Шырав
Шырав ĕçĕ:
Аммиуд (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
3. Иерусалимра Иуда ывӑлӗсенчен, Вениамин ывӑлӗсенчен, Ефрем ывӑлӗсенчен тата Манассия ывӑлӗсенчен пурӑннӑ ҫынсем ҫаксем: 4. Уфай, вӑл — Аммиуд ывӑлӗ, Аммиуд — Омри ывӑлӗ, Омри — Имрий ывӑлӗ, Имрий Ваний ывӑлӗ пулнӑ, Ваний вара — Фарес тӑхӑмӗ, Фарес — Иуда ывӑлӗ; 5. Шилон ывӑлӗсем — малтанхи ывӑлӗ Асаия тата унӑн ывӑлӗсем; 6. Зара ывӑлӗсем — Иеуил тата унӑн тӑванӗсем — ултҫӗр тӑхӑрвуннӑн; 7. Вениамин ывӑлӗсем — Саллу, вӑл Мешуллам ывӑлӗ пулнӑ, Мешуллам — Годавия ывӑлӗ, Годавия — Гассенуя ывӑлӗ; 8. Иерохам ывӑлӗ Ивния, Эла — Михрирен ҫуралнӑ Уззий ывӑлӗ, Мешуллам, вӑл Шефатия ывӑлӗ пулнӑ, Шефатия — Регуил ывӑлӗ, Регуил — Ивния ывӑлӗ; 9. хӑйсен йӑхӗсем тӑрӑх, пиччӗшӗ-шӑллӗсем тӑхӑрҫӗр аллӑ улттӑн — ҫак арсем пурте хӑйсен ӑрӑвӗсен пуҫлӑхӗсем пулнӑ.
1 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Унӑн тата ывӑлӗсем Рефайпа Решеф пулнӑ, Решеф ывӑлӗ — Фелах, унӑн ывӑлӗ Фахан, 26. унӑн ывӑлӗ Лаедан, унӑн ывӑлӗ Аммиуд, унӑн ывӑлӗ Елишама, 27. унӑн ывӑлӗ Нон, унӑн ывӑлӗ Иисус пулнӑ.
1 Ҫулс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫак ҫынсен ячӗсем акӑ: Иуда йӑхӗнчен Халев, Иефонния ывӑлӗ; 20. Симеон ывӑлӗсен йӑхӗнчен Самуил, Аммиуд ывӑлӗ; 21. Вениамин йӑхӗнчен Елидад, Кислон ывӑлӗ; 22. Дан ывӑлӗсен йӑхӗнчен Буккий пуҫлӑх, Иоглий ывӑлӗ; 23. Иосиф ывӑлӗсенчен, Манассия ывӑлӗсен йӑхӗнчен Ханниил пуҫлӑх, Ефод ывӑлӗ; 24. Ефрем ывӑлӗсен йӑхӗнчен Кемуил пуҫлӑх, Шифтан ывӑлӗ; 25. Завулон ывӑлӗсен йӑхӗнчен Елицафан пуҫлӑх, Фарнак ывӑлӗ; 26. Иссахар ывӑлӗсен йӑхӗнчен Фалтиил пуҫлӑх, Аззан ывӑлӗ; 27. Асир ывӑлӗсен йӑхӗнчен Ахиуд пуҫлӑх, Шеломий ывӑлӗ; 28. Неффалим ывӑлӗсен йӑхӗнчен Педаил пуҫлӑх, Аммиуд ывӑлӗ, тенӗ.
Йыш 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Унтан Ефрем ывӑлӗсен тапӑрӗн элемне ҫӗкленӗ те унти ҫар ушкӑнӗсем тапранса кайнӑ; вӗсен ҫарӗн пуҫлӑхӗ Елишама, Аммиуд ывӑлӗ; 23. Манассия ывӑлӗсен йӑхӗнчи ҫарӑн пуҫлӑхӗ Гамалиил, Педацур ывӑлӗ; 24. Вениамин ывӑлӗсен йӑхӗнчи ҫарӑн пуҫлӑхӗ Авидан, Гидеоний ывӑлӗ, пулнӑ.
Йыш 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
49. Вӑл кӳнӗ парнесем: таса сикль виҫипе шутласассӑн, ҫӗр вӑтӑр сикль таякан пӗр кӗмӗл тирӗк, ҫитмӗл сикль таякан пӗр кӗмӗл курка; тырӑ-пулӑ парни кӳмешкӗн ҫак савӑтсене йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ тултарнӑ пулнӑ, 50. тӗтӗрмелли тултарнӑ вунӑ сикль таякан пӗр ылтӑн тӗтӗркӗч, 51. пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмешкӗн пӗр пӑру, пӗр така, пӗр ҫулхи пӗр путек, 52. ҫылӑх парни кӳмешкӗн пӗр качака таки 53. тата канӑҫлӑх парни кӳмешкӗн икӗ вӑкӑр, пилӗк така, пилӗк качака таки, пӗр ҫулхи пилӗк путек; Елишама, Аммиуд ывӑлӗ, кӳнӗ парнесем ҫаксем ӗнтӗ.
Йыш 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
48. Ҫиччӗмӗш кунне Ефрем ывӑлӗсен пуҫлӑхӗ Елишама, Аммиуд ывӑлӗ, парне кӳнӗ.48 В седьмой день начальник сынов Ефремовых Елишама, сын Аммиуда.
Йыш 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ефрем тапӑрӗн элемӗпе ҫарӗсен ушкӑнӗсене анӑҫ енне лартмалла, Ефрем ывӑлӗсен пуҫлӑхӗ Елишама, Аммиуд ывӑлӗ, 19. унӑн шута кӗнӗ ҫарӗнче хӗрӗх пин те пилӗкҫӗр ҫын; 20. ун ҫумӗнче Манассия йӑхӗ, Манассия ывӑлӗсен пуҫлӑхӗ Гамалиил, Педацур ывӑлӗ, 21. унӑн шута кӗнӗ ҫарӗнче вӑтӑр икӗ пин те икҫӗр ҫын; 22. унтан Вениамин йӑхӗ, Вениамин ывӑлӗсен пуҫлӑхӗ Авидан, Гидеоний ывӑлӗ, 23. унӑн шута кӗнӗ ҫарӗнче вӑтӑр пилӗк пин те тӑватҫӗр ҫын; 24. Ефрем тапӑрӗн шутне кӗнисем, ҫар ушкӑнӗсем тӑрӑх шутласа тухсассӑн, мӗнпурӗ ҫӗр сакӑр пин те ҫӗр ҫын; вӗсем виҫҫӗмӗшсем пулса тапранмалла.
Йыш 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Сирӗнпе пӗрле пулмалли ҫынсен ячӗсем акӑ ҫаксем: Рувим йӑхӗнчен Елицур, Шедеур ывӑлӗ; 6. Симеон йӑхӗнчен Шелумиил, Цуришаддай ывӑлӗ; 7. Иуда йӑхӗнчен Наассон, Аминадав ывӑлӗ; 8. Иссахар йӑхӗнчен Нафанаил, Цуар ывӑлӗ; 9. Завулон йӑхӗнчен Елиав, Хелон ывӑлӗ; 10. Иосиф ывӑлӗсенчен: Ефрем йӑхӗнчен Елишама, Аммиуд ывӑлӗ; Манассия йӑхӗнчен Гамалиил, Педацур ывӑлӗ; 11. Вениамин йӑхӗнчен Авидан, Гидеоний ывӑлӗ; 12. Дан йӑхӗнчен Ахиезер, Аммишаддай ывӑлӗ; 13. Асир йӑхӗнчен Пагиил, Охран ывӑлӗ; 14. Гад йӑхӗнчен Елиасаф, Регуил ывӑлӗ; 15. Неффалим йӑхӗнчен Ахира, Енан ывӑлӗ.
Йыш 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1