Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Аппӑшӗ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мемориаллӑ хӑмана С.Новиковӑн амӑшӗ Галина Павловна тата аппӑшӗ Евгения торжествӑлла лару-тӑрура уҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну хӑми уҫнӑ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/04/26/%d0%b0%d1%8 ... %bd%d3%91/

Кухньӑна макӑрса чупса кӗнӗ Ваҫука Пӑлаки аппӑшӗ хӑтӑрма та пӑхнӑччӗ малтан.

Куҫарса пулӑш

2 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ну, хӑшӗн аппӑшӗ ӗне сӑвакан, теприн пиччӗшӗ летчик.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Ҫапла, вун улттӑри Тиллин асламӑшпе аслашшӗ, ашшӗ, амӑшӗ, инкӗшӗ, аппӑшӗ, йӑмӑкӗ пур.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

— Юрататӑп эпӗ фронтран килекен ҫырусене вулама, — Нина, Хӗветӗрӗн аппӑшӗ, шӑллӗ евӗрлех хӗсӗкрех куҫлӑскер, кӗске пальтӑвӗ ҫийӗн усӑнса тӑракан тутӑр ҫӳҫисене юсакаласа, тӑрпасӑр лампа умнех пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Пур тесе, урам тӑрӑх кӑшкӑрса ҫӳрес-им? — аппӑшӗ, хулӑн тутине пӑркаласа, пӑрӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Яка пӑр ҫине лартса хӑварӗҫ-ха сана ваттисем, — шӑллӗне шеллерӗ аппӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗветӗрӗн аппӑшӗ Нина та пуҫ тӑрринчи шӑв-шавпа ҫӗр варринче ҫенӗкре хӑраса вӑранчӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ялта, аппӑшӗ патӗнче, икӗ арча тулли хаклӑ тумтир выртать-ҫке?

Куҫарса пулӑш

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Натиҫ вара аппӑшӗ патне хӑнана ҫӳрекеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Кукамай шӑплӑхӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 116–122 с.

Кукамайӑн амӑшӗн аппӑшӗ Кузьминсене качча кайнӑ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кукамай шӑплӑхӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 116–122 с.

Ҫапла вун ҫиччӗри хӗр килте икӗ пӗчӗк ачашӑн аппӑшӗ те, амӑшӗ те, ашшӗ те пулса тӑнӑ…

Куҫарса пулӑш

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

Ун хыҫҫӑн хӗр Свердловск облаҫӗнчи Анат Тагил хулинчи пир-авӑр комбинатӗнче ӗҫлекен аппӑшӗ патне тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ҫав вӑхӑтра Улюк никама систермесӗр тумланчӗ те: «Часах таврӑнатӑп», — тесе Малти каса качча тухнӑ аппӑшӗ патне вӗҫтерчӗ…

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Ҫумӗнче ӑна пӑхма хӑварнӑ кӳршӗри Марье аппӑшӗ ҫук, выльӑхсене апат пама кайнӑ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Марье аппӑшӗ ӑс панине, вӗрентнине яланах итленӗ Вӗҫелис.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Франци королӗн, Людовик ХIV мӑнукне тӑванӗ — ачан аслӑ аппӑшӗ — вырӑсла тетка пулать, пӑвса вӗлернӗ теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чи малтанах вӑл Шывхуҫин шыв айӗнчи керменӗн вӑрттӑнлӑхне уҫса панӑ, хӑйӗн ҫичӗ аппӑшӗ ҫинчен каласа панӑ, ҫӗр ҫинчен шыва лекнӗ амӑшӗн шӑпипе паллаштарнӑ.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Викторпа Эрнест Ивантерсен виҫӗ сыпӑкри аппӑшӗ.

Троюродная сестра Виктора и Эрнеста Ивантеров.

Рысс Евгений Самойлович // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D1% ... 0%B8%D1%87

Вӑл Настя аппӑшӗ пекех 2№ ӳнер шкулӗнчи «Былинушки» тӗслӗхлӗ фолькор ансамблӗнче юрлӗ.

Куҫарса пулӑш

«Пире ҫичӗ ачаллӑ пулма сунчӗҫ» // Рамзиля КАМЕРИСТОВА. https://ursassi.ru/articles/eme/2023-09- ... ch-3444570

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех