Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Аарон (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
7. Фараонпа калаҫма пуҫӑннӑ вӑхӑтра Моисей сакӑрвуннӑра, Аарон [унӑн пиччӗшӗ] сакӑрвун виҫҫӗре пулнӑ.

7. Моисей был восьмидесяти, а Аарон [брат его] восьмидесяти трех лет, когда стали говорить они к фараону.

Тух 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Моисейпе Аарон вара ҫапла тунӑ, хӑйсене Ҫӳлхуҫа епле хушнӑ, вӗсем ҫапла тунӑ та.

6. И сделали Моисей и Аарон, как повелел им Господь, так они и сделали.

Тух 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Анчах Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: асту, Эпӗ сана фараоншӑн Турӑ туса хутӑм, Аарон пиччӳ вара санӑн пророку пулӗ: 2. Эпӗ мӗн хушнине эсӗ пӗтӗмпе [ӑна] каласа тӑрӑн, Аарон пиччӳ вара фараона Израиль ывӑлӗсене хӑйӗн ҫӗрӗнчен кӑларса яма калӗ; 3. анчах Эпӗ фараон чӗрине хаярлантарӑп, Египет ҫӗрӗнче Хамӑн паллӑмсемпе Хамӑн хӑватӑмсене темӗн чухлӗ туса кӑтартӑп; 4. фараон сире итлемӗ, вара Эпӗ Хамӑн аллӑма Египет ҫине хурӑп та, аслӑ сут тӑва-тӑва, Хамӑн ҫарӑма, Хамӑн халӑхӑма — Израиль ывӑлӗсене — Египет ҫӗрӗнчен илсе тухӑп; 5. Египет ҫине Хамӑн аллӑма тӑсса Израиль ывӑлӗсене вӗсен хушшинчен илсе тухсассӑн, Египет ҫыннисем [пурте] Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ вара, тенӗ.

1. Но Господь сказал Моисею: смотри, Я поставил тебя Богом фараону, а Аарон, брат твой, будет твоим пророком: 2. ты будешь говорить [ему] все, что Я повелю тебе, а Аарон, брат твой, будет говорить фараону, чтобы он отпустил сынов Израилевых из земли своей; 3. но Я ожесточу сердце фараоново, и явлю множество знамений Моих и чудес Моих в земле Египетской; 4. фараон не послушает вас, и Я наложу руку Мою на Египет и выведу воинство Мое, народ Мой, сынов Израилевых, из земли Египетской - судами великими; 5. тогда узнают [все] Египтяне, что Я Господь, когда простру руку Мою на Египет и выведу сынов Израилевых из среды их.

Тух 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

27. Израиль халӑхне Египет ҫӗрӗнчен илсе тухас тесе фараонпа, Египет патшипе, калаҫакансем шӑпах ҫавсем пулнӑ ӗнтӗ; вӗсем — Моисейпе Аарон.

27. Они-то говорили фараону, царю Египетскому, чтобы вывести сынов Израилевых из Египта; это - Моисей и Аарон.

Тух 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. Елеазар, Аарон ывӑлӗ, Футиил хӗрӗсенчен пӗрне качча илнӗ, вӑл ӑна Финееса ҫуратса панӑ.

25. Елеазар, сын Аарона, взял себе в жену одну из дочерей Футииловых, и она родила ему Финееса.

Тух 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Аарон Елисаветӑна — Аминадав хӗрне, Наассон йӑмӑкне — качча илнӗ, Елисавета ӑна Надава тата Авиуда, Елеазара тата Ифамара ҫуратса панӑ.

23. Аарон взял себе в жену Елисавету, дочь Аминадава, сестру Наассона, и она родила ему Надава и Авиуда, Елеазара и Ифамара.

Тух 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Египет патши вӗсене каланӑ: Моисейпе Аарон, эсир мӗншӗн [манӑн] халӑхӑма ӗҫлеме чӑрмантарса ҫӳретӗр? кайӑр, [эсир кашнийӗ] хӑвӑр ӗҫӗре тӑвӑр, тенӗ.

4. И сказал им царь Египетский: для чего вы, Моисей и Аарон, отвлекаете народ [мой] от дел его? ступайте [каждый из вас] на свою работу.

Тух 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Ҫакӑн хыҫҫӑн Моисейпе Аарон фараон патне пынӑ та [ӑна] каланӑ: Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: Манӑн халӑхӑма яр, вӑл пушхирте Маншӑн уяв тутӑр, тет, тенӗ.

1. После сего Моисей и Аарон пришли к фараону и сказали [ему]: так говорит Господь, Бог Израилев: отпусти народ Мой, чтоб он совершил Мне праздник в пустыне.

Тух 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

29. Моисей вара Ааронпа пӗрле кайнӑ, вӗсем Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм аслӑ ҫыннине пухнӑ та, 30. Аарон [вӗсене] Ҫӳлхуҫа Турӑ Моисее каланӑ пӗтӗм сӑмаха каласа панӑ; Моисейӗ халӑх куҫӗ умӗнче хӑват паллисем туса кӑтартнӑ, 31. халӑх вара ӗненнӗ; вӗсем Ҫӳлхуҫа Турӑ Израиль ывӑлӗсем патӗнче пулни ҫинчен, Вӑл вӗсен асапне курни ҫинчен илтнӗ, вара вӗсем чӗркуҫленсе ларса пуҫҫапнӑ.

29. И пошел Моисей с Аароном, и собрали они всех старейшин сынов Израилевых, 30. и пересказал [им] Аарон все слова, которые говорил Господь Моисею; и сделал Моисей знамения пред глазами народа, 31. и поверил народ; и услышали, что Господь посетил сынов Израилевых и увидел страдание их, и преклонились они и поклонились.

Тух 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Вара Ҫӳлхуҫа Моисее ҫилленсе ҫитнӗ те каланӑ: ара, санӑн Аарон пиччӳ, Левий йӑхӗн ҫынни, ҫук-им?

14. И возгорелся гнев Господень на Моисея, и Он сказал: разве нет у тебя Аарона брата, Левитянина?

Тух 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех