Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Аршинова (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Комисси председателӗ Людмила Михайловна Аршинова пӗлтернӗ тӑрӑх, Кивӗ Вӑрмарпа пӗтӗмӗшле 983 ҫын валли сасӑлама бюллетеньсем хатӗрленӗ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрмарсем гражданла тивӗҫне пурнӑҫларӗҫ // И.ДАНИЛОВА, Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9852-v-rmars ... urn-clar-c

Хӑнасем — «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗсем: партин Чӑваш Енри уйрӑмӗн секретарӗ Алёна Аршинова тата Чӑваш Енӗн сенаторӗ Николай Владимиров.

Гости — члены партии «Единая Россия»: секретарь Чувашского отделения партии Алёна Аршинова и сенатор Чувашии Николай Владимиров.

Ачасене тухьяллӑ Юрпике саламланӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/30569.html

Ҫавӑн пекех унпа пӗрле района ЧР вӗрентӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗн заместителӗ Н.Скворцова, ЧР строительство, архитектура тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн пӗрремӗш заместителӗ В.Максимов, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Ю.Зорин, «Единая Россия» партин регионти обществӑлла приемнӑйӗн руководителӗн заместителӗ Л.Пронин, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ А.Аршинова килсе ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев – Вӑрмар районӗнче // Э.МИХАЙЛОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2021.08.20, http://gazeta1931.ru/gazeta/8033-ch-vash-respublikin-pu-l-kh-oleg-nikolaev-v-rmar-rajon-nche

Уҫӑ калаҫӑва Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Альбина Егорова, Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗ Алена Аршинова хутшӑннӑ.

На встрече также присутствовали председатель Государственного Совета Чувашской Республики Альбина Егорова и депутат Государственной Думы Федерального Собрания Российской Федерации Алена Аршинова.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тӗрлӗ партисен депутачӗсемпе уҫӑ калаҫу ирттернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=9b ... 9974f0453c

«Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗ Алена Аршинова шкулсен 60 проценчӗ ялта вырнаҫнӑ, апла пулсан унтисене ют чӗлхе ӳлӗмрен пит кирлех те мар тесе те шухӑшлать.

Член партии «Единая Россия» Алена Аршинова считает, что из-за размещения 60% школ в сельской местности, для их учеников востребованность в иностранном языке маловероятна.

Ял ачисене ют чӗлхе кирлӗ-и? // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/23891.html

Ҫав шутра — списокра 5-мӗш позицире пулнӑ Алена Аршинова.

Куҫарса пулӑш

Пулас спикер паллӑ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Илья Павловича паллӑ кунпа ҫавӑн пекех Чӑваш Ен Правительствин членӗсем, РФ Патшалӑх Думине Чӑваш Енрен суйланнӑ депутатсем Алена Аршинова, Анатолий Аксаков, Валентин Шурчанов, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем, общество деятелӗсем, тус-юлташӗ, тӑванӗсем тата Вӑрнарсем саламларӗҫ.

Илью Павловича также со знаменательным днем поздравили члены правительства Чувашии, депутаты Государственной Думы РФ в Чувашской Республике Алена Аршинова, Анатолий Аксаков, Валентин Шурчанов, депутаты Государственного Совета ЧР, общественные деятели, друзья-товарищи, родные и вурнарцы.

Халӑха, тӑван ҫӗре парӑннӑ чӑн-чӑн чӑваш // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

РФ Патшалӑх Думин Вӗренӳ енӗпе ӗҫлекен комитечӗн председателӗн заместителӗ Алена Аршинова, культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Константин Яковлев, сывлӑх сыхлавӗн министрӗн пӗрремӗш заместителӗ Татьяна Богданова, экономика аталанӑвӗн министрӗн заместителӗ Виталий Емельянов, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Елена Николаевӑпа Александр Никаноров тӗп доклада сӳтсе явма хутшӑнчӗҫ.

Заместитель председателя комитета по делам образования Алена Аршинова, уполномоченный обязанности министра культуры Константин Яковлев, первый заместитель министра здравоохранения Татьяна Богданова, заместитель министра экономического развития Виталий Емельянов, депутаты государственного совета Елена Николаева и Александр Никаноров приняли участие в обсуждении основного доклада.

Бюджета пуянлатма пур майпа та усӑ курмалла // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Чӑваш Ен халӑхӗшӗн малашне те тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлессе шантарсах сӑмах пачӗ Алена Аршинова пресс-конференцие пӗтӗмлетнӗ май.

Куҫарса пулӑш

Мӗн туни – куҫ умӗнче, пурнӑҫламалли – планра // АНФИСА МАНЯКОВА. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Алена Аршинова вӗрентӳпе ҫыхӑннӑ чылай ыйтӑва татса пама хутшӑнать пулин те унӑн тӳпи ку енӗпе кӑна мар.

Куҫарса пулӑш

Мӗн туни – куҫ умӗнче, пурнӑҫламалли – планра // АНФИСА МАНЯКОВА. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

РФ Патшалӑх Думин депутачӗ, «Единая Россия» парти членӗ Алена Аршинова юлашки тӑватӑ ҫулта туса ирттернӗ ӗҫсене пӗтӗмлетсе ку эрнере Шупашкарти Наци библиотекинче пресс-конференци йӗркелерӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӗн туни – куҫ умӗнче, пурнӑҫламалли – планра // АНФИСА МАНЯКОВА. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

«Манӑн пӗрлехи ӗҫшӗн Чӑваш Ен Пуҫлӑхне Михаил Игнатьева тав тӑвас килет. Вӑл республикӑшӑн тӑрӑшать, ӗҫрен хӑраман маттур ҫынсене пулӑшать. ЧР Правительстви те тав сӑмахне тивӗҫлӗ», — терӗ Алена Аршинова.

Куҫарса пулӑш

Алена АРШИНОВА: Пӗрлехи ӗҫ чылай ыйтӑвӑн хуравне тупма пулӑшать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Журналистсем меллӗ самантпа усӑ курса Алена Аршинова аслӑ шкул пӗтерекен ҫамрӑксене направленипе ӗҫлеме ярасси, куҫӑн мар майпа вӗрентессине пӑрахӑҫлама планлани, хӗрсемпе каччӑсем пӗчӗк хуласенчен пысӑккисене кайма ӑнтӑлни, ҫӗршывра пурӑнакансен хӑрушсӑрлӑхӗ тата ытти пирки мӗн шухӑшланине ыйтса пӗлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Алена АРШИНОВА: Пӗрлехи ӗҫ чылай ыйтӑвӑн хуравне тупма пулӑшать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

А.Аршинова вӗренӳпе ҫеҫ мар, ытти сферӑпа ҫыхӑннӑ проектсемпе те ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

Алена АРШИНОВА: Пӗрлехи ӗҫ чылай ыйтӑвӑн хуравне тупма пулӑшать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Алена Аршинова ял шкулӗсенчи спорт залӗсене реконструкцилени пирки те каласа кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Алена АРШИНОВА: Пӗрлехи ӗҫ чылай ыйтӑвӑн хуравне тупма пулӑшать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

«Единая Россия» партин «Ача сачӗсем — ачасене» проекчӗпе /унӑн ертӳҫи шӑпах — Алена Аршинова/ килӗшӳллӗн Чӑваш Ене федераци бюджетӗнчен 1,6 миллиард тенкӗ уйӑрса панӑ, ҫӗнӗ вырӑнсем йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Алена АРШИНОВА: Пӗрлехи ӗҫ чылай ыйтӑвӑн хуравне тупма пулӑшать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Алена Аршинова ҫак тӑватӑ ҫулта чӑнласах та ӑнӑҫлӑ ӗҫленӗ: 59 проект хатӗрленӗ /хӑй пӗччен те, ытти авторпа пӗрле те/, вӗсенчен нумайӑшӗ саккун пулса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Алена АРШИНОВА: Пӗрлехи ӗҫ чылай ыйтӑвӑн хуравне тупма пулӑшать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

«Раҫҫейӗн улттӑмӗш суйлаври Патшалӑх Думи хастар та пуҫаруллӑ ӗҫлерӗ. Ҫӗршывӑн саккун кӑларас ӗҫ аталанӑвне эпӗ те хамӑн тӳпене хывнӑ тесе шухӑшлатӑп», — терӗ Думӑн Вӗренӳ комитечӗн председателӗн заместителӗ Алена Аршинова.

Куҫарса пулӑш

Алена АРШИНОВА: Пӗрлехи ӗҫ чылай ыйтӑвӑн хуравне тупма пулӑшать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

«Эпӗ сире пурнӑҫра ҫӑмӑл ҫулпа утма сӗнместӗп. Йывӑрлӑхсем ҫынна вӑйлатаҫҫӗ, кӑмӑл-туйӑма ҫирӗплетеҫҫӗ кӑна, — терӗ РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алена Аршинова хӗр-упраҫпа яш-кӗрӗме вӗренӗве ӑнӑҫлӑ вӗҫленӗ ятпа саламланӑ май. — Диплом илни ҫӗнӗ пурнӑҫ пуҫланнине пӗлтерет. Сирӗн кашнин пысӑк ӗмӗт пур. Паянхи ӗҫе нихӑҫан та ырана ан хӑварӑр».

Куҫарса пулӑш

Чи лайӑххисем // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Уява республика Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алена Аршинова, ЧР вӗренӳ министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Светлана Петрова, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чи лайӑххисем // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех