Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

III (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Манман-ха Магмет-Эминь, лайӑх астӑвать, III Иван ӑна шанмасӑр Кель Ахмат патне вӑрттӑн ҫырусем ҫыратчӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Хан керменӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӑҫтан манӑн-ха, сӑмахран, III Василий ӑна, чаплӑ ҫар ҫыннине, хӑватлӑ султана, Белоозера е Вологдӑна ссылкӑна ярассипе хӑратнине?

Куҫарса пулӑш

1. Хан керменӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ытла хӑюллӑ пулса кайрӗ юлашки вӑхӑтра III Василий ҫырӑвӗсенче, грамотисенче, ыйтмасть Хусан ханӗнчен, сӗнмест ӑна, хушать, ҫапла ту тесе кӑна тӑрать.

Куҫарса пулӑш

1. Хан керменӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чаплӑ ҫӗнтерӳ турӗ вӑл ҫул III Иван, ахаль мар алӑ пуснӑ чухне те ытти ятсем ҫумне Болгари княҫӗ тесе хушса хуратчӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Хан керменӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вунӑ ҫулхи Магмет-Эмине вырӑссен аслӑ княҫӗ III Иван хӑйӗн тӑванне йышӑннӑ пек йышӑнчӗ, Али хана хӑваласа ярса престол пама пулчӗ, вӑхӑтлӑха пурӑнма Кашира хулине парнелерӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Хан керменӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кӑҫал ҫулла ҫеҫ вӑл III Василий хушнипе Атӑл тӑрӑх Хусана кайса килчӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Нумай пулмасть Крымран ҫапла ҫырса пӗлтерчӗҫ: Нур-Салтан III Василий патне Латифа ирӗке кӑларасчӗ тесе тархасласа темиҫе ҫыру та янӑ.

Куҫарса пулӑш

7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

III Василий ӑна Касимовра пурӑнма та чарнӑ, ҫурҫӗрти Белоозера ссылкӑна янӑ.

Куҫарса пулӑш

7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

СССР Верховнӑй Совечӗн 1976 ҫулхи декабрӗн 23-мӗшӗнчи Указӗпе ӑна «Ӗҫ Мухтавӗн» III степеньлӗ орденӗпе наградӑланӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм шӑпи // Нина Ратаева. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 4 стр.

Ҫав вӑхӑтрах Тутарстанри чӑваш ҫамрӑкӗсен III форумӗ иртӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулталӑк тӗллевӗсем // Сувар. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 2 стр.

Франци-Прусси вӑрҫи французсем парӑннипе вӗҫленнӗ; III Наполеон тыткӑна лекнӗ, императрица тарса хӑтӑлнӑ.

Вспыхнувшая франко-прусская война окончилась поражением Франции; Наполеон III взят в плен, императрица спаслась бегством.

XV. Ливингстон // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

III. Чӑваш АССРӗн наципе государство тата администраципе территори тытӑмӗ

III. Национально-государственное и административно-территориальное устройство Чувашской АССР

Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ (Тӗп Законӗ) // ЧАССР Верховнӑй Совечӗн депутачӗсем. Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 128 с. — 69–123 с.

III Вильгельм король вилнӗ.

Король Вильгельм III умер.

4 // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с. — 335–353 с.

Англи королӗ III Вильгельм тӗнчери патшалӑхсем хушшинчи хӑватлӑ Англипе ӑмӑртма пултаракан пӗртен-пӗр патшалӑхпа — Франципе вӑрҫма ҫине тӑрсах хатӗрлене пуҫланӑ.

Английский король Вильгельм III деятельно готовился к войне с Францией — единственной западноевропейской страной, которая могла тогда соперничать с могущественной Англией и оспаривать ее международное влияние.

1 // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с. — 335–353 с.

1928 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗнче Ахмед Зогу хӑйне Албани монархӗ тесе пӗлтерет, 1928 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗнче вара ҫӗнӗрен суйланнӑ Йӗркелӳ пухӑвӗ (алб. Asamblea Konstituente) Зогуна (III Скандербег I Зогу иккӗмӗшле янӑравлӑ ятпа) албансен патши пулма ҫирӗплетнӗ.

25 августа 1928 года Ахмед Зогу провозгласил себя монархом Албании, а 1 сентября 1928 года вновь избранное Учредительное собрание (алб. Asamblea Konstituente) утвердило Зогу королём албанцев под двойным громким именем Зогу I Скандербег III.

Ахмет Зогу // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%90%D1% ... 0%B3%D1%83

Халӑх депутачӗсен черетсӗр III Съездӗнче васкавлӑн «Совет Союзӗн Геройӗсем, виҫӗ степеньлӗ Мухтав орденӗсен кавалерӗсем СССР халӑх депутачӗсен Съезчӗ патне чӗнсе каланине» вуласа панӑ, унта СССР хӗҫпӑшалланнӑ вӑйӗсем ҫине элекле тапӑннине, фронтовиксене мӑшкӑл кӑтартнине хирӗҫ питӗ хытӑ критикленӗ, хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл вӗсене 1960-мӗш ҫулсенчинчен те йывӑртарах пулни пирки каланӑ, революцие хирӗҫ вӑйсем ҫине тапӑнма чӗннӗ.

На III внеочередном Съезде народных депутатов зачитал «Обращение Героев Советского Союза, кавалеров орденов Славы трёх степеней к Съезду народных депутатов СССР», в котором выступил с резкой критикой против клеветнических нападок на вооружённые силы СССР, против унижения фронтовиков, говоря, что им приходится хуже, чем в 1960-е годы, призывал к наступлению на контрреволюционные силы.

Кожедуб Иван Никитович // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B5%D0%BC

Римлянсемпе вӑрахчен вӑрҫнӑ хыҫҫӑн (самнит вӑрҫисем) йӑлтах римлянсен аллине лекнӗ (пирӗн эрӑчченхи III ӗмӗр пуҫламӑшӗнче).

Куҫарса пулӑш

Авалхи Римри тата Авалхи Грецири ятсемпе сӑмахсене ӑнлантарса пани // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 315–330 с.

Италисен вӑрҫисем — Рим Италин ытти облаҫӗсемпе тунӑ вӑрҫӑсем; ҫав вӑрҫӑсене пула пирен эрӑчченхи III ӗмӗрте Рим!

Куҫарса пулӑш

Авалхи Римри тата Авалхи Грецири ятсемпе сӑмахсене ӑнлантарса пани // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 315–330 с.

Александрия (ку хулана ҫӗнӗ эрӑчченхи 331 ҫулта Александр Македонский пуҫласа янӑ) темиҫе ӗмӗр хушши (пирӗн эрӑчченхи III ӗмӗртен пуҫласа) ҫутта тухас ӗҫӗн центрӗ пулса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Авалхи Римри тата Авалхи Грецири ятсемпе сӑмахсене ӑнлантарса пани // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 315–330 с.

Ун чухне Итали халӑхӗ Мадзинипе Гарибальди ертсе пынипе пусмӑртан тухассишӗн III Наполеон ҫарӗсене хирӗҫ, австриецсен пусмӑрне хирӗҫ, папа влаҫне хирӗҫ кӗрешнӗ.

Куҫарса пулӑш

Умсӑмах // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 5–9 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех