ӑна: Изреель ҫыннине Навуфее: «хӑвӑн пахчуна кӗмӗлле пар мана е, кӑмӑлу пулсассӑн, эпӗ сана уншӑн урӑх пахча парӑп» терӗм те, вӑл мана: «памастӑп сана хамӑн иҫӗм пахчине, [аттемӗрсен еткерлӗхне]» терӗ, тенӗ.
3 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Изреель ҫынни Навуфей ҫапла «аттемӗрсен ҫӗрне памастӑп сана» тенипе Ахав ӗнтӗ килне ҫилленсе те пӑшӑрханса таврӑннӑ.
3 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ахав Навуфее каланӑ: хӑвӑн иҫӗм пахчине пар мана, унта эпӗ пахчаҫимӗҫ туса илӗп, вӑл ман керменӗм ҫывӑхӗнчех; ун вырӑнне сана унтан лайӑхрах иҫӗм пахчи парӑп е, кӑмӑлу пулсассӑн, унӑн хакне кӗмӗлпе тӳлӗп, тенӗ.
3 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫак ӗҫсем хыҫҫӑн ҫапла пулнӑ: Изреель ҫыннин Навуфейӗн Изреель хулинче, Самари патши Ахав керменӗ ҫывӑхӗнче иҫӗм пахчи пулнӑ.
3 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ахав каланӑ: килӗшӳ тунӑ хыҫҫӑн эпӗ сана каялла ярӑп, тенӗ.
3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара Венадад ун патне тухнӑ, Ахав ӑна хӑйпе пӗрле ҫар урапи ҫине лартнӑ.И вышел к нему Венадад, и он посадил его с собою на колесницу.
3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. [Ахав] ҫӗр пуҫлӑхӗсен тарҫисене шутласа тухнӑ, вӗсем икҫӗр вӑтӑр икӗ ҫын пулнӑ; ҫакӑн хыҫҫӑн пӗтӗм халӑха шутласа тухнӑ, Израиль ывӑлӗсем пӗтӗмпе ҫичӗ пин пулнӑ.
3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
[Ахав:] ҫапӑҫӑва кам пуҫлать? тенӗ.
3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ахав: кам урлӑ? тенӗ.
3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Акӑ ӗнтӗ Израиль патши Ахав патне пӗр пророк пырса тӑнӑ та каланӑ: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: ҫак пысӑк эшкере куратӑн-и?
3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Венадад татах Ахав патне калама янӑ: Самари тӑпри-тусанӗ ман хыҫӑмран пыракан ҫынсене пурне те пӗрер ывӑҫ тивес пулсассӑн, туррӑмсем мана ҫавна-ҫавна кӑтартчӑр, унтан ытларах та кӑтартчӑр, тенӗ.
3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ахав вара Венадад элчисене каланӑ: патша хуҫамӑма ҫапла калӑр: эсӗ манран, хӑвӑн чурунтан, малтанхи хутӗнче мӗн ыйтнине эпӗ пӗтӗмпех тума хатӗр, куна вара тума пултараймастӑп, тенӗ.
3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Венадад ӗнтӗ Израиль патши Ахав патне хулана элчӗсем янӑ, 3. ӑна ҫапла калама хушнӑ: Венадад ҫапла калать: санӑн ылтӑнупа кӗмӗлӳ — манӑн, арӑмусем те, чи лайӑх ывӑлусем те — манӑн, тенӗ.
3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Илия мӗн тунине, вӑл мӗнпур пророка хӗҫпе чиксе пӑрахнине те, Ахав пӗтӗмпех Иезавеле каласа панӑ.1. И пересказал Ахав Иезавели все, что сделал Илия, и то, что он убил всех пророков мечом.
3 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл тумтирне пилӗкӗ тавра ҫавӑрса ҫыхнӑ та Ахав умӗнчен мӗн Изрееле ҫитиччен чупса пынӑ.Он опоясал чресла свои и бежал пред Ахавом до самого Изрееля.
3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ахав ӗнтӗ урапи ҫине хӑпарса ларнӑ, [йӗрсе янӑ] та Изреель хулине тухса кайнӑ.
3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.