Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Аппӑшӗ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аппӑшӗ ҫине тӑрса сӑмах хускатни тӗлӗнтерчӗ пулсан та, Анук хӑйшӗн Элекҫей ним те марри ҫинчен пытармасӑр каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл амӑшӗпе пӗртӑван аппӑшӗ патӗнче лармара пулнӑ, тет те.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тилӗ ҫӗлӗкӗ Захар Петрович ывӑлӗпе тарҫи хӑйӗнчен мӑшкӑллани, килӗнчи тарҫипе аппӑшӗ, вӑл шӑнса вилтӗр тесе, хӑйне юри хапха уҫса кӗртменни, ашшӗ вилес умӗн темиҫе минут ҫеҫ ун патӗнче кӳршӗре пулни, ӑна аппӑшӗпе тарҫи пӗр-пӗринпе каварлашса вӗлерни ҫинчен ӗнентерсе калама хӑтланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ҫитсен аппӑшӗ е тарҫи тухса илӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тилӗ ҫӗлӗкӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вара Ахтупайпа Эрнепи пур пек укҫине шутланӑ хушӑра шӑллӗпе аппӑшӗ калаҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иливанпа Чечекпи пулмасан тахҫанах аппӑшӗ патне пурӑнма куҫмалла та, ҫавсене шеллет Эрнепи.

Куҫарса пулӑш

6. Ӗмӗрлӗх хуйхӑ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл фермӑра Кольӑн аппӑшӗ — Марина ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

Тимлӗ хуралҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 26–28 с.

— Хӑш аппӑшӗ?

Куҫарса пулӑш

IX // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

— Арӑмӗн аппӑшӗ вилнӗ терӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Аппӑшӗ, учительница, шӑллӗ хутне кӗмест-им вара? — тесе ыйтрӗ анне.

Куҫарса пулӑш

Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Клавьене хӑйне те, ачине те пӑхакан пур тесе темиҫе кунлӑха аппӑшӗ патне Кӗстереке леҫме тиврӗ.

Клавье с детишками пришлось отвезти к сестре в Кестерек.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Сетруна армутирен ҫыхнӑ шӑпӑрпа ун-кун шӑлкаласа илнӗ те каллех аппӑшӗ патне пынӑ.

Сетруна с готовностью схватила полынный веник и, махнув им раза три по углам, снова прильнула к сестре.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Ульти, теп, Ульти, — чӗвӗлтетрӗ вӑл тӗпелте чашӑк-тирӗк ҫӑвакан аппӑшӗ тавра, — пулӑшам-и сана?

заискивающе щебеча и заглядывая ей прямо в глаза: — Давай я тебе помогу, Ульди, а?

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Амӑшӗ ӑна Чӑвашра, Урхас Кушкӑ ялӗнче пурӑнакан тӑван аппӑшӗ патне, Протопопов пупӑн килне, ӑсатнӑ.

Мать в тот же день отправила его в чувашское село Урхас-Кошки, в семью старшей сестры Анны, что была замужем за священником Иваном Степановичем Протопоповым.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Аппӑшӗ пур пӗрех мухтать ӑна, пулӑшатӑн тет.

Но старшая сестра все равно ее хвалит — помощница, как же.

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Ӗҫ вӑхӑче-ҫке, — ӑна куҫпа виҫрӗ аппӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Аппӑшӗ кулать: ҫапах та Анушка амӑшне итлерӗ, халь ӗнтӗ ҫапла кун кӑҫиччен йӗп ҫинче ларнӑ пек ларать, — каяс та килет, тухса кайма та аван мар.

Куҫарса пулӑш

XXX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫемьере вӗсем тӑваттӑн ӳснӗ - икӗ пиччӗшӗ, Людмила аппӑшӗ тата вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ҫемье ӑшши - чун ӑшши // М.Мамуткина. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10685 ... chun-shshi

Анчах та унта вӗренсе пӗтермесӗрех Вера аппӑшӗ патне Мускава тухса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ тунине ҫын манмасть // М.МАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11212 ... yn-manmast

Хусана ҫитсен Павӑл пиччӗшӗ патне каяс умӗн Зина сулахай аллине упӑшкин аппӑшӗ парнеленӗ сулла тӑхӑнчӗ, сылтӑм алӑри ятсӑр пӳрнине куҫлӑ ҫӗрӗпе илемлетрӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех