Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Аслисем (тĕпĕ: асли) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫурри якалнӑ акварель алӑран алла куҫать; аслисем ача пулса тӑчӗҫ; пӗр пайӗ аскӑннӑн шӑл йӗрсе, ахӑрса кулать; ыттисен пичӗсем вӑйпах книксен тума хистенӗ чухнехилле тӑсӑлнӑ.

Полустертая акварель прыгала из рук в руки; взрослые стали детьми; часть громко смеялась, плотоядно оскаливаясь; в лицах иных появилось натянутое выражение, словно их заставили сделать книксен.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Оглоблин хирӗҫ нимӗн те хуравлаймарӗ, майӗпен тӑчӗ, аллисене хыҫалалла тытрӗ, пуҫне усса, аслисем малалла мӗн каласса кӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Аслисем пӗрмай аса илтернӗрен кӑна мар, халӑх умӗнчи тивӗҫе туйнӑран лӑпланаймасть Крапивин.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ара, Пӑлакие, нумай вӗреннӗ ҫын тесе, Антун кӑна мар, Калюковсен йӑхӗнче аслисем те хисеплеҫҫӗ, унӑн сӑмахне кирек хӑш ӗҫре шута хураҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Лавккаҫӑ сӑмахӗсене ӗненес тӗк — ачасем халӗ вӑйӑ вылянӑ чухне те аслисем мӗн тунине ҫеҫ евӗрлеҫҫӗ имӗш.

По всем его словам выходило, что дети в играх только подражают теперь тому, что делают взрослые.

IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Ҫакӑ, паллах, аслисем ӑс панипе, хӑтӑрса вӗрентнипе вӑраххӑн пулса пычӗ, хӑрушӑ чару тӗсне куҫрӗ, унтан вара, ял ҫинчи калаҫупа, ырӑ мар сӑмах-юмахпа вӑйланнӑскер, ачапча ӑсне матроспа унӑн килӗнчен хӑрама хистекен туйӑм пулса кӗрсе юлчӗ.

Совершилось это, разумеется, постепенно, путем внушения и окриков взрослых приобрело характер страшного запрета, а затем, усиленное пересудами и кривотолками, разрослось в детских умах страхом к дому матроса.

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Кам та пулсан ҫак йӗркене пӑссан, индеецсен аслисем Тытакансене ҫав ҫынсене наказани пама хушнӑ.

Если кто-нибудь нарушал это правило, старшины приказывали Ловцам наказать ослушника.

Синопа Москитсен йӑхне кӗрет // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Сунарҫӑсем темиҫе ҫӗр бизон вӗлернӗ, аслисем лагере ҫак тӳрем вырӑнта пӗчӗк кӳлӗн хӗрринче чарӑнса тӑма хушнӑ.

Охотники убили несколько сот бизонов, и старшины приказали раскинуть лагерь здесь, на равнине, на берегу маленького озера.

Тӑмран тунӑ теттесем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Акӑ мӗншӗн индеецсен аслисем тискер кайӑксем нумай пурӑнакан ҫӗре куҫма шутланӑ.

Вот почему старшины племени решили перебраться на новое место, где дичи было много.

Синопа бизонсенчен хӑтӑлать // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Автор хӑйӗн очеркӗсемпе аслисем те кӑсӑклансах паллашасса шанать.

Автор надеется, что с его очерками с интересом познакомятся и взрослые.

Владимир Степановӑн кӗнеки кун ҫути курнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/30853.html

Ача ҫуртӗнче те аслисем сахал мар кӳрентернӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Ача ҫуртӗнче те аслисем хӑйне шелленине курсан йӗрсе ярас мар тесе тутине юн тухиччен ҫыртатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Аслисем чиперех-ха, виҫӗ хӗрӗ те качча кайса ҫемьеленнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Аслисем авланнӑ, кӗҫӗннин кӑҫал салтакран килме срок ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

— Хӑналаҫҫӗ мар, аслисем кӗҫӗннисене ӑс параҫҫӗ, — калаҫӑва хутшӑнчӗ Толя, Сашӑпа пӗр ялтан килнӗскер.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Аслисем качча кайса, авланса пӗтнӗ Смирновсен.

Куҫарса пулӑш

Аля. Алевтина // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

— Эпир аслисем пулнӑ-ҫке.

— Мы же старшие были.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Хамӑр курнӑ тӑрӑхах, эпир ҫамрӑк ҫынсем ҫӑмӑлттайланса ҫӳренине, вӗсем аслисем хӑйсене вӗрентсе каланисене итлейменнине час-часах асӑрханӑ вӗт.

Ведь мы знаем по опыту, с каким упрямством и легкомыслием молодежь не хочет слушаться трезвых советов старших.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Совет членӗсенчен чи аслисем ман майлӑ пулчӗҫ пулас, анчах вӗсем нимӗн те чӗнменнинчен ҫеҫ ҫакӑ палӑрчӗ.

Мудрейшие из членов совета были, повидимому, на моей стороне, хотя выражали это только молчанием.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Аслисем виҫҫӗшӗ те кулса ячӗҫ.

Все трое старших засмеялись.

XXXV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех