Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳчӗ (тĕпĕ: ӳт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫамрӑклах пирус туртма пуҫланӑ хӗрарӑмӑн сасси улшӑнать, чӗрни сарӑхать, ҫӳҫӗ сайраланать, ӳчӗ пӗркеленет.

Куҫарса пулӑш

Халӑхӑн пурнӑҫ пахалӑхӗ – тӗп приоритет_32 (11019) // Вӑрмар тӑрӑхӗ. http://gazeta1931.ru/gazeta/12310-khal-k ... t-32-11019

Кинӗн пичӗ ҫеҫ мар, пӗтӗм ӳчӗ, алли-ури таранах пӗр тӗспе — хӗрлӗрех хӑмӑр тӗспе витӗннӗ пек курӑнчӗ ват ҫынна.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 3–48 с.

Кӗҫех Алюнан ӳчӗ йӑмшакланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Кирей унӑн шурӑ ӳчӗ ҫумне йӑпшӑнчӗ, аллине асӑрхануллӑн ачашларӗ яка уте, хӑй татах та ытларах хӗрӳленсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Куҫӗсенче унӑн тасалӑхпа илемлӗх пулчӗҫ, пичӗпе ӳчӗ ҫара уҫӑ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Ҫавӑн хыҫҫӑн Элиме ӳчӗ ҫемҫелчӗ, хӑй лӑпланчӗ, хирӗҫлеме пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Элиме ӳчӗ кӗренленчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Тӗнчере тӗрлӗ корольсен, патшасен, хансен, полководецсен, фараонсен мавзолейӗсемпе пирамидисем сахал мар, вӗсен архитектури те пуян, анчах вӗсен умӗнче нихӑҫан та черет пулса курман, нумай ҫынсем вӗсен ӑшӗнче камӑн ӳчӗ выртнине те пӗлмеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Черет // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 186–189 с.

Унӑн уҫӑ кӑкӑрӗ ҫинче ҫакӑнса тӑракан ылтӑн медальон та унӑн ӳчӗ ҫумӗнче хӑйӗн тӗсне ҫухатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Унӑн ӳчӗ те бронза тӗслӗрех.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Унӑн тӗм-хура пысӑк куҫӗсем те, тӗм-хура ҫӳҫӗсем те, тӗксӗмрех вӗри ӳчӗ те, калама ҫук шурӑ шалӗсем те ҫунса тӑратчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Йӗпе шурӑ кӗпи ӳчӗ ҫумне лач ҫыпӑҫнӑ, ҫавӑнпа унӑн кашни шӑнӑрс, хусканни ҫаплипех палӑрать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Алтарьтен сулахайра ылтӑн рака пур, унта Сӑваплӑ Стефан ҫӗрми ӳчӗ (сылтӑм алли) упранать.

Слева от алтаря находится золочёная рака, в которой хранятся мощи Святого Стефана (правая рука).

Сӑваплӑ Стефан базилики // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A1%D3% ... 0%BA%D0%B8

Кирлӗ чухлӗ ӳчӗ хухрӗ, — Ӗнтӗ халь эрне юп кур.

Куҫарса пулӑш

Милӗк // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 51–53 с.

Авӑ, пӑхӑр-ха лайӑхрах, пичӗ ҫавӑнпа ун тӗк татнӑ хур ӳчӗ пек шатрашка, сӑмси пӑру ашӗ пек хӗп-хӗрлӗ.

Куҫарса пулӑш

55 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Арсентьевӑн сулахай питҫӑмарти путса кӗрет, ӳчӗ туртӑнса илет.

Куҫарса пулӑш

32 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Эсир вара, эсир вӗсем ҫумне сӗлӗх пек ҫыпҫӑнса ларнӑ пулӑттӑр, вӗсен ӳчӗ ҫинче ӑшӑнӑттӑр, вӗсен пуҫ миммине ӗмӗттӗр.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Халӗ унӑн куҫ айӗсем тӑртаннӑ, пичӗ ҫинчи ӳчӗ темле кӑвакрах, таса мар пек курӑнать.

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ача ӳчӗ пек ачаш хӑйӑра, чулланса ларнӑ йывӑҫ таткисене курӑнмалла тӑвать, ҫав йывӑҫ таткисем тахҫан карапсем пулнӑ-и тен…

Куҫарса пулӑш

9. «Лена калаҫать!» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вара Униҫҫен шапа ӳчӗ пек сивӗ, хуп татки пек хытӑ аллине чӑмӑртарӗ те: — Эп сан патӑнта пулман. Эп сана курман, илтмен. Аминь! — терӗ, тӑрантас ҫине хӑпарса ларчӗ, пӗр куҫ хупса иличчен тенӗ пек йӑмрасем хушшинче ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех