Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Аксинйӑна (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗри хуйхӑллӑ ҫӗрсем ватӑлтарчӗҫ Аксинйӑна

Старили Аксинью горючие ночи…

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ӑна темшӗн хӑйӗн малашнехи пурнӑҫӗ пӗтӗмпех Аксинйӑран килессӗн туйӑнчӗ; тархасласа ӳкӗте кӗрт ӑна, Аксинйӑна — вара каллех ун патне телей те, Григорий те таврӑнмалла.

Ей почему-то казалось, что от Аксиньи зависит все, и упроси она ее — снова вернется Григорий и былое счастье.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Наталья пуҫӗнче тепле ӑнсӑртран Ягоднӑйне Аксинья патне ҫитсе килме шухӑш пиҫсе ҫитрӗ — Григорие хӑйне каялла пама тилмӗрсе, Аксинйӑна ӳкӗте кӗртесшӗн вӑл.

Как-то внезапно созрело у Натальи решение сходить в Ягодное к Аксинье — вымолить, упросить ее вернуть Григория.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫапах та, ҫӑмӑлланма тытӑннӑ Аксинйӑна ҫеҫенхиртен турттарса килнӗ чух епле сехри хӑпса тухнине аса илсе, хӑй кӑмӑлне пӑтратнӑ ӗнтӗ.

Разве только неприязнь за те минуты, которые пережил, когда вез корчившуюся в родах Аксинью со степи.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ача ҫуралнӑ хыҫҫӑн, мӗн паянхи куна ҫитичченех, Аксинйӑна палӑртмасӑр, хӑйне хӑй иккӗленсе, хӑй ӑшӗнче ҫакӑн ҫинченех шухӑшласа асапланать Григорий.

Все время после рождения ребенка Григорий мучительно вынашивал в себе, таясь перед Аксиньей, перед самим собой, подозрение.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий хӑйне ӑнтан кайса чуптӑвакан Аксинйӑна кӗлетки ҫумӗнчен туртса уйӑрчӗ.

Григорий оторвал от себя исступленно целовавшую его Аксинью.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Кас ҫӑкӑрна тепӗртак, ан хӗрхен, — хушрӗ вӑл Аксинйӑна, кил хуҫи пек, кӗскен.

Аксинье коротко, по-хозяйски, приказал: — Отрежь ишо хлебца, не скупись.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пантелей Прокофьевич Григорие хӑйӗн шӑнса кӳтнӗ аллине пачӗ, сӑпка умӗнче хытса тӑракан Аксинйӑна куҫ айӗн пӑхса илчӗ те, тӑлӑп аркине силлесе, сак хӗррине ларчӗ.

Пантелей Прокофьевич сунул Григорию мерзлую руку, сел на край лавки, запахивая полу тулупа, обходя взглядом Аксинью, пристывшую у люльки.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӗтӗм ӑша пӑтратса каса-каса кайса ыратасси, пӗр самантлӑха лӑпланнӑ хыҫҫӑн, Аксинйӑна ҫӗнӗрен, малтанхинчен вунӑ хут вӑйлӑрах, лӑскама пуҫларӗ.

Боль, на минуту отпустившая Аксинью, вернулась удесятеренно сильная.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл, пӗтӗмпе хӑраса ӳкнӗскер, Аксинйӑна хавхалантармалли, йӑпатмалли сӑмахсем шырама тытӑнчӗ, анчах тупаймарӗ.

Он, потрясенный, искал слов бодрости, ласки для Аксиньи и не нашел.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Йывӑҫран саваласа тунӑ пек сарӑ та пӗркеленчӗк питлӗ ҫамрӑк рабочи иртсе кайнӑ чух Аксинйӑна сӑмах тӗртсе хӑварчӗ:

Один молодой, с подгнившим носом и частыми складками на желтом, как из дерева выструганном, лице, проезжая, кидал Аксинье:

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сашка мучийӗ хӑй те вара, лашисене пуҫтарать те, кухньӑна шыв ҫӗклесе парать, сыснасем валли ҫӗрулмине тукмакпа тӗвет тата ытти майсемпе те Аксинйӑна пулӑшса пырать, ун умӗнче тӑпӑртаткаласа, аллисене кумкалать.

И дед Сашка, управившись с лошадьми, приносил на кухню воды, мял картошку, варившуюся для свиней, услуживал всячески и, приплясывая, разводил руками, обнажая голые десны:

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Епле-ха, Аксинйӑна упӑшки каялла туртса илесрен хӑрамастӑн-и эсӗ?

— Что ж, ты не боишься, что Аксиньин муж отнимет ее у тебя?

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кӗпшек, шатра Лукерья, йӳҫсе хӑпарман сарӑ чуста чӑмӑртакӗ евӗрлӗскер, малтанхи кунах Аксинйӑна кӑмака умӗнчен хӳтӗртсе ячӗ.

Рыхлая, рябая, толстозадая Лукерья, похожая на желтый ком невсхожего теста, с первого же дня отшила Аксинью от печи.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Шӑл хушшипе шӑхӑркаласа, килкарти тӗлнех ҫитрӗ, ҫитрӗ те Аксинйӑна куҫа-куҫӑнах тенӗ пек ҫитсе ҫапӑнчӗ.

Подходил ко двору, насвистывая сквозь зубы, и почти в упор столкнулся с Аксиньей.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кала Аксинйӑна, каҫ пулсанах ҫил арманӗ патне тухтӑр.

Перекажи Аксинье, чтоб, как завечереет, вышла к ветряку.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

«Чӗнетӗп те ыран Аксинйӑна, тухса каятпӑр унпала Кубань тӑрӑхне, кунтан инҫе ҫӗре, аякка, аякка…»

«Покличу завтра Аксинью, уйдем с ней на Кубань, подальше отсель… далеко, далеко…»

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӗрес умне ҫитсе тӑчӗ, унтан темиҫе тута сӗртӗннипе нӳрелсе кайнӑ кӗмӗле чуптунӑ хушӑрах Аксинйӑна аса илчӗ.

Подходил под крест и, целуя обслюнявленное многими ртами влажное серебро, думал об Аксинье, о жене.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл ӳсӗрӗлсе кайнӑ евӗр куҫшӑрҫийӗсемпе йӗри-тавралла вӑр-хурах пек йӑпшӑнса пӑхрӗ те, Аксинйӑна хӑй ҫумнелле туртса илчӗ.

Он воровски повел низко опущенными зрачками опьяневших глаз и рывком притянул к себе Аксинью.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Аван-и, кӳршӗм, — сывлӑх сунчӗ Петро Аксинйӑна, ҫанни вӗҫӗпе ҫӗлӗкне сӗртӗнсе.

— Здорово живешь, соседка, — поздоровался Петро, касаясь рукавицей шапки.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех